Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.02.03 ЫРРА КУРСА ЫРĂ ПУЛАТĂН

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
“Енчен те эсĕ хăвăн пурнăçунта пур çĕрте те тата яланах çынсене валли ыррине кăна – чечексене, шухăш-кăмăлна, ырă ĕçсене кăна хăваран пулсан, санăн пурнăçу çăмăл та илемлĕ кăна пулнă пулĕччĕ”, - тенĕ М.Горький.
Çак шухăша тĕпе хурса ĕçлет те ĕнтĕ Канашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 1-мĕш номерлĕ каçхи вăтам шкулти экологи юхăмĕ. Шкулта вĕренекенсем ÿсен-тăрансем çын пурнăçĕнче мĕнле вырăн йышăннине аван пĕлеççĕ. Чечексем, сăмахран, çынпа мĕн çуралнă кунран пуçласа виличченех юнашар пулаççĕ. Ача çуралать е çын вилет, ача шкула каять е туй пулать, çуралнă куна е ĕçри çитĕнĕве паллă тăватпăр, хăнасене кĕтетпĕр е ăсатса яратпăр – пĕрле яланах чечек çыххи илетпĕр. Анчах та ытларах чухне чечекĕн асамлăхне, илемне, уссине асăрхасах та каймастпăр мар-и? Çак çитменлĕхсене пĕтерес тĕлĕшпе тата ачасен логика шухăшлавне аталантарас, вĕсене çут çанталăк илемĕпе паллаштарас, ăна юратма, упрама вĕрентес тесе шкулта нумай ĕçлетпĕр.
Вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕнче ачасемпе учительсем тăрăшнипе шкул коридорĕнче пÿлĕмре ÿсекен чечексенчен хĕллехи сад йĕркелерĕмĕр. Ку садра пирĕн çĕр чăмăрĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче ÿсекен чечексем вырăн тупрĕç. Урамра халĕ сивĕ, пирĕн шкула кĕрсен вара юмах тĕнчине лекнĕнех туйăнать. Хĕллехи сад ачасене çут çанталăкри пулăмсене сăнама, уйрăмлăхсене тупма пулăшать. Унсăр пуçне вĕренекенсем кунта хăйсене телейлĕ туйма, пурнăçри йывăрлăхсене манма пултараççĕ. Мĕншĕн тесен пирĕн шкулта йывăр шăпаллă, хуйхи-суйхине нумай курнă ачасем вĕренеççĕ. Çавăнпа та учительсем кашни ачан чунне, пурнăçне ăнланса, хăш ачапа еплерех пулмаллине шута илсе ĕçлеççĕ.
Ачасен тавра курăмне ÿстерес тĕллевпе нумаях пулмасть 6-8-мĕш классенче вĕренекенсемпе “Чечексен гороскопĕ” журналпа паллашрăмăр. Ку журналта вĕренекенсем çав тери интереслĕ хыпарсем вуласа пĕлчĕç. Акă, тĕслĕхрен, çын хăш чечеке ытларах кăмăлланине кура вăл мĕнлерех кăмăллă пулнине пĕлме пулать. Кил-çуртра гороскоп тăрăх мĕнле ÿсен-тăрансем пулмаллине, вĕсем сывлăхшăн усăллă пулнине, килти хутшăнусене лайăхлатма пултарнине те пĕлчĕç. Çак калаçу урокĕнче Паша Кириллов (8-мĕш класс), Дима Гулимов, Оля Горинова, Олег Кайшов уйрăмах хастар пулчĕç. Вĕсем хăйсен килĕнче мĕнле чечексем ÿстерни çинчен те каласа пачĕç. Çавăн пекех ачасем хăш-пĕр чечексен ячĕсене çырса илчĕç, вĕсене мĕнле ÿстермелли çинчен ыйтса пĕлчĕç. Ку енĕпе ачасене класс ертÿçи, биологи учителĕ Галина Михайловна Прокопьева пулăшса пырать.
Шкул, учитель, ача, ашшĕ-амăшĕ пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлесен кăна обществăн культура шайне ÿстерме, çыннăн шухăш-кăмăлне пуянлатма, аталантарма, этемпе çут çанталăк пĕр-пĕринсĕр пурăнма пултарайманнине ăнлантарса пама пулать.
Г.ПРОКОПЬЕВА
 («Канашский край (Канаш ен)», Канаш)
        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика