Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.02.03 Ырă вăрлăхран ырă çимĕç

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
ЧĂВАШ Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырупа алла кăранташ тытсах паллашрăм, хама уйрăмах хумхантаракан йĕркесене блокнот çине çырса илтĕм.
«Сывă та ырă ача пăхса çитĕнтерес тесен, ăна уй-хире, вăрмана илсе тухса çÿрĕр, сенкер тÿпене, çемçе курăка, ĕлккен чечеке пăхса савăнма вĕрентĕр, - тет Президент. – Сывлăх вăл – йĕркеллĕ кăмăл-туйăм, нумай хускални, савăнăçпа кулă. Пирĕн ачана çывăх çыннисемшĕн, планетăшăн, хамăр йĕри-таврари пур япалашăн та тăрăшма хăнăхтармалла. Ăна тата юратма, чăтăмлă пулма, тĕрĕслĕхе вĕрентмелле. Ăмсануран, йĕксĕклĕхрен, сĕмсĕрлĕхрен айккинче тăма пулăшмалла. Хăйĕн пурнăçне тĕрĕс йĕркелесе пыма вĕрентмелле. Çак çул чăннипех те сывлăхлă вăрăм ĕмĕр патне илсе пырать».
Е тата çак йĕркесене илер-ха: «Ÿт-пÿ тата ăстăн тĕлĕшĕнчен сывă ачасене сехетсерен тата кунсерен воспитани парас пулать.
...Пирĕн ачасем мĕнлерех фильмсем пăхни ашшĕ-амăшне шухăшлаттарать-ши? Боевиксем, «хăратаканнисем!» Апла пулсан ачасенчен мĕн кĕтетпĕр; Лайăх сывлăх вăл – лайăх, ырă шухăш-туйăмсем вĕт. Лайăх сывлăх вăл – лайăх пуплев, усал сăмахсемпе вăрçни вара сывлăха хавшатать. Çавăнпа та киревсĕр çак йăлана хирĕç урамра та, общество транспортĕнче те, пур çĕрте те чăн çапăçу пуçлама вăхăт».
Президент Çырăвне вуланă май пĕр шкул автобусĕн водителĕ каласа пани асăма килчĕ. Çак водитель – çулланнă арçын – ачасем намăс сăмахсемпе калаçнинчен тĕлĕннĕ. «Учителĕ умĕнчех намăс сăмахсем калаççĕ вĕт!» - тарăхса калаçать водитель. Хăй тирпейлĕ те сăпайлă çын пулнăран, паянхи ăру усал йăласене хăнăхса ÿснĕшĕн хытă пăшăрханать вăл.
Камран тĕслĕх илеççĕ-ха ачасем; Чăн малтан, ашшĕ-амăшĕнчен, çитĕннисенчен. Аллăмăра чĕре çине хурса калар-ха: кил-çуртра усал сăмахсемсĕр калаçакан çемьесем нумай-и паян; Арçынни те, хĕр арăмĕ те пĕр-пĕринчен юласшăн мар, хăшĕсем намăс сăмахсемсĕр калаçма пĕлмеççĕ те пулĕ.
Хамăрăн ачасем кампа туслашнипе, пушă вăхăта мĕнле ирттернипе интересленетпĕр-и тата? Юлташ мĕнле çын пулни воспитани ĕçĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ача япăх тĕслĕхе часах хăнăхать, тÿрлетме йывăр пысăк йăнăш патне утăм хыççăн утăм тăвать.
Мана Васан ялĕнчи Н.Г.Павлов учитель-пенсионер район хаçатĕнче пичетлекен статьясем питĕ килĕшеççĕ. Ĕмĕрĕ тăршшĕпех ачасемпе ĕçленĕ çын воспитани ыйтăвĕсене çивĕч çĕклет. Шел, ватă учитель ăс парса калани кашнин чĕри патнех çитмест пулмалла. Ялсенчи профилактика кунĕсенче ачисене тивĕçлĕ воспитани парайман ашшĕ-амăшĕсене чылай асăнаççĕ, ятлаççĕ. Пĕр ача, акă, сăлтавсăрах ултă кун шкула кайман, ашшĕпе амăшне вара ку нимĕн чухлĕ те пăшăрхантармасть иккен. «Тракторист пулĕ-ха шкул хыççăн, ăна нумай вĕренни кирлех мар», - тет ача ашшĕ.
Шкулта начар вĕренекене малашне тракториста илмесен те пултарĕç: хальхи çĕнĕ техникăпа ĕçлеме тарăн пĕлÿ кирлĕ. Хулана кайсан та ĕç тупма йывăр пулĕ. «Чавса çывăх та, çыртма çук», - темĕр-и кайран;
Ачана ăмсануран, йĕксĕклĕхрен, сĕмсĕрлĕхрен айккинче тăма пулăшмалла, тет Президент. Ырра юратакан, ырă ĕç тума пултаракан çынсем пăхса çитĕнтермелле пирĕн. Ырă вăрлăхран – ырă çимĕç. Манас марччĕ çакна, хисеплĕ ашшĕ-амăшĕсем.
И.САЛАНДАЕВ
(«Шемуршинский вестник (Шăмăршă хыпарĕ)», Шемурша)
        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика