Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.02.03 Вуламастпăр çав, тăван, вуламастпăр…

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
ЯЛ çыннин хĕл кунĕсенче пушă вăхăт нумай. Ĕлĕкрех, 15-20 çул каялла, çынсем библиотекăна йышлăн çÿретчĕç, хăйсене интереслентерекен кĕнекесене алран ямасăр вулатчĕç. Чи нумай вулакансен йышĕнче колхоз председателĕ те, ферма заведующийĕ те, механизаторпа доярка та пулнă. Шкул ачисем уроксем хыççăн кĕпĕрех ялти библиотекăна пуçтарăнатчĕç.
Шел те, çак ÿкерчĕке паян питех кураймăн. Хăçан пырсан та, библиотекăра ялан çÿрекен темиçе çынсăр пуçне урăх никамах та асăрхамастăн. Çитĕннисем те, ачасем те алла кĕнеке тытасшăнах мар. Библиотекăра ĕçлекенсем каланă тăрăх, тĕрлĕрен мероприятисене те (диспутсем, викторинăсем, тишкерÿсем) вулакансем унчченхи пек йышлăн хутшăнмаççĕ.
Юлашки вăхăтра ахаль библиотекăсенчен моделлĕ библиотекăсем туса хучĕç, анчах çакă та вулакансене илĕртмест пулмалла. Ачасем кĕнеке вулама мар, компьютерпа тĕрлĕ вăйăсем выляма çеç пыраççĕ библиотекăна. Çитĕннисене вара компьютер та туртмасть.
«Кĕнеке – пĕлÿ çăл куçĕ», - тетчĕç пире учительсем пĕрмай. Паян вара учительсем хăйсем те чи активлă вулакансен йышĕнче çук. Шăпах вĕсен тĕслĕх кăтартмалла мар-и-ха ĕнтĕ ыттисене;
Ял çыннисем хаçат-журнал сахал çырăнса илни те шухăшлаттарать. Лавккара эрех туянма пурте укçа тупатпăр, çур литртан кăшт çеç хаклăрах район хаçатне çырăнма вара кĕмĕле шеллетпĕр. Ачасем валли ятарласах тухакан «Тантăш» хаçат та районта сахал сарăлать.
Ним те вуламасан, нимĕнпе те интересленмесен пурнăçпа тан пыма пултарайăпăр-ши; Телевизор умĕнче ларнипе кăна ăс-тăна пуянлатаймăн, нумай фильмсем тискерлĕхпе усал йăласене пропагандăлани вăрттăнлăх мар. Вырăс, чăваш, тутар, ирçе классикĕсен ырра вĕрентекен произведенийĕсене вуласан, усси чылай ытларах пулĕччĕ.
Çулталăкра пĕр кĕнеке те пулин вуласа тухман, пĕр хаçат та çырăнса илмен çынран эпĕ тĕлĕнетĕп: нивушлĕ пушă чунпа пурăнма кичем мар-ши?
Атьăр-ха библиотекăна каяр, кĕнекесен асамлă тĕнчине кĕрер, романсемпе повеçсем, калавсем, сăвăсемпе поэмăсем вуласа ăс-тăна илемлетер. Ырра курса, тен, хамăр та ырăрах пулăпăр?
И. АНАТКАС
 («Шемуршинский вестник (Шăмăршă хыпарĕ)», Шемурша)
        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика