Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Çĕмĕрлери 1-мĕш шкулта тарăн пĕлÿ илме те, тĕрлĕ енлĕ аталанма та условисем çителĕклĕ. Уроксем хыççăн кружоксене юлса тĕрлĕ ал ĕçне хăнăхма пулать. Тĕрлеме юратакансем “Пыл хурчĕ” кружокра ăсталăхне ÿстерсех пыраççĕ. Чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Любовь Борисовна Исакова пулăшнипе хăйсен ĕçĕсене картон хут çине илемлĕ вырнаçтарма та хăнăхаççĕ ачасем. Наташа Андреева, Маша Карягина, Маша Еремеева, Адель Хасянова ку енĕпе уйрăмах маттур.
6 класри Галина Плетнева вара тĕрлеме çеç мар, ташлама, пусма татăкĕсенчен тĕрлĕ япала хатĕрлеме те ăста, вĕренÿре те малта.
Татьяна Васильевна Петрунина ертсе пыракан “Пусма татăк мозаики” студие çÿрекенсем республикăри Халăх пултарулăх çурчĕ ирттернĕ конкурсра I степень Диплом çĕнсе илчĕç. Пĕчĕкренех ал ĕçне хăнăхакансен тÿсĕмлĕхĕпе чăтăмлăхĕ ÿсет. Кашни уяв валлиех еплерех илемлĕ парнесем хатĕрлеççĕ!
“Пилеш кайăкĕсем” "”Дрозды”" театр студине çÿрекенсене хулара иртекен пур мероприятире те курма пулать. Республика шайĕнчи конкурссенче те палăрма ĕлкĕрчĕç. Петр Вершинин, Дания Усманова, Александр Фомин, Владимир Вершков, Екатерина Рубцова, Александр Орешников уйрăмах маттур. Хăшĕ-пĕри Çĕмĕрле хулин администраци пуçлăхĕн стипендине те тивĕçрĕ.
Театр студине çÿрекенсем тăтăшах тĕрлĕ спектакль, мюзикл лартса тĕлĕнтереççĕ. Шкул программинчи произведенисем тăрăх хăйне евĕр уроксем ирттереççĕ. Хайлавсенчи ĕçсемпе пулăмсене хăйсен чунĕ витĕр кăларса ыттисем патне çитерме тăрăшаççĕ.
2000 çултанпа театр студине Елена Анатольевна Дроздова ертсе пырать. Вăл пулăшса, хавхалантарса пынипе ачасем Çĕмĕрлери кашни конкурсах хутшăнаççĕ. Малти вырăнсене йышăнаççĕ.
“Çĕмĕрле хунавĕсем” конкурсра “Ертÿçĕ”, “Сцена калаçăвĕ” номинацисенче çулсеренех палăраççĕ. Сăвă вулакансен ăмăртăвĕнче те мала тухаççĕ.
Шкулта е хулара пулакан уяв, конкурс, КВН валли сценари çырмалла-и – тÿрех ун патне пыраççĕ. Чăваш литературипе автор программи те хатĕрленĕ пултаруллă учитель.
Елена Дроздова “2004 çулхи чи лайăх учитель” конкурсра та Çĕмĕрлере малти вырăна тухнă. Республикăри ăмăртура та çĕнтерÿçĕсен йышне лекнĕ.
Елена Дроздова – директорăн методика енĕпе ĕçлекен çумĕ, шкулти ăслăлăхпа тĕпчев пĕрлешĕвне те ертсе пырать.
Алина ГЕРАСИМОВА
(«Ровесник (Тантăш)», Чувашия)