Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.02.02 ÇАМРĂК ТĔПЧЕВÇĔСЕМ, СИРЕ ВАЛЛИ – ГЕОЛОГИ ОЛИМПИАДИ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
Туссем, геологи çинчен илтнех эсир. Вăл – Çĕр планетăн тытăмĕ, унăн историйĕ тата çĕр айĕнчи пуянлăхсем çинчен вĕрентекен наука. Нумай ача мĕн пĕчĕкрен тăван тавралăха, çут çанталăк пулăмĕсен пĕлтерĕшне тишкерсе, ылмашăвне сăнаса çитĕнет.
Вĕсем биологи, географи предмечĕсене юратса вĕренеççĕ. Çу кунĕсенче фенологи сăнавĕсем ирттереççĕ. Тĕпчев-тишкерÿ ĕçĕ чунтанах килĕшет вĕсене. Çавăнпах республикăра шкул ачисен хушшинче пĕрремĕш хут çамрăк геологсен уçă олимпиадине ирттерме йышăнтăмăр. Ултă ыйту хатĕрлерĕмĕр. Вĕсене ял ачисем çеç мар, хуласемпе поселоксенче пурăнакан вĕренекенсем те хаваспах хутшăнччăр тесе ыйтусене вырăслах пичетлетпĕр.
1. Какие горные породы и минералы использовал древний человек? Для чего и как он их применял?
2. Какие ты знаешь карьеры по добыче полезных ископаемых в твоем районе и в нашей республике? Как и для чего используются эти природные ресурсы?
3. Территория Чувашии сложена осадочными породами. Какие ископаемые животные и растения, и какого геологического возраста здесь можно найти? А какие ты уже нашел?
4. Назови 15 рек Чувашии, какие из них протекают по твоему району?
5. Какие доказательства дрейфа континентов есть у геологов?
6. Как образуются горы, и какие горы ты знаешь?
Ачасем, хушнă ĕçе пултарнă таран хастартарах пурнăçлама, ыйтусене тарăн содержаниллĕ те туллинрех хуравлама тăрăшăр. Вĕсене ÿкерчĕксемпе, сăн ÿкерчĕксемпе пуянлатсан тата та аван. Çырура ятăрпа хушаматăра, миçемĕш класра тата хăш шкулта вĕреннине туллин палăртăр. Телефон номерне те "килти те, сотовăй та юрать" çырăр. Пире вăл сирĕнпе çыхăнма май парĕ.
Пĕрремĕш турта çĕнтернисене çуркуннехи каникулта иккĕмĕш тура хутшăнма чĕнсе телефонпа шăнкăравласа пĕлтерĕпĕр е çырупа йыхрав хучĕ ярса систерĕпĕр.
Конверт çине “Олимпиада” тесе палăртса хуравсене 2007 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕччен çак адреспа ярса парăр: 428017, г. Чебоксары, ул. М.Павлова, д.13, кв. 2. Интернетпа çыхăнма май тупакансем валли – еmail: terra@orionet. ru.
 
I тур пĕтĕмлетĕвĕсем тата чи лайăх ĕçсем "тĕрĕс, тĕплĕ те тарăн содержаниллĕ хуравсем" хаçатра пичетленĕç. Çĕнтерÿçĕсене хаклă парнесем, çу кунĕсенче тĕллевлĕ тĕпчев ĕçĕсем кĕтеççĕ.
 
Олимпиадăшăн яваплă ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерстви тата “Terra incognita” чăн пурнăçпа истори обществи ячĕпе Вероника Рябцева "т.: 62–10–64" тата Александр Березин "т.: 45–27–71; сот. 89278548068".
 («Ровесник (Тантăш)», Чувашия)
        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика