Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.02.01 ПУР ÇĔРЕ ТЕ ĔЛКĔРЕТ – ПĔР ĔÇРЕ ТЕ ŸРКЕНМЕСТ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
“Паян иртерех пушанатăп – саккăрта”, – терĕ вăл тĕл пулу пирки сăмах пуçарсан. Ытти чухне киле çур çĕр çитеспе таврăнаканшăн, чăн та, ир. Куллен çапла. Ирхине тухса каять те тĕттĕмленсен тин килет. Çук, вулаканăм, паян сана пĕр-пĕр пысăк пуçлăхпа паллаштарасшăн мар.
Ольга Шельдюкова – студентка, Чăваш патшалăх культура институтĕнче 4-мĕш курсра пĕлÿ пухать. Лара-тăра пĕлмен пике вĕренÿре те аван ĕлкĕрсе пырать, общество ĕçĕсенче те хастар. Нумаях пулмасть вара культурăпа кану тытăмĕнче ĕçлекен специалистсен проекчĕсен Пĕтĕм Раççейри конкурсĕнче çĕнтерчĕ.
Пĕтнĕ ялта – культура центрĕ
Асăннă конкурса Оля тантăшĕпе Екатерина Илларионовăпа пĕрле хутшăннă. Вĕсен проекчĕ иртнĕ ĕмĕре таврăнма чĕнет. “Хăш-пĕр районта пĕтнĕ ялсем пур. Элĕк районĕнчи Ене "Свешниково", сăмахран. Унта никам та пурăнмасть. Çак ялта вара ют çĕр-шыв турисчĕсене илĕртекен вырăн тума пулать. Пирĕн мăн асаттесем, калăпăр, 18-мĕш ĕмĕрте епле пурăнни кăсăклă мар-и-ха? Вĕсем мĕн ĕçлени, çини...” – проект шăнăрĕпе паллаштарать Оля.
Пĕтнĕ ялта культура центрĕ тăвас ĕмĕтне пурнăçлама укçа-тенкĕ кирлине питĕ лайăх ăнланать Оля, çавăнпа тĕрлĕ грант выляса илме тăрăшать. Конкурс йĕркелÿçисем те проекта аталантармашкăн пулăшма шантарнă.
 
Аваллăх – тĕлĕнмелле асамлăх
Оля пĕчĕклех питĕ йăрă пулнă иккен. Ача садĕнче шăпăрлансене хăй тавра пухса кĕнеке вуласа панă, тĕрлĕ вăйă выляттарнă. Шкулта та хĕр ача пултаруллисен, тăрăшуллисен шутĕнчен тухман. Истори предметне, вĕрентекенне килĕштернĕрен 11-мĕш класс хыççăн И.Я.Яковлев ячĕллĕ педуниверситета истори факультетне вĕренме кĕнĕ. 1-мĕш курс хыççăн Çĕрпÿ районĕнчи Чурачăка археологи экспедицине кайнине халĕ те ас тăвать.
“Темиçе ĕмĕр каялла пурăннă çынсен, лашасен шăмми-шаккине тупрăмăр. Аваллăх – тĕлĕнмелле асамлăх”, – хăпартланса каласа парать пике. Анчах мĕншĕн-ха вăл археолог профессине улăштарас тенĕ?
“2-мĕш курсра экспедицисем çукчĕ. Анне культура институчĕ уçăлнине пĕлтерчĕ, тен, тÿлевсĕрех вĕренме кĕрĕн терĕ, – педуниверситетран документсене каялла илнин сăлтавне ăнлантарма тăрăшрĕ Оля. – Шăллăм та шкул пĕтеретчĕ. Ăна та укçа тÿлесе вĕрентме атте-аннене йывăра килетчĕ паллах”.
Çапла Оля каллех 1-мĕш курс студентки пулса тăнă. Пуçланнă вара пурнăç! Республикăри театрсенчи пĕр спектакле те сиктермен вăл. Тантăшĕсемпе пĕрле институтра студентсен канашне йĕркеленĕ. Коридорти тĕссĕр стенасене илемлетме шутланă – унта халĕ ачасен ÿкерчĕкĕсенчен хатĕрленĕ курав. Чÿрече çинче чечексем ешереççĕ.
“Институт – вĕренÿ кăна мар, чăн-чăн пултарулăх лаççи те”, – кăмăллăн пĕлтерчĕ маттур пике.
 («МИГ (Самант)», Чувашия)
        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика