Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.01.31 ОЛИМПИАДĂСЕМ ВĔÇЛЕНЧĔÇ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
Чăваш Республикин Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин тата районти вĕрентÿ управленийĕн хушăвĕсемпе килĕшÿллĕн шкулта вĕренекен пултаруллă ачасене палăртас тĕллевпе 2006 çулхи ноябрĕн 3-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 24-мĕшĕччен районта предмет олимпиадисем иртрĕç.
8-11-мĕш классенче вĕренекенсем 24 предметпа хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслерĕç, тавра курăмне ÿстерчĕç. 3-4-мĕш классенче вĕренекенсем интеллектуаллă вăййа хутшăнчĕç, 5-7-мĕш классем “Çамрăк талантсем” математика олимпиадинче тупăшрĕç.
Районта ирттернĕ предмет олимпиадисене 1072 ача хутшăнчĕ, 187 вĕренекен çĕнтерÿçĕпе призер пулса тăчĕ. Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Шăхасан вăтам шкулĕн (26 çĕнтерÿçĕпе призер), Вырăскас Пикших шкулĕн (18 вĕренекен), Шуркассипе Уçырма шкулĕсен (15), Янкăлч шкулĕн (14), Энтрияль вăтам шкулĕн (13), Чакаç (12) тата Вăтакас Кипеч шкулĕсен (10) вĕренекенĕсем уйрăмах лайăх кăтартусемпе палăрчĕç. Кăшнаруй (7) тата Катек (7) шкулĕсенче вĕренекенсем те тарăн пĕлÿ кăтартрĕç.
Хăш-пĕр ачасем пĕр предметпа кăна мар, темиçе олимпиадăна хутшăнса малти вырăнсене йышăнчĕç. Акă, сăмахран, Шăхасан вăтам шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренекен Татьяна Коновалова çичĕ предметпа – чăваш чĕлхипе тата литературипе, обществознанипе, биологипе, Раççей историйĕпе, вырăс чĕлхипе, акăлчан чĕлхипе, экологипе – пĕрремĕш тата иккĕмĕш вырăнсене йышăнчĕ. Çавăн пекех ку шкулта пĕлÿ илекен Алексей Федоров, Дима Миронов, Сергей Игнатьев, Оксана Краснова, Вероника Никитина, Олеся Владимирова, Евгения Данилова, Кристина Филиппова, Энтрияль шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренекен Лариса Михайлова та тарăн пĕлÿпе савăнтарчĕç. Шуркасси шкулĕнче вĕренекенсене те палăртса хăварас килет. Сергей Игнатьев (“Предприниматель ĕç-хĕлĕн никĕсĕ” предметпа), Марина Петровăпа Олеся Игнатьева (математика), Алексей Григорьев (астрономи), Вера Егорова (вырăс чĕлхи, технологи), Таня Емельянова (акăлчан чĕлхи), Сергей Ипатьев (экономика), Настя Игнатьева (математика), Оля Константинова (право пĕлĕвĕсен никĕсĕ), Катя Тимофеева (вырăс литератури), Люда Григорьева (вырăс чĕлхи), Оля Константинова (физика), Марина Петрова (хими), Игорь Аристархов (физкультура) районта çĕнтерÿçĕсемпе призерсем пулса тăчĕç. Чакаç вăтам шкулĕнче пĕлÿ илекенсем те лайăх кăтартусем турĕç. Володя Петров (предприниматель ĕç-хĕлĕн никĕсĕ, Раççей историйĕ, технологи), Альберт Яковлев (математика, технологи, физика), Настя Чернова (экологи), Марина Сергеева (хими), Валентина Кузьмина, Елена Егорова (физкультура) палăрчĕç.
Çÿлерех асăннă шкулсенче ачасене олимпиадăсене хатĕрлесси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ пулсан, Вăрман Енĕшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан, Çĕнĕ Ачча, Ăнтавăш шкулĕсенче ачасемпе уйрăммăн ĕçлесси çителĕксĕр шайра. Кăçал Ачча, Шаккăл, Шелттем шкулĕсенче пĕр призер та пулман. Мала тухнисене райадминистрацин вĕрентÿ управленийĕн Хисеп грамотисемпе чыслĕç.
Е. ИВАНОВА
 («Канашский край (Канаш ен)», Канаш)
        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика