Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.01.31 Хастар хутшăнчĕç

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
Шкулта аслă поэтăмăра, Петĕр Хусанкая, халалласа тĕрлĕ мероприятисем сахал мар пулса иртрĕç.
“Мой край родной” ятлă темăпа вырăсла сочиненисен конкурсĕ иртнине те палăртма кăмăллă. Ачасем хăйсен тăван тавралăхне чăннипех юратнине çырса пама пултарнă. Комисси пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, çак ачасем сертификат илме тивĕçнĕ: 8-мĕш класри Алена Петрова, Лида Храмова, Андрей Воробьев, 7-мĕшĕнчи Алена Пакрушовапа Ирина Илларионова.
“Робинзонада” интеллектуаллă вăйă та хăйне майлă интереслĕ. Кунта вĕренекенсем хăйсем тĕрлĕ станцисенче чарăнса чăваш тата вырăс литературипе, математикăпа, биологипе, географипе, химипе, историпе мĕн пĕлнине кăтартса пачĕç. I-мĕш вырăна 7-мĕшпе 8-мĕш классем тивĕçрĕç, II-мĕш вырăнта – 9-мĕш класс.
“Юмах тĕнчине” конкурс 5-6-мĕшсем хушшинче интереслĕ иртрĕ. Ачасен панă юмах сыпăкĕсен ячĕсене, юмахсенчи сăнарсене пĕлмелле пулчĕ. Юмах нумай вулакан ачасем хăйсен пултарулăхĕпе палăрчĕç. Икĕ класĕ те юмахсене юратни сисĕнчĕ. Юлашкинчен вĕсем юмах лартса парса тĕлĕнтерчĕç. 5-мĕшсем нумайрах очко пухса 6-мĕшсене çĕнтерчĕç. Ку конкурса Г.Г.Алежейкина вожатăй ирттерчĕ.
С. ЯРУТКИНА
 («Наша жизнь (Пирĕн пурнăç)», Красные Четаи)
        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика