Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.01.31 Юратнă кĕтес

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
Энтепери пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул çумĕнчи “Малышки” ача сачĕ уçăлни çулталăк кăна-ха. Анчах та кĕске вăхăтрах кунта ĕçлекен воспитательницăсем Елена Ивановнăпа Алевтина Владимировна Садовниковасем, Альбина Венидиктовна Клементьева медсестра, Антонина Николаевна Михеева музыка ертÿçи ача садне çÿрекенсемшĕн юратнă çынсем пулса тăчĕç. Вĕсен тараватлăхĕ, ырă кăмăлĕ, ачаш та çепĕç чĕлхи ачасене те, вĕсен ашшĕ-амăшне те чунтанах савăнтарать.
Шкул директорĕ Виталий Петрович Марков та ача сачĕ аталантăр, пурнăç условийĕ çăмăллантăр тесе нумай тăрăшать. Иртнĕ çул чылай ĕç туса ирттерчĕç: шыв кĕртрĕç, пÿлĕмсене сăрларĕç, илемлетрĕç, урамра ача-пăча площадки йĕркелерĕç... Пÿлĕмсенче ăшă, хăтлă, çутă, кăмăллă. Ачасене выляма, вĕренме, çывăрма, салтăнса тумланма, физкультура занятийĕсем ирттерме, çăвăнма пĕтĕм услови пур. Çавăнпах пулĕ ачасем шăмат кун та, вырсарни кун та ача садне килесшĕн. Воспитательницăсем ĕçе пĕлсе йĕркелеççĕ, пепкесен ÿсĕм шайне шута илеççĕ, яланах кăмăллă калаçаççĕ. Пирĕн ачасем халĕ сăвăсем калама, юрлама, ташлама, хăйсене тытма, сăрлама, аппликацисем тума, пластилинран тĕрлĕ япаласем ăсталама пĕлеççĕ.
“Малышки” ача садĕнче тĕрлĕ уявсем йĕркелеççĕ. Хатĕрленмесĕр, тĕплĕн шухăшламасăр нимĕнле ĕç те йĕркелемеççĕ кунта, çавăнпа та уяв кунĕсенче эпир, ашшĕ-амăшĕсем, хамăра чăннипех те лайăх туятпăр: ачасем сăввисене такăнмасăр уççăн калаççĕ, юрăсене шăрантараççĕ, вăтанмасăрах ташлаççĕ.
(«Яльчикский край (Елчĕк ен)», Яльчики)
        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика