Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.01.29 Манар мар: çăкăр-тăвар хире-хирĕç

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
“Манар мар: çăкăр-тăвар хире-хирĕç”, – терĕ хăйне пурнăç çулĕ çине анлă пĕлÿ илсе тухма май панăшăн тав туса Москакассинчи тăван вăтам шкул коллективне савăнăçлă лару-тăрура пиллĕкмĕш ăрури çĕнĕ йышши компьютер парнеленĕ май районта компьютеризаци ĕçне тивĕçлĕ шайра туса пыракан “БАЙТ” чикĕллĕ яваплăхлă общество ертÿçи Николай Васильевич Еропанов. Шкула тетпĕр те, анчах парне шкул директорĕпе юнашар тăракан физикăпа математика учительницине Лидия Ивановна Желтована вĕрентÿ ĕçне çĕнĕлле йĕркелесе пыма тивĕçрĕ. Ăçтан пуçланать-ха çак парнен никĕсĕ; Ырă кăмăлтан, çын ĕçне шута хума пултарнинчен, усă курнă ĕçшĕн тав тума пĕлнинчен.
терĕ хăйне пурнăç çулĕ çине анлă пĕлÿ илсе тухма май панăшăн тав туса Москакассинчи тăван вăтам шкул коллективне савăнăçлă лару-тăрура пиллĕкмĕш ăрури çĕнĕ йышши компьютер парнеленĕ май районта компьютеризаци ĕçне тивĕçлĕ шайра туса пыракан “БАЙТ” чикĕллĕ яваплăхлă общество ертÿçи Николай Васильевич Еропанов. Шкула тетпĕр те, анчах парне шкул директорĕпе юнашар тăракан физикăпа математика учительницине Лидия Ивановна Желтована вĕрентÿ ĕçне çĕнĕлле йĕркелесе пыма тивĕçрĕ. Ăçтан пуçланать-ха çак парнен никĕсĕ; Ырă кăмăлтан, çын ĕçне шута хума пултарнинчен, усă курнă ĕçшĕн тав тума пĕлнинчен.
– Çак шкултан 1989 çулта вăтам пĕлÿ илсе пурнăç çулĕ çине тухрăм. Вĕрентекенĕмĕрсем ăс пани паян та асра. Вĕсем хăйсен сывлăхне тата вăхăтне шеллемесĕр пирĕншĕн тăрăшни çине паянхи кун çÿллĕшĕнчен пăхатăп та, пысăк тава тивĕç вĕсем. Ăна нимĕнле укçапа та виçсе хаклама çук. Çакна паян шкулта вĕренекенсем асра хăварасса шанатăп, – терĕ хăйĕн пĕрремĕш класс ертÿçине Л. Желтована çĕнĕ компьютер тыттарнă май Н. Еропанов.
Çак парне Лидия Ивановнăшăн та ăнсăрт пулăм мар. Ĕçпе тивĕçнĕ вăл ăна. Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче 1982 çулта физикăпа математика факультетне пĕтернĕ хыççăн Москакасси шкулне килнĕ çамрăк учительница пĕрремĕш кунранпах ачасемпе тачă та туслă çыхăну йĕркеленĕ: вĕсемпе пĕрле вылянă, сăртран çунашкапа ярăннă, хуйхă-савăнăçра юнашар пулнă. Çулсем иртнĕ, анчах ачасен малашлăхĕшĕн тăрăшасси унăн çав шайрах юлнă. Çапла вара хастар учительница хăйĕн пуçарăвĕпе иртнĕ çул вĕçĕнче икĕ уйăхра хăйне çирĕплетсе панă физика кабинетне хăй ертсе пыракан 9 “б” класс ачисемпе тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсем, пĕрле ĕçлекен технологи учителĕ Ю. Иванов пулăшнипе тĕплĕ юсаса хăт кĕртнĕ. Çакăншăн парне пулчĕ те ĕнтĕ ăна хăйĕн малтанхи вĕренекенĕ пулнă Н. Еропановăн шĕвек кристаллă мониторлă компьютерĕ.
– Паян манран телейлĕ вĕрентекен çук та пулĕ. Ман ĕçе шута хуракансене лайăххине-ыррине кăна сунатăп. Хамăн вĕренекенсем пурнăç аталанăвĕнче çакăн çÿллĕшне çитнишĕн савăнатăп, – терĕ тав сăмахĕнче аслă категори учителĕ, виçĕ çул каялла “Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” паллăна тивĕçнĕ Лидия Ивановна Желтова.
“Çăкăр-тăвар хире-хирĕç”, – тенĕ çынна ырă туни каялла вунă хут сумлăрах таврăннине палăртса ватă асаттесемпе асаннесем. Çак кивелмен сăмахсем, акă, каллех çиеле тухрĕç. “Ырăлăх туйăмне çухатман пур çынсемшĕн те çапла пултăрччĕ вăл”, – тесе вĕçлетĕп хамăн сăмахăма пурнăçра ырриех вăй илессе шанса тата пирĕн пурнăçра ырри ытларах пулнине çирĕплетекен тепĕр тĕслĕхпе паллаштарса.
Н. Еропанов Москакассинчи вăтам шкула çĕнĕ компьютер парнеленине халалланă савăнăçлă линейкăна Иван Николаевич Никитин предприниматель те хутшăнчĕ. Вăл шкула тата малашлăхпа ĕçлекен вĕрентекене физика кабинетне малалла аталантарма 5 пин тенкĕ спонсорла пулăшу пачĕ. Çапла çав вăл, мĕн акатăн çавă шăтать, тенĕ пек, ырă ĕç те ырринех çуратать.
Анатолий БЕЛОВ
(«Знамя победы (Çĕнтерÿ ялавĕ)», Моргауши)
        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика