Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.01.29 Чăваш поэзийĕн çăлтăрĕн пултарулăхне хисеплеççĕ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
Чăваш халăх поэчĕ П.Хусанкай çуралнăранпа 100 çул çитнине Питĕркассинчи вăтам шкулта анлă паллă турĕç. Унăн пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе тăван чĕлхе урокĕсене вĕрентекен Л.В.Жукова ертсе пынипе аслă классенче вĕренекенсем “Канăçсăр ман сассăм – самана сассиччĕ” электронлă презентаци йĕркелесе ытти ачасене паллаштарчĕç.
Çавăн пекех шкул библиотекарĕ Г.В. Вазина хатĕрленĕ “Чăваш поэзийĕн чи çутă çăлтăрĕ” кĕнеке куравĕ ачасене кăсăклантарчĕ.
Кĕçĕн тата вăтам классенче вĕренекенсем П.Хусанкайăн сăввисене вĕренсе илемлĕ вулакансен конкурсне хутшăнчĕç. Çакна палăртма кăмăллă: конкурса хутшăнакансем чылаййăн пулчĕç. Жюри членĕсем палăртнă тăрăх, кĕçĕн классенче вĕренекенсем хушшинче çĕнтерÿçĕ ята çак вĕренекенсем тивĕç пулчĕç: 1-мĕш класра ăс пухакан Е.Герасимова, 2-мĕш класра вĕренекен Р.Михопарова, Н.Родионова, 3-мĕш класра пĕлÿ илекен К.Фадеева, В.Жуков. Вăтам классем хушшинчи ăста сăвăçсем: О.Михопарова – 7 класс, И.Федоровпа Е.Артемьева – 6 класс, Н.Мидушкина – 5 класс.
Çак классенче вĕренекен ачасене кашни конкурсах тĕплĕн хатĕрлекен вĕрентекенсене те асăнмасăр хăварма май çук: Л.Ф.Ермолаева (1-мĕш класс ертÿçи), Т.Я. Хохлова – (2 класс), А.А.Куропаткина – (3 класс), Л.В.Жукова. Директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ А.М.Ейков та П.Хусанкайăн “Эпир пулнă, пур, пулатпăр!” сăввине чуна пырса тивмеллех шăрантарчĕ.
Çак шкулта вĕренекенсем П.Хусанкайăн поэзине хисеплени куç кĕретех.
 
Т. ХОХЛОВА
 («Наша жизнь (Пирĕн пурнăç)», Красные Четаи)
        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика