Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Хусанушкăнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май январь уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа 22-мĕшĕччен чăваш литература эрни иртрĕ. Ăна çак предмета вĕрентекен Светлана Вячеславовна Яруткина йĕркелесе ертсе пычĕ.
Чи малтанхи кунах чăваш чĕлхипе литература предмечĕсене вĕрентекен С.В.Яруткина чăваш поэзийĕн çăлтăрĕ, К.В.Иванов тата Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премисен лауреачĕ Петĕр Хусанкай çинчен каласа пачĕ. Вăл чаплă поэтăн кун-çулĕпе, пултарулăхĕпе паллаштарчĕ.
Иккĕмĕш кунĕнче 5-7-мĕш классем хушшинче КВН иртрĕ. Ĕçсем пурте литературăпа çыхăннă: ачасем панă ваттисен сăмахĕсене вĕçлерĕç, сăвă йĕркисен авторне, хайлавăн ятне, жанрне пĕлчĕç, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене тупрĕç, панă сас паллирен пуçланакан çыравçăсен хушамачĕсене шырарĕç, писательсен чăн хушамачĕсене пĕлчĕç. Пĕрремĕш вырăна 7 класс команди (31 балл) тухрĕ, иккĕмĕш – 6 класс (25, 5), виççĕмĕш – 5 класс (4). Вĕренекенсем хушшинче: пĕрремĕш – Алеша Афондеркин (6 класс) – 9, 5 балл, иккĕмĕш – Алена Пакрушова (7 класс) – 7 балл, виççĕмĕш – Ирина Илларионова (7 класс) – 5, 5 балл.
Çавăн пекех “Çеçпĕл” литература хаçачĕ кун çути курчĕ. Унта поэтăн пултарулăхне анлă çутатнă. П.Хусанкай лирик, историк, этнограф, критик, чĕлхеçĕ, публицист, тăлмач пулнине çирĕплетекен тĕслĕхсем йышлă хаçатра. Унăн сăн ÿкерчĕкĕ те вырăн тупнă кунта. Чăваш литературинче ырă ят хăварнă поэта хакласа çырнă йĕркесем те чылай.
П.Хусанкай хайлавĕсенчен тата ун çинчен çырнă кĕнекесенчен шкул библиотекинче курав йĕркеленĕ. В.М.Хундякова библиотекарь поэтăн тĕрлĕ сăввисенчен стенд та ăсталанă.
Пултаруллă поэта халалласа çырнă сочиненисен конкурсĕнче пĕрремĕш вырăна Надя Кокшейкина (9 класс), иккĕмĕш – Алена Петрова (8 класс), виççĕмĕш Ирина Илларионова (7 класс) йышăнчĕç.
“Эсир П.Хусанкая пĕлетĕр-и;” викторинăра: пĕрремĕш – Алена Петрова (8 класс) – 26 балл, иккĕмĕш – Оля Михайлова (9 класс) – 22, виççĕмĕш – Надя Кокшейкинапа (9 класс) Аня Николаева (6 класс) – 21-шер балл.
П.Хусанкая халалласа çырнă сăвăсен конкурсĕнче: пĕрремĕш – Надя Кокшейкина (9 класс), иккĕмĕш – Миша Мельников (7 класс).
Поэтăн сăввисене пăхмасăр калакансен конкурсĕ те çивĕч кĕрешÿре иртрĕ. Ку конкурсра 7-мĕшсем йышлăн хутшăнчĕç, 8-мĕшсене те мухтамалла. Пĕрремĕш – Алена Пакрушова (7 класс), иккĕмĕш – Ирина Илларионовапа (7 класс) Алена Петрова (8 класс), виççĕмĕш – Сергей Ядранский (8 класс) тата Лиза Александрова (5 класс). Вĕсем П.Хусанкайăн “Таня” поэмин сыпăкне, “Сăмах хăвачĕ” тата “Юман” сăвăсене чуна парса тивмелле, ăшă туйăмпа каланине палăртма кăмăллă.
Эрнен 6-мĕш кунĕнче 8-9-мĕш классем чăваш сăмахлăхĕн пÿлĕмне пухăнчĕç. Вĕсем пĕр-пĕрин хушшинче литература вăййисенче вăй виçрĕç. Пĕрремĕш – 8 класс (30 балл), иккĕмĕш – 9 класс (26 балл). Вĕренекенсене те асăнмасăр хăварма çук. Пĕрремĕш – Алена Петрова (8 класс) – 10 балл, иккĕмĕш – Лида Храмова (8 класс), Надя Кокшейкина (9 класс), Оля Михайлова (9 класс) – 8-шар балл, виççĕмĕш – Саша Терентьев (9 класс) – 5 балл.
Январĕн 22-мĕшĕнче – поэт çуралнă кун – литература эрнине шкул линейкинче пĕтĕмлетрĕç, çĕнтерÿçĕсене палăртса грамотăсемпе чысларĕç.
(«Наша жизнь (Пирĕн пурнăç)», Красные Четаи)