Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.01.26 ТĂРĂШУЛЛИСЕНЕ - ТАВ ХУЧĔСЕМ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
Иккĕмĕш чĕрĕк те хыçала юлчĕ. Вĕренÿ çулĕн малтанхи çур çулне пĕтĕмлетсе шкулта конференци иртрĕ. Унта 5-11-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç.

Шкул директорĕн çумĕ Г.Н.Игнатьева ачасен çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕ. Нумайăшне мухтарĕ.

Вĕренÿре çитĕнÿсем тăвасси ача хăйне тытма пĕлнинчен те килет. Кун пирки те сăмах пычĕ конференцире.

5-мĕш класра вĕренекен Ульяна Сорокина хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. “Тантăшпа” çыхăну тытни, Ф.М.Лукин музейĕнче уроксене интереслĕ йĕркелени çинчен каласа пачĕ. 6-мĕшсем те вăхăта усăллă, хаваслă ирттереççĕ иккен. Вĕсем, 17 вĕренекен, 500-е яхăн йывăç-тĕм лартса хăварнă. Маттурсем! Тата кашниех кĕнеке, хаçат-журнал вулама юратать, пур çĕре те ĕлкĕрме тăрăшать.

Шкул библиотекарĕ А.Н.Григорьева “Чи лайăх вулавçă” конкурс пуçланнине пĕлтерчĕ. Вăл уйрăм ачасем тата классем хушшинче иртет.

Конференци ĕçне Ольга Михайловна Степанова директор та хутшăнчĕ. Вĕренекенсене вăхăтпа пĕлсе усă курма, кашни минута хаклама чĕнсе каларĕ.

Шкул чысне çÿле çĕклеме пулăшакансене Хисеп грамотисемпе тав хучĕсем парса чысларĕç.

ЧР, Красноармейски районĕ, Чатукасси шкулĕ.

 («Ровесник (Тантăш)», Чувашия)

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика