Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.01.26 ЧЕЧЕК ЛАРТАР–И?

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
Чечексем кирек мĕнле пÿлĕме те илемлĕ, хăтлă сăн кĕртеççĕ. Килте пĕчĕк пахча тума шутлатăр пулсан çак ĕçе çеçкесем лартиччен пуçлăр.
Фиалкăсене килти чечексенчен чи анлă сарăлнисем теме пулать. Вĕсем çулталăк тăршшĕпех чечекре. Цикламена пăхса çитĕнтерме çăмăл.
Пысăк савăта пĕр-пĕринпе килĕштерекен темиçе тĕрлĕ фикус, плющ т.ыт.те лартма пулать.
Çутă сахал ÿкекен пÿлĕмре папортник лайăх ÿсĕ. Вăрман кактусĕ "декабрист" вара сивĕ те типĕ пÿлĕме кăмăллать. Кун пек çĕрте вăл часах çеçкене ларать. Пĕчĕк те илемлĕ бегони савăтне сĕтел çине лартни вырăнлă.
Чечексене типнĕ çулçисенчен тÿрех тасатса тăрăр. Унсăрăн хурт-кăпшанкă е чир сывă çулçăсене куçĕ. Чечек тунипе çулçисем çĕрни тĕрĕс мар шăварнипе те пулать. Шыва çулçăсем çине мар, çĕр çине сапмалла. Вĕсем лайăх ÿсесси савăтран та килет.
Пĕчĕк чечеке тÿрех пысăк савăта лартма кирлĕ мар. Унсăрăн ытлашши çĕр йÿçĕхĕ. Чечек ÿснĕ май ăна пысăк савăта куçармалла.
(«Ровесник (Тантăш)», Чувашия) 
        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика