Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Пăлапуç Пашьел вăтам шкулĕ вăрман çумĕнчех вырнаçнă. Çуллахи вăхăтра унта юмахри пек илемлĕ. Тавралăх симĕс тум тăхăнать, уçă сывлăш, кăмăла çĕклекен кайăк юрри-кĕвви. Хĕл кунĕсенче те тавралăх хăйне евĕр хăтлă курăнать...
Пĕлÿ çуртне кĕретĕп. Чÿрече умĕнчи ачасем пĕр харăссăн: “Сывлăх сунатпăр”, – терĕç. “Сире кам кирлĕччĕ?“ – кăсăкланчĕ вĕсенчен пĕри вырăсла. “Эсир кунта чăвашла калаçмастăр-им?“ – шалт тĕлĕнтĕм çакна кĕтменскер. “Тархасшăн, апла ан шутлăр. Эпĕ сире вырăс тесе”, – айăплăн пуплерĕ хĕр пĕрчи. “Шкул директорĕ вырăнтах-ши?“ – эпĕ те ăш пиллĕн ыйтрăм унран. “Петр Николаевич-и? Иккĕмĕш хутра ларать вăл. Чимĕр-ха, хам ăсатса ярам”, – кăмăллăн пулăшма пулчĕ вăл.
Пăлапуç Пашьел вăтам шкулне 217 ача, тăватă ялтан ăс пухма çÿрет. Вĕсенчен аллă проценчĕ вĕренÿре “4” тата “5” паллăпа ĕлкĕрсе пырать. Тĕрлĕ олимпиада-ăмăртура çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăваççĕ. Çиччĕмĕш класри Алевтина Лисицына спорта чунтан парăннă. Ирĕклĕ майпа кĕрешессипе хăйсен виçе категорийĕнче пĕрре мар çĕнтерÿçĕ пулнă. Районта та, республикăра та палăрма ĕлкĕрнĕ вăл.
Ирина Мамуткина – “Тантăшăн” хастар юнкорĕ. Чăваш чĕлхипе литературине юратаканскер чуна витермелле сăвă-калав çырать. Унăн ĕçĕсем хаçатра тăтăш кун çути кураççĕ.
Иртнĕ çул Первомайски вăтам шкулне районти пултаруллă çамрăксем наука кунне пухăннă. Унта Пăлапуç Пашьелсем сакăр ĕç тăратнă, пиллĕкĕшне жюри членĕсем чи ăнăçлисем тесе палăртнă.
Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Павел Семенов çулсерен елка ирттерет. Унта та Пăлапуç Пашьелсен чи хастар ачисем юрласа-ташласа киленеççĕ.
– 11-мĕш класс хыççăн хĕр упраçпа яш-кĕрĕм аслă вĕренÿ заведенийĕсене тÿлевсĕр кĕни пире, педагогсене, савăнтарать. Хĕпĕртемелли ку çеç мар-ха. Акă пĕлтĕр математикăпа патшалăх пĕрлĕхлĕ экзаменĕнче пирĕн ачасем чи нумай балл пухакансем пулнă районта, – терĕ шкул директорĕ Петр Николаевич хăпартланса.
Иртнĕ вĕренÿ çулне Марина Шугуровăпа "ылтăн" Ольга Тихонова "кĕмĕл" медальсемпе пĕтернĕ. Оля, мĕн пĕчĕкрен тухтăр пулма ĕмĕтленнĕскер, халĕ Шупашкарти медицина институтĕнче ăс пухать. Марина вара Мускавра вĕренет.
Пултаруллă пикен аппăшĕсем те, Людăпа Наташа, шкула медальсемпе пĕтернĕ. Химипе биологи вĕрентекен Луиза Семеновнăпа ял-хуçалăх вăрманĕнче трактористра тăрăшакан Владислав Иванович Шугуровсем тĕпренчĕкĕсемпе мухтанаççĕ.
ТУСЛĂ ĔÇЛЕÇÇĔ, КАНМА ПĔЛЕÇÇĔ
Шкулăн пĕр гектар ытларах çĕр пур. Хĕл хырăмĕ аслă пулнине шута илсе унта ачасем çăвĕпех тăрăшаççĕ. Пахча çимĕçе çум-курăкран тасатаççĕ, шăвараççĕ.
– Хăш-пĕр пĕлÿ çурчĕсенче ачасем килĕсенчен çĕр улми илсе килеççĕ. Эпир унашкал хушусене сивлетпĕр. Ĕçлемесĕр, тар тăкмасăр, паллах, нимĕн те пулмасть. Акă халĕ пирĕн вĕренекенсем хăй вăхăтĕнче çанă тавăрса тăрăшнăран вĕри апат çиеççĕ. Уйăхсерен 100-шер тенкĕ пухатпăр паллах. Сахăр, çу, кĕрпе тата ытти япала туянатпăр çак укçапа.
Бюджет шучĕпе столовăйра пĕр повар çеç ĕçлемелле. Анчах пĕр çын 217 ачапа вĕрентекенсем валли ăçтан техĕмлĕ апат пĕçерсе ĕлкĕрейтĕр? Халĕ пирĕн 2 поварпа пĕр кухня ĕçченĕ. Вĕсем ÿркенменрен ачасем икерчĕ, кукăль, котлет та çисе савăнаççĕ, – паллаштарчĕ шкул пурнăçĕпе Петр Николаевич.
Пĕлÿ çуртĕнче тĕрлĕ кружок ĕçлет. Çавна май çамрăксем килĕсене час каймаççĕ. Урай çăвакансем тарăхаççĕ тепĕр чух. “Мулкач евĕр йĕрлесе çÿретĕр”, – теççĕ кăмăлсăррăн. Ачасем кÿренмеççĕ. Ара, ушкăнпа ялан хавслă! Пÿлĕмсенче хаçат кăларма, çĕнĕ юрă вĕренме, шашка-шахматла выляма е тата ытти иленÿпе киленме май пур. Çакă çамрăксене вĕренÿре пушшех хавхалантарать.
ЮРАТНĂ КĂЛАРĂМСЕНЕ ĂМĂРТСА ВУЛАТПĂР
– Эпир класпа “Тантăш”, “Самант”, “Тетте” çырăнатпăр. Юратнă кăларăмсене ăмăртмалла вулаççĕ шкул ачисем.
“Тантăшра” темĕн тĕрлĕ хыпар пичетленет. Хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе вулакана паллаштараççĕ юнкорсем. Шутлатăн та, пирĕн те шкулта тем тĕрлĕ ĕç пулса иртет. Мĕншĕн ырă пулăм пирки материал çырмалла мар? 11-мĕш класри Ирина Мамуткина ку енĕпе хастар-ха, анчах вăл кăçал шкул пĕтерет. Ун вырăнне пултаруллисене явăçтармаллах. Ытти хĕр упраçпа яш-кĕрĕмрен эпир мĕнрен кая? – терĕ П.Н.Александров.
Луиза ВАСИЛЬЕВА
(«Ровесник (Тантăш)», Чувашия)