Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.01.25 Право урокĕ йĕркеленĕ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
Январĕн 22-мĕшĕнче “Красноармейски районĕнчи ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп библиотекăн” информаци центрĕ Красноармейскинчи 2-мĕш вăтам шкулти 7-мĕш класра вĕренекенсем валли (класс ертÿçи — Т. Л. Ефимова) “Урамсен тата çул-йĕрĕн саккунĕ” ятпа право урокĕ йĕркеленĕ.
Çамрăк вулавçăсемпе тĕл пулма ГИБДДн районти уйрăмĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан В. Ю. Алексеев килнĕ. Владислав Юрьевич районти çулсем çинчи лару-тăрупа паллаштарнă, çул-йĕрти аварисем пирки каласа панă. ГИБДДн районти уйрăмĕн кăтартăвĕсем тăрăх, çула çитмен çамрăксем хутшăннипе пĕлтĕр 2 инкек пулнă, вĕсенче 3-ĕн аманнă. В. Ю. Алексеев вĕренекенсене çавăнпах çулсем çинче тимлĕ пулма, çул-йĕр правилисене пăхăнма чĕнсе каланă, вĕсен ыйтăвĕсене хуравланă.
Информаци центрĕнче ĕçлекенсем вара “Урамсен тата çул-йĕрĕн саккунĕ” выставкăна тăратнă материалсемпе паллаштарнă, “Çул-йĕр правилисем” электронлă диск кăтартнă.
Н. ГРИГОРЬЕВА
 («Сельская жизнь (Ял пурнăçĕ)», Красноармейское)
        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика