Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.01.24 ÇАМРĂК ĂСТАÇĂ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
Çĕнĕ çул пуçланнă-пуçланман Çĕнĕ Чалкассинчи вулавăшра ачасем валли ырă ĕçсем йĕркелерĕмĕр.
Кунпа çĕр ылмашăнаççĕ. Вăхăт чупать, çулсем сисĕнмесĕр вĕçсе иртеççĕ. Кивĕ çул çĕннипе черетленет. Кашни çул çыннăн асăмĕнче ырă асаилÿсемпе юлтăр тесе республика Президенчĕ Н.Федоров хăйĕн указĕпе çулталăксене тĕрлĕрен палăртать. 2007 çула вăл Ача тата Кĕнеке çулталăкĕ тесе палăртрĕ. Апла пулсан мĕн пур ĕç-пуç ачасен пуласлăхĕшĕн, ырă пуçарусем ачасемшĕн пулччăр тесе тăрăшмалла.
Вăхăчĕ те меллĕ пулчĕ: ял тата хула ачисен хĕллехи каникул кунĕсем тăчĕç. Палăртнă кун библиотекăна ачасем пухăнчĕç. Канаш хулинче вĕренекен Алеша Орлов та каникула асламăшĕ патне яла килнĕ. Ялти библиотекăра унăн ĕçĕсен куравне йĕркеленĕ. Алеша кĕçĕн класра чухне Çĕнĕ Чалкасси шкулĕнче вĕреннĕ. Надежда Анатольевна Филиппова - унăн пĕрремĕш вĕрентекенĕ. Вĕрентекенĕн ырă кăмăлне, вăл ачасене юратнине палăртрĕ Алеша. Пĕрремĕш учителĕ ăна вулама-çырма кăна мар, хитре ÿкерме те вĕрентнĕ. 3-мĕш класранпа арçын ача Канашри 5-мĕш вăтам шкулта вĕренет. Халĕ вăл – 6-мĕш класс вĕренекенĕ. Уроксем хыççăн ачасен пултарулăх çуртне çÿрет. Александр Юрьевич Комаров педагог ертсе пынипе кунта чертеж вулама, модель-макетсем ăсталама хăнăхать. Алеша хăй тунă макетсене, япаласене ачасене кăтартма илсе килнĕ.
Автомашина, танк, самолет, шурă парăслă карап, çĕкленекен кран моделĕсем... Ачасем пĕрре Алеша çине, тепре карап çине тинкерсе пăхаççĕ. Вĕсем çак япаласене ăсталама мĕнле-мĕнле материалсем кирлипе кăсăкланаççĕ. Алеша тантăшĕсен ыйтăвĕсене тĕплĕн хуравларĕ. Куравра ял хуçалăх техникин моделĕ те пулчĕ.
– Самолет темиçе çухрăм вĕçме пултарать-и; - ыйтать 10-мĕш класра вĕренекен Денис Николаев. – Пултарать, - хуравларĕ Алеша. – Батарейкăсем вырăнне бензинпа ĕçлекен пĕчĕк мотор-двигатель кирлĕ, ун пекки ал айĕнче пулмарĕ.
– Халĕ мĕнпе интересленетĕн; - ыйтаççĕ хĕр ачасем ÿкерчĕксемпе паллашнă май. Чăнах та илемлĕ ÿкерет, ăмсанмалăх пур. Курса тĕлĕнмелли вара темĕн чухлех.
– Халĕ эпĕ асаттене чысласа шыв айĕпе çÿрекен карап макечĕ тума пуçланă. Асатте, Николай Григорьевич Орлов, матрос-подводник пулнă. Вăл телевизор, магнитофон, холодильник, çĕвĕ машини, ытти япаласем те юсанă. Атте – электрик-фрезеровщик. Анне те питĕ илемлĕ ÿкерет, - хуравларĕ Алеша.
“Çакăн пек япаласем ăсталама мĕн пулăшать сана, Алеша;” – ыйтмасăр тÿсеймерĕ библиотекарь.
– Пурте. Ырă кăмăллă вĕрентекенрен пуçласа лайăх атте-анне таранах. Анчах та чи кирли – ху тĕллĕн пурне те пĕлме ăнтăлни, сана ăнланакан çын пурри. Манăн асанне, шкулта учитель, директор та пулнăскер, темпе те пулăшать, хавхалантарать, кирлех пулсан чертежа та ăнлантарать. Пуçланă ĕçе вĕçне çитерме тăрăшмалла. Хавхалану çеç пултăр, - терĕ çамрăк ăстаçă ачасене лайăх вĕренме сунса.
Курава çитĕннисем те çитсе курчĕç. Çамрăкскере тав турĕç. Пирĕн ялтан та паллă конструктор тухсан питĕ савăннă пулăттăмăр терĕç. Тантăшĕн ĕçĕсене курса хавхаланнă ачасем фотокружок йĕркелес терĕç, кăçалхи çул валли ĕç планне çирĕплетрĕç. Алешăна тав турĕç, вăл ăсталанă япаласене малашне те курма хавас пулнине пĕлтерчĕç.
О. ТЕРЕНТЬЕВА
 («Канашский край (Канаш ен)», Канаш)
        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика