Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.01.24 Президент Администрацийĕн ертÿçипе тĕл пулнă

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
Иртнĕ эрнере район пуçлăхĕ Н.Глухов ЧР Президент Администрацийĕн ертÿçипе Э.А.Аблякимовпа тĕл пулнă. Ĕçлĕ тĕл пулура чăн малтанах Республика Президенчĕн “Ача çулталăкĕ” çинчен калакан Указне мĕнле пурнăçласси пирки калаçу пынă. Кунта çакна палăртса хăвармалла. Çут тĕнчене килнĕ ачасене сывă та тĕреклĕ ÿстерес, вĕсен çемйисене пулăшас ĕçе тĕллевлĕ туса пырас тĕлĕшпе республика ертÿçи ят панă çулталăк ырă çĕнĕлĕхсенчен пуçланчĕ. Ача пăхнăшăн паракан пособи палăрмаллах ÿсни ача амăшĕшĕн, вĕсен çемйишĕн пысăк савăнăç темелле.
Район пуçлăхĕпе Президент Администрацийĕн ертÿçи хушшинчи ĕçлĕ тĕл пулури калаçăвăн тепĕр пайĕ районти шкул çулне çитмен ачасем валли çĕнĕ, хушма вырăнсем тăвасси, шкулсене реорганизацилесси.
Паянхи куна районта 52 муниципаллă вĕренÿ учрежденийĕ. 2001 çултан пуçласа районти 15 шкул хăйĕн статусне улăштарнă.
Хальхи вăхăтра Шăнкăртам ял тăрăхĕнче демографи лару-тăрăвĕ лайăхлансах пынине кура кунта шкул çулне çитмен, çавăн пекех аслăрах ачасем валли те хушма вĕренÿ учрежденийĕ тăвасси çивĕч тăрать. Тĕл пулура çак ыйтăва та тишкернĕ, сÿтсе явнă, татса памалли майсене тĕпченĕ.
Вĕрентÿ учрежденийĕсем пирки калаçнă чухне район пуçлăхĕ Н.Глухов шкул-интерната хамăр патăртах хăварасси, кивелнĕ çурта тĕпрен юсаса çĕнетесси те çывăх вăхăтра татса памалли ыйтусен шутĕнче пулнине каланă.
А.НИКОЛАЕВА
 («Авангард», Батырево)
        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика