Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.01.19 ЫРĂ ĔÇ ТĂВАКАН – ЫРĂ КУРАКАН

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
Хаваслă та интереслĕ ирттереççĕ вăхăта Шăхаль шкул ачисем. Вăрнар район центрĕнчен чи аякра вырнаçнă ку пĕлÿ çурчĕ. Юнашарах – Тутарстан республики пуçланать. Апла пулин те шкулта кашни ачах хăйне килĕшекен ĕçпе аппаланма, тĕрлĕ кружока çÿреме пултарать. Чылай хĕр ача тĕрĕ тĕрлеме вĕренесшĕн, арçын ачасем йывăçран эрешсем касса кăларма, темĕн те пĕр ăсталама хăнăхаççĕ. Аслăраххисем вара “Çамрăк таврапĕлÿçĕ” кружока ытларах килĕштереççĕ. Вĕсем ку шкултан вĕренсе тухса тĕрлĕ ĕçре палăрнă ентешĕсем пирки нумай материал пухнă. Ятарласа стендсем хатĕрленĕ. Вĕсем шкул кун-çулне те çутатаççĕ.
Галина Алексеевна Трофимова вĕрентекен ертсе пынипе малашне тата тăрăшарах ĕçлесшĕн. Тĕллевĕсем пысăк та çунатлă: вĕсем тăван ял историне туллин тĕпчесшĕн, ятарлă кĕнеке кăларасшăн. Материалĕсене пухма пуçланă та ĕнтĕ. Ырă ĕçе кÿлĕннĕ ача.
Василий ЦЫФАРКИН
 («Ровесник (Тантăш)», Чувашия)
        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика