Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.01.19 ПĔРРЕ УЛТАЛАКАН ТЕПРЕ УЛТАЛАТЕХ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
Автобус чарăнăвĕнче пĕчченех тăракан Алена сивĕ пулнине туйрĕ. Кĕçех чарăнăва илемлĕ каччă çитрĕ. Вăл хĕр ятне пĕлет иккен, яша та таçта курнă пек туйăнчĕ Аленăна. Пике аса илчĕ: вăл кÿршĕсем патне килекен Сережа иккен! Автобусра пĕрле ларса пычĕç вĕсем. Яла çитсен вара каçпа клубра тĕл пулăпăр тесе уйрăлчĕç.
Кунсерен тенĕ пек тĕл пулнăран Алена качча чунтанах савнине сисрĕ. Çичĕ пĕлĕт çинчех вĕçнĕн туйрĕ хăйне. Каччă ялан юрату сăмахĕсем калать, шоколад илсе çитерет. Сережăпа нихăçан уйрăлассăн туйăнмасть ăна. Çакăн пирки шутлама та хăрать Алена.
Пĕррехинче хĕр клуба иртерех çитрĕ пулмалла, савнийĕ килмен-ха. Кăштахран вăл урама уçăлма тухрĕ те Сережа ют хĕре ыталаса тăнине асăрхарĕ. Хĕр вĕсене курмăш пулса иртрĕ, киле чуптарчĕ. Мĕншĕн çапла кÿрентерчĕ ăна савнийĕ – ăнланмарĕ вăл.
Ирхине Алена телефон шăнкăртатнипе вăранчĕ. Ку Сережа иккенне тÿрех ăнланчĕ хĕр. Вăл каллех ăшă сăмахсем каларĕ, каçарма ыйтать. Анчах хăвна улталанă çынна мĕнле каçарăн( Пĕрре çакăн пек утăм тусан ултава тепре те кĕтсе илме пулать унран. Çавăнпа каçармарĕ. Тепĕр куннех хулана тухса кайрĕ Алена. Сережа хăй тĕрĕс мар тунине ăнланчĕ, анчах хĕре тепре тĕл пулсан мĕн каламаллине те пĕлмест.
Елена УСЬКИНА
 («Ровесник (Тантăш)», Чувашия)
        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика