Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.01.19 Лауреатсем хушшинче – пирĕн юнкор

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
Çак сумлă премие тивĕçнĕ 68 çамрăкран 12-шне 60-шар пин, 56-шне – 30-шар пин парассине пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Вĕсем – Пĕтĕм Раççейри конкурссенче, олимпиадăсенче, ăмăртусенче çĕнтернĕ шкул ачисем "50 процент", студентсем "38 процент", ыттисем ĕçлекен çамрăксем "вĕрентÿ, культура, право сыхлавĕн тытăмĕсенче, ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем".
Президент премийĕн лауреачĕсем хушшинче “Тантăш” юнкорĕ пулнă, Çĕрпÿ районĕнчи Руслан Орешкин та, Янтушра вĕреннĕ чухнех тăрăшулăхĕпе палăрнă яш Опытнăй шкулне çÿреме тытăнсан çитĕнĕвĕсемпе тĕлĕнтерсех тăчĕ. Тĕрлĕ конкурсра, ăмăртура çĕнтерчĕ. База шкулĕн ырлăхĕсене "унта ăс-тăна аталантарма майсем чылай ытларах-çке" тÿрех туйса илнĕскер пултарулăхне ÿстерсех пычĕ. Республикăри чăваш чĕлхипе литература олимпиадинче çĕнтерчĕ, 11-мĕш класа ылтăн медальпе вĕçлесе университета та çăмăллăнах кĕчĕ. Ырă çимĕç ÿстерме вăрлăхĕ паха пулни çителĕксĕр. Çĕрĕ те пуянни, тутлăхли кирлине, ăна кăпкалатсах, апатлантарсах тăмаллине кашни хресчен пĕлет. Вĕренÿре те çаплах. Руслан Орешкин тĕслĕхĕ те çакна тепĕр хут çирĕплетет. Президент премийĕпе вара пулас журналист цифра фотоаппарачĕ, диктофон тата юратнă кукамăшĕ валли чаплă парне туянасшăн.
 
"“Çĕнĕ шкул"”
программа – çĕнĕлле ĕçлеме
Пултаруллă çамрăксене çĕнĕ çул умĕн Шупашкарти ЧПУĕн акт залне пухрĕç, савăнăçлă лару-тăрура Дипломсем парса чысларĕç. Çак кунах Чăваш Ен Президенчĕн Н.Федоровăн “Вĕрентÿ – экономикăпа социаллă ыйтусене татса памалли никĕс” кĕнеке презентацине ирттерни те ăнсăртран мар. Мĕншĕн тесен кĕнекере шăпах вĕрентÿ тытăмĕнче юлашки 10 çул хушшинче пулса иртнĕ улшăнусене тишкерсе пĕтĕмлетнĕ.
1996 çулта республикăра Президентăн “Çĕнĕ шкул” программине йышăннине педагогсем ас тăваççĕ ĕнтĕ. Унччен нимĕнле наци проекчĕ пирки те илтменскерсене вĕрентÿ тытăмĕ мĕнле çул-йĕрпе аталанмаллине палăртакан программа тĕллевĕсем хăратсах ÿкернĕччĕ. Вĕрентÿ пахалăхне ÿстерес тĕлĕшпе пурнăçламалли ĕçсен шучĕ те çук пекчĕ. Çĕнĕ пĕлÿ çурчĕсем çĕклесси, шкулсене компьютерсемпе тивĕçтересси, вĕренекенсен пĕлĕвне çĕнĕлле, патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзамен кăтартăвĕсемпе хакласси, база шкулĕсем уçса ачасене ятарлă автобуссемпе турттарасси... Мĕн каламалли, Президент программин тĕллевĕсем ытла та анлă, вышкайсăр пысăк туйăнатчĕç...
Паян Чăваш Ен опычĕпе ыттисем вĕренсе пыраççĕ. Çĕнĕлĕхсемпе паллашма республикăна Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен делегацисем килсех тăраççĕ. Çĕрпÿ районĕнчи Опытнăй шкулĕнче кăна çĕр-шывăн 20 тăрăхĕнчен çитсе курнă! Николай Васильевич Федоров Президентăн çĕнĕ кĕнеки те вĕсемшĕн хăйне евĕр вĕрентÿ пособийĕ вырăнĕнчех.
Автор алă пуснă кĕнекен пĕрремĕш экземплярне Галина Чернова министр чăваш чĕлхине аталантарассишĕн ырми-канми тăрăшакан Иван Андреевич Андреева, филологи ăслăлăхĕсен докторне пачĕ. Хаклă парнене Вĕрентÿ институчĕн тата Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕсем Владимир Даниловпа Лев Кураков та тивĕçрĕç.
Кĕнеке презентацийĕ – Президентăн “Çĕнĕ шкул” программине йышăннăранпа 10 çул çитнине халалланă мероприятисен пуçламăшĕ çеç-ха. Кăрлач, нарăс уйăхĕсенче вĕсем кашни районтах иртмелле.
Алина ГЕРАСИМОВА
        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика