Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.01.19 Ÿкерчĕксен конкурсне пĕтĕмлетнĕ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
Ача-пăча садне çÿрекенсен “Раштав фантазийĕсем” ÿкер-чĕксен конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Ăна пĕчĕк чухнех ачан ăс-хакăлне аталантарас, талантне уçса парас, ырăлăха, юратăва, тĕрĕслĕхе, туслăха, илемлĕхе туйма вĕрентес тĕллевпе йĕркеленĕ.
Шкул çулĕнчи 14 ача сачĕ 65 ÿкерчĕк тăратнă. Уйрăмах “Ромашка”, “Ылтăн пулă”, “Березка” ача сачĕсем конкурса активлă хутшăннă.
Чи лайăх ĕçсене Елчĕкри искусство шкулĕнчи концерт залне выставкăна тăратнă. Кăрлач уйăхĕн 22-мĕшĕччен паллашма пултараççĕ пĕчĕккисен ĕçĕпе куракансем.
Ÿкерчĕксен конкурсĕнче пĕрремĕш вырăна Светлана Сергеева (Шăмалакри “Ромашка” ача сачĕ) тухнă, иккĕмĕш вырăнта – Татьяна Курчина (Курнавăшри “Ылтăн пулă”), Татьяна Ивановăпа Марина Иванова (Елчĕкри «Чебурашка”, Лаш Таяпари “Улыбка”) виççĕмĕш-тăваттăмĕш призерсем.
Ачасемпе ашшĕ-амăшне Елчĕкри Александр Невский чиркĕвĕн протоиерейĕ Александр, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн методисчĕ И.Тетерина саламланă, призерсене дипломсем, 41 участника тав çырăвĕсем, конкурса хутшăннă ытти ачасене сертификатсем панă.
        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика