Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
АШШĔ-АМĂШĔ тата ачи, шкул тата ача, шкул тата çемье - пуласлăхшăн çак çыхăну мĕнле шайра пулни чăннипех пĕлтерĕшлĕ. Шкулта пĕр тĕрлĕ воспитани илекен, килте урăхларах хутшăнусене курса ÿсекен ача, паллах, пурнăçа тĕрĕс хаклама вĕренеймест, ултава хăнăхать, тыткаларăшĕ пăсăлать. Çавăнпа юлашки çулсенче ахальтен мар ĕнтĕ шкул пурнăçне ашшĕ-амăшне, общественноçа ытларах хутшăнтарас тĕлĕшпе питĕ тимлĕ ĕçлеме пуçларĕç.
Тĕрĕссипе, темиçе çул каялла учительсем вĕренекен патне килне каясси хăнăхнă йăлаччĕ. Паллах, тĕпрен илсен, япăх вĕренекен, хăйне йĕркесĕр тытакан, шкула пыма пăрахнă ачасен ашшĕ-амăшĕпе курса калаçас, лару-тăрăва лайăхлатас ыйтупа çÿренĕ. Чылай чухне çак тĕл пулусен витĕмĕ пулнах. Анчах каярахпа çемьесемпе уйрăммăн ĕçлесси темшĕн сĕвĕрĕлчĕ. Тен, çавăнпах “урам ачисен” шучĕ те ÿсрĕ. Çакна шута илсе юлашки вăхăтра патшалăх шайĕнче татăклă улшăнусем палăртрĕç. “Вĕрентÿ” наци проектĕнче те воспитани ĕçне чи кирлĕ тĕллевсен йышне кĕртнĕ. Чăваш Республикин Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерстви ку ыйтупа маларахах та ĕçлеме пуçланăччĕ-ха. Халĕ вара республикăра вĕрентĕве 2006-2010 çулсенче аталантармалли тĕллевлĕ программăн “Чăваш Республикинче ачасемпе çамрăксене воспитани парас тытăма çĕнетсе улăштарасси” çум программине йышăннă. Унпа килĕшÿллĕн пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисенче воспитани ĕçне лайăхлатмалли комплекслă мерăсене пурнăçа кĕртеççĕ.
Николай Федоров Президент республикăри педагогсен пĕлтĕрхи канашлăвĕнче çапла палăртрĕ: “Наци проекчĕпе килĕшÿллĕн класс ертÿçисене хушса тÿлеме пуçлани патшалăха шкулăн пĕлтерĕшлĕ ĕçĕ-воспитани - питĕ кирлине çирĕплетет. Хушса тÿлени - парне мар, класс ертÿçине ашшĕ-амăшĕпе пĕрле ачара чăн-чăн ăс-хакăл пуянлăхĕсем патне туртăнас туйăма аталантарма хавхалантарни. Тепĕр майлă, проект тĕллевĕ - шкул çамрăксене паракан воспитани витĕмĕн шайне ÿстересси. Çавна май класс ертÿçин шкулти педагогика коллективĕ туса ирттерекен воспитани ĕçĕн тĕп “шăнăрĕ”, йĕркелÿçи пулмалла. Çак “шăнăра” тĕпе хурса ĕнтĕ ачасемпе ĕçлемелли çĕнĕ тытăма йĕркелесе пымалла. Çав вăхăтрах класс ертÿçин институчĕ вĕрентÿ ĕçне хутшăнакан ытти çын та воспитанишĕн яваплă пулнине пăрахăçламаннине те манмалла мар”. Çапла, шкултан, педагогика коллективĕн пултарулăхĕнчен нумай килет. Унпа пĕрлех Президент класс ертÿçин ашшĕ-амăшĕпе пĕрле ĕçлемеллине те палăртать.
Чăн та, ашшĕ-амăшĕ шкула, учительсем ашшĕ-амăшне хисепленинчен, пĕр чĕлхе тупма пултарнинчен лайăххи мĕн пултăр-ха? Тĕллевĕ те пĕрре-çке-ха вĕсен - паха пĕлÿллĕ, лайăх ăс-хакăллă çын ÿстересси. Анчах ашшĕ-амăшĕ те тĕрлĕрен: пĕрисем хăйсен тивĕçне туллин пурнăçлама тăрăшаççĕ, шкулпа тачă çыхăну тытаççĕ, теприсемшĕн вара... ялан учительсем айăплă. Пĕр çуртра пурăнакан çамрăк хĕрарăмăн аслă ачи иккĕмĕш класа çÿрет, кĕçĕнни - садике. Кашни тĕл пулмассерен ачисем пирки сăмах пуçарать. Амăшĕ вĕсене çав тери юратни сисĕнет-ха. Анчах вĕсен пуласлăхĕ пирки шухăшлама пĕлсех каймасть пулас çав. Ачи умĕнчех учительницине хурлать: сăлтавсăрах вăрçать иккен ăна, ыттисенчен çирĕпрех ыйтать, уйăрать, вĕрентме пĕлмест... Ачи умĕнче кун пек калаçма юраманнине, шкула каймаллине, ыйтăва учительницăпа куçа-куçăн тĕл пулса татса парсан лайăхраххине темиçе те асăрхаттартăм. Çук, ăнланмарĕ пулас. Çапла йĕркеллĕ çемьери ачасемех тÿнтерле воспитани илеççĕ.
Йăнăш утăмсем тăвасран ашшĕ-амăшĕн çав тери сыхланмалла. Ача вăл негативлă хыпара питĕ хăвăрт хăлхана чикет. Ăна аталанма, тавра курăмне анлăлатма та кашни вак-тĕвеке шута илмелле. Тепĕр тĕслĕх илсе кăтартам-ха. Ку çемьере ашшĕ те, амăшĕ те аслă пĕлÿллĕ. Ачисем кĕçĕн классенче вĕренеççĕ. Иккĕшĕ те çывăхри библиотекăна çырăнасшăн. Малтанласа çитĕннисемпе пĕрле каймалла та лешĕсем вăхăт “тупаймаççĕ” иккен. “Библиотекăна мĕн тума çÿремелле? Килте те кĕнекесем /темиçе юмах кĕнеки/, компьютер пур - вĕренмелĕх çитет”, - тет ашшĕ. Çапла ачисене кĕнекерен сивĕтеççĕ, ытларах вулас, пĕлес туртăмне пĕтереççĕ. Компьютерпа ĕçлеме пĕлни лайăх-ха, анчах хальлĕхе ачисем унпа вăйăсем кăна выляççĕ-çке. Ку çемьере те воспитани ĕçне тĕрĕс туса пыраççĕ теме çук. Йывăр çемьесенче вара лару-тăру чылай кăткăсрах.
Юлашкинчен çакна кăна каласшăн, ашшĕ-амăшĕн шкула пĕр-пĕр кăлтăк-сăлтав сиксе тухсан кăна мар, тăтăшрах кайма тăрăшмалла. Ку вăл йăлтах сирĕн ачасемшĕн. Учительсен вара, хăйсем ачасемпе ĕçлеме ятарласа вĕреннĕ педагогсем-воспитательсем пулнине ялан асра тытса ашшĕ-амăшне ырă канашсемпе пулăшса тăмалла.
Алина ЛУКИЯНОВА,
социаллă пурнăç пайĕн редакторĕ