Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.01.18 Урай сăрларăмăр

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
Çуллахи куна, ĕç чылай пулин те, питĕ кăмăллатпăр эпир.
Пĕр кунхине йăмăкпа урай çума пикентĕмĕр. Атте урай сăрлатпăр тесе ĕнерех асăрхаттарчĕ.
Кăнтăрла иртсен пурте ĕçе пуçăнтăмăр. Кĕçех пÿрт пушшех те çуталса кайрĕ: “Халĕ пÿлĕмсене кĕме юрамасть”, – терĕ атте алăка хупнă май. Эпир унпа килĕшсе пуçсене сĕлтрĕмĕр.
Икĕ кун иртсен атте-анне тата эпĕ пахчана тухрăмăр. Йăмăк картишрех юлчĕ. “Ывăннă-ха эпĕ”, – пуплерĕ сÿрĕккĕн.
Чылайччен кăштăртатрăмăр кунта. Апатланма вăхăт çитсен картише кĕтĕмĕр. Йăмăк çук! Ăçта вăл!
Пÿртри алăк уçă тăнине курсан унталла ыткăнтăм. Йăмăк сăрлă урайпа киленет. Çыпçăнать чăлхи, анчах пÿртрен тухма шутламасть. Аттепе хырăм тытса кулатпăр. Йăмăк ним ăнланмасăр юнашар пырса тăчĕ. “Каллех сăрă туянмалла”, – терĕ атте пирĕн çине пăхса.
Шăпăрлан хăй йăнăшне тин ăнланчĕ. Айăплăн ун-кун пăхкаларĕ те пуçне чикрĕ.
Наташа КАНТЕЕВА.
ЧР, Йĕпреç районĕ, Çăкалăх.
 («Ровесник (Тантăш)», Чувашия)
        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика