Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.01.18 Название

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
Ыран “Тантăш” хаçат "малтан “Пионер сасси” ятпа тухнă" 76 çул тултарать. Çулне кура мар ялан çамрăк юлма, 6-7-ри ачаран пуçласа 16-17-ри яш-кĕрĕмпе хĕр упраçшăн та, 70 урлă пусакан ватăшăн та çывăх тантăш пулма мĕн пулăшать-ха ăна( Кашнин шухăш-ĕмĕтне ăнланма, савăнăçне, хуйхи-суйхине пĕрле пайлама тăрăшни, яланах ыррине вĕрентни, çамрăк вулаканăмăрсемпе тачă çыхăнса ĕçлени пулĕ. Редакци почтине республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен, ун тулашĕнчен куллен çĕр-çĕр çыру килет.
Хамăрăн чи çывăх та хастар тусăмăрсемпе, хаçата интереслĕ те пуян содержаниллĕ кăларма пулăшакансемпе куçа-куçăн тĕл пулса калаçни, пĕрле савăнни пĕр-пĕрне тата лайăхрах ăнланма пулăшать. Ахальтен-им кăрлачăн 8-мĕшĕнче “Тантăш” хăйĕн чи хастар юнкорĕсене каллех республика патшалăх Пукане театрне, хаçат слетне пухрĕ.
Йĕпреç районĕнчи Çăкалăхра пурăнакан Александр Ивановичпа Юлия Васильевна Кошелевсен виçĕ хĕр: Ксюша, Катя, Маша. Пурте пултаруллă. Аслисем шкулта “5” паллăпа çеç ĕлкĕрсе пыраççĕ, кĕçĕнни вара аслашшĕпе асламăшĕ патĕнче кун кунлать. Килте пĕччен кичем вĕт.
Катя суйма пĕлмест. Час кÿренет. Аслисем мĕн те пулин асăрхаттарсан куçĕ куççульпе тулать. Анчах макăрмасть.
Хĕр ача вулама юратать. Тем хулăнăш кĕнекене пĕр кунта “шĕкĕлчеме” пултарать. “Ялан калав пирки ан шутла, куçу пăсăлать акă”, – тет амăшĕ ÿпкевлĕн. Хĕрĕ çакăн хыççăн пĕр-икĕ кун алла кĕнеке тытмасть-ха, кайран каллех тĕрлĕ сăнарпа паллашма ăнтăлать.
Ксюша вара ÿкерет те, çырать те. Шкултан таврăнсан урокĕсене пурнăçлать, унтан хаçат валли ĕçсем хатĕрлет. Кăмăлĕ аван чух сехечĕ-сехечĕпе ларать сĕтел хушшинче. Çур çĕр иртни пĕрреччен тăрмашни те пулнă. Турă пани пурах çав унăн, ластикпе хуратмасăр çут çанталăка, кайăк-кĕшĕке тата ытти япалана хут çине куçарать. Маша та ăна кура ÿкерет. ”Аппа, мĕншĕн ман ĕçсене хаçата ярса памастăн(“ – тет ялан. “Ак ÿссен ÿкерчĕкÿсем юратнă кăларăмра кун çути курĕç”, – ăнлантарать Ксюша тăваттăри йăмăкне.
Пĕлтĕр пушшех хавхаланса ĕçлерĕ Ксюша. “Тантăшăн” чи пултаруллă юнкорĕ Пĕтĕм Раççейри “Орленок” лагерьте тÿлевсĕр канать-çке.
Пĕррехинче ашшĕ ăна: “Хĕрĕм, ахалех тăрмашатăн. Путевка сана лекместех. Хăвах ăнланма тивĕç: пирĕн хаçатра ĕçлекен тăван çук”, – тенĕ.
Хĕр пĕрчин кăмăлĕ хуçăлнă. Кирек ăçта кайсан та ашшĕ сăмахĕ асран тухман. Эрне иртсен чăтайман – каллех сĕтел хушшине вырнаçнă Ксюша. “Тепĕр тесен, хаçатпа çыхăну тытни те мĕне тăрать!” – шутланă вăл алла ручка тытсан.
Ĕмĕтленни, шанни харама каймарĕ. Ксюша "Орленока" кайма путевка çĕнсе илчĕ!
“Çиччĕмĕш классемпе урок ирттеретĕп. Алăкран шаккаççĕ. Тухрăм та урай çăвакан самантрах “Тантăш” тыттарчĕ. “Савăн, хĕрÿ хаçатăн чи пултаруллă юнкорĕ”, – тесен çухалса кайрăм. Унти йĕркесене вуласан хĕпĕртерĕм. Капла пулса тухасса шутламан эпир”, – савăнăçлăн пуплерĕ Ксюша амăшĕ.
Ырă хыпар аслашшĕпе асламăшне те савăнтарнă. “Мăнукăм çĕнтерÿçĕ пуласса эпир пĕрре те иккĕленмен. Ара, пĕчĕк чухнех урайне тăсăлса выртатчĕ те пуç çĕклемесĕр ÿкеретчĕ. Ахальтен мар çуралнă кунĕнче тĕрлĕ сăрă, альбом парнелетпĕр. Çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ пултăр терĕмĕр”, – тенĕ вĕсем те хĕпĕртесе.
Катя йăмăкĕ те виçесĕр савăннă. “Путевка çĕнсе илтĕн те малашне ÿкерме пăрахатăн пулĕ(“ – тенĕ аппăшне йĕкĕлтенĕ пек туса. “Мĕн калаçатăн( Эсĕ кĕнекесĕр пурăнаймастăн пулсан, манăн вара алла ручка е сăрă тавраш тытмаллах. Унсăрăн чунра пушă”, – хуравланă Ксюша.
Шупашкара слета кайма хатĕрленнĕ Кошелевсем. Пĕчĕк Маша: “Ăçта пуçтарăнатăр( Эпĕ те пыратăп“, – тенĕ вĕсем çине пăхса. “Мускава. Сана та илĕттĕмĕр, анчах çулĕ инçе. Ывăнатăн”, – ăнлантарнă хайхискере. Аппăшĕсем ăна çуна çине лартса аслашшĕпе асламăшĕ патне леçсе хăварнă.
– Кăмăлу мĕнле( – пуплетĕп Ксюшăпа уяв пуçланиччен.
– Пăлханатăп. Паян кунччен хам çĕнтерÿçĕ пулнине ĕненместĕп.
– Эсир уява килнине пĕлсен Маша кÿренмĕ-и(
– Унăн çилли тусан пек самантрах иртет. Пĕр ывăç конфет парсан пушшех хĕпĕртĕ.
Ÿссен Ксюша художник пуласшăн. Врач профессине те кăмăллать. Сурансене çыхма пултарать, юнран та хăрамасть.
ПуриншĔн те ялан эс тантăшĔ
кашнин чунне кŸретĔн шанăÇ
Шăкăл-шăкăл калаçса,
юрласа та ташласа
Çамрăк корреспондентсемпе литературăра пуçламăш утăмсем тăвакан сăвăçсемпе проза ăстисем, çамрăк фотографсем, пуç ватмăш ăстисем, художниксем "çĕр ытла ача" инçе çула кĕскетсе ир-ирех Шупашкара çитрĕç. Мăнукĕсемпе асламăшĕсем те килни уйрăмах савăнтарчĕ. Ачасем пĕр-пĕринпе паллашса, пĕрле савăнса уяв илемне кĕртрĕç. Çĕнĕ çул асамлăхĕ, юмах тĕнчин тĕлĕнтермĕшĕсем, Хĕл мучин парнисем кашнине савăк кăмăл парнелерĕç.
Пукане театрĕн артисчĕсем кăтартнă “Морозко” юмахри сăнарсемпе савăнтăмăр та кулянтăмăр, Юр пикепе, Хĕл мучипе юрларăмăр та ташларăмăр. “Тантăш” слетне килнĕ кашни ача Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Васильевич Федоров çулсерен ирттерекен елкăн пылак парнисене те тивĕç пулчĕ. Мĕншĕн тесен хаçат юнкорĕсен пултарулăхĕпе хастарлăхĕ, вĕсем вĕренÿре те, ытти ĕçре те малта пыни пуриншĕн те паллă.
Пĕри – “"Орленока”", иккĕшĕ – Мускава
“Тантăш” хаçатăн 2006 çулхи чи хастар юнкорĕ “Орленок” кану лагерьне кайма тивĕçĕ. Çапла шантарнăччĕ ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерстви хаçат 75 çул тултарнине халалланă слетра. Уяв хыççăн редакци почти куллен пуянланса пынине, ачасем пĕр-пĕринпе ăмăртмалла çырма пуçланине палăртма кăмăллă. Кашниех “Тантăш” хаçатăн çулталăкри чи хастар юнкорĕ” конкурсра çĕнтерессишĕн тăрăшрĕ. Сумлă та пысăк парнене вара вĕсенчен чи пултарулли, маттурри – редакцие кашни эрнерех вун-вун ÿкерчĕк, пуç ватмăш, заметка ярса тăракан Ксения Кошелева "Йĕпреç районĕ, Çăкалăх" – тивĕçрĕ.
ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Светлана Владимировна Петрова ачасене, çĕнтерÿçе саламланă май пурне те Ксюшăран тĕслĕх илме, тата маттуртарах пулма сĕнчĕ.
– 2007 çулхи чи хастар юнкора та “Орленока” кайма тÿлевсĕр путевка уйăрса парăпăр, – шантарчĕ Светлана Владимировна. – Тата икĕ хастар автор Мускавра иртекен В.Путин Президент елкине кайма тивĕç пулĕ.
Кăçалхи конкурс старт илчĕ те ĕнтĕ. Эппин, тата ытларах хавхаланса, çанă тавăрса ĕçлеме, тарăнрах шухăшлă хайлавсем, çивĕчрех заметкăсем çырма, кăткăсрах пуç ватмăшсем, илемлĕрех ÿкерчĕксем хатĕрлеме пуçăнар. Кам пĕлет – Мускаври чи чаплă елкăра савăнма е “Орленокра” канма, тен, шăпах эсĕ тивĕçĕн(
“Тантăшпа” туслисем парнесĕр юлмаççех. Пултарулăх ăмăртăвĕн “Çивĕч калем”, Илем”, “Сăнар, туйăм, шухăш”, “Проза ăсти”, “Юпа тăрринчи юмах”, “Вичкĕн куç”, “Пуç ватмăш ăсти” номинацисенче малти вырăнсене тухнисене те уявра дипломсемпе тав хучĕсем, парнесем парса чысларăмăр. “Тантăшпа” уйрăмах тачă çыхăну тытакан шкулсене те палăртмасăр хăвармарăмăр. “Тантăш” тусĕсене Чăваш Республикин Культура, национальноç ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕсен министрĕн çумĕ Михаил Николаевич Краснов та ăш-пиллĕн саламларĕ. Чăваш чунлĕ ÿсме, тăван чĕлхене тата вăйлăрах аталантарассишĕн тăрăшма чĕнчĕ.
– Хусанта – тутар чĕлхи, Германире – нимĕç чĕлхи янăрать. Чăваш Енре, Шупашкарта, мĕншĕн-ха чăвашла калаçма вăтанмалла( – тĕлĕннине пытармарĕ министр çумĕ.
Пулас журналистсемпе сăвăçсем, проза ăстисем “Тантăшпа” тачă çыхăнса ĕçлекен Геннадий Эсекел "Никифоров", Лидия Сарине çыравçăсемпе тĕл пулнине те ĕмĕрлĕхех асра тытĕç. Вĕсен тĕслĕхĕпе хавхаланса пултарулăхне тата ытларах аталантарма ăнтăлĕç.
Пылак парнесемпе, савăк кăмăлпа саланчĕç ачасем килĕсене. Юнкорсен слечĕпе пуçланнă Ача çулталăкĕнче çамрăк вулаканăмăрсене тăтăшах çапла савăнтарасчĕ.
Алина ГЕАСИМОВА.
Сергей ЖУРВЛЕВ
сăн ÿкерчĕкĕсем.
        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика