Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.01.18 Пăхмасан вут та сÿнет

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
Аслă шкулта пĕрле вĕреннĕ Григорий Скворцовпа тата вăл нумай çул чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ Хапăс шкулĕнчи ачасемпе тĕл пулу ирттерес шутпа Вăрнар тăрăхне çул тытрăм. Акă чăваш халăхне Çавал сарăлсан мĕнле пурăнмаллине вĕрентнĕ, хура кăрăç нумай çитернĕ, халăхсем хушшинчи туслăха çирĕплетмеллине тăтăш аса илтерсе тăнă Анатолий Емельянов çуралса ÿснĕ Мăньял Хапăс. Икĕ хутлă капмар çурт аякранах курăнать. Ял клубĕ иккен вăл. «Мĕнле ялкăшать-ха культура вучахĕ;» _ тесе лавкка урамĕпе унталла утрăм. Кăмăл хуçăлчĕ: стена çинчи штукатурка унта та кунта хăйпăннă, кирпĕч йăшса- тĕпренсе тăрать. Çурт кĕтесĕсем те катăлнă, илемсĕр курăнаççĕ.
Клуб урайне шăлакан-тасатакан арçынпа хĕрарăм кĕтсе илчĕç. «Стенасем çинче курăнакан агитаци пачах çук тесен те юрать.» Сывлăх сунса мĕнле пурăннипе интересленнине хуравласа çапларах сăмах вакларĕç вĕсем:
_ Мĕн мĕнле; Хĕл кунĕ çитнĕ. Çурта тивĕçлĕ ăшăтма тытăнман. Газпа усă курасси иккĕлентерет: кăмаки те çук. Тата иккĕмĕш хута çеç ăшăтма шантараççĕ. Пире авă шăпăр та, урай çума ятарлă татăк та памаççĕ. Килте çĕтĕк-çатăк, кивĕ япала тăрса юлмарĕ. Ĕçшĕн те тивĕçлĕ тÿлемеççĕ, укçине вăхăтра памаççĕ.
Ялта хыпар, те автан сассипе, те йытă чупнипе, хăвăрт сарăлать. Аякран килнĕ çын клуб пурнăçĕпе кăсăкланнине пĕлсен клуб директорĕ З.Г.Митрофанова тата Р.Г.Кожанова библиотекарь килсе çитрĕç. Вĕсемпе пĕрле тăватă-пилĕк çын, ача та сахал мар.
Роза Кожанова хăйĕн ĕçне юратни куçкĕрет, ăна пĕлсе те ăнланса пурнăçлать. Библиотекăра тирпейлĕ те хăтлă. Тĕрлĕ стенд, курав йĕркеленĕ. Вырăнти музей валли сахал мар япала пуçтарнă. Çĕнĕ кĕнекесемпе те паллаштарсах тăраççĕ кунта çÿрекенсене. Анчах ялта пурăнакансенчен «660 яхăн çын» пĕрре виççĕмĕш пайĕ кăна вулама тăрăшать. Вĕсенчен ытларахăшĕ _ шкула çÿрекенсем. Библиотека чăваш хаçат-журналне çырăнса илеймест. Библиотекаре тÿлеме укçа çук тесе ăна икĕ уйăхлăх административлă канăва янă.
Культура çуртне юсассине, ăна ăшăтмалла тăвассине Вăрманкас ял тăрăхăн пуçлăхĕ Владимир Германович Павлова «вунă çул ытла çак ĕçре» субботник ирттерсе пурнăçлама сĕннĕ. Юсав материалĕсем туянса-тупса парассине, кунта ĕçлекенсем маларах урай, кантăк рамисене сăрлама туяннă сăрăсен укçа тăкакĕсене саплаштарма шантармасть. Çавăнпах ĕнтĕ клуб директорĕсем «Китай» перчетки пек улшăнаççĕ. 2002 çултанпа кунта ултă çын тăрăшнă, пĕлтĕр виçĕ çын.
Зоя Митрофанова йывăр лава нумай пулмасть «кÿлĕннĕ»: ял тăрăхĕн пуçлăхĕ ăна пур енлĕ пулăшма шантарнă, анчах...
_ Пĕр уйăхри шалу «икĕ пин тенкĕ» укçинчен, ăна та вăхăтра илсе курман, ăçтан-ха юсав ĕçĕ валли тĕрлĕ материал туянма уйăрайăн-ха; _ тет вăл. _ Тата манăн виçĕ ача.
Клуба çÿрекенсен шучĕ сахал маррине пĕлтерчĕ вăл. Çакă Хапăсри клуба йăшнине пула хупнипе те çыхăннă. Клубра ăшă пулсан кино кăтартма та, уявсем тĕлне концерт хатĕрлеме те пулать. Анчах кунта çамрăксемпе ĕçлеме, тĕрлĕ мероприяти ирттерме илемлĕх ертÿçи çук.
_ Астăватăр-и; _ терĕ йышра тăракансенчен пĕри. _ Иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче пирĕн яла Шупашкартан юрăçсем килетчĕç, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи театрĕн артисчĕсем миçе спектакль кăтартмарĕç пуль тата; Тĕссĕрленнĕ тата сивĕ клубра паян камăн юрлас-ташлас килтĕр;
Зоя Геннадьевна иртнĕ çулсенче кĕске вăхăт директорта тăрăшнă Г.М.Скворцовăна тав туса ырларĕ.
_ Юрать Галина Михайловна кĕске вăхăт ĕçлесех « вăл каярах хăйне район администрацийĕн пуçлăхĕ А.И.Кузьмин тата культура пайĕн ертÿçи С.Н.Журавлева пысăк пулăшу панине асăнчĕ, шалу йĕркеллĕ тÿленĕ пулсан малалла та ĕçлеме хирĕç пулманнине пĕлтерчĕ» клуб тăррине витсе хăварчĕ. Унсăрăн çурт паян та шыв-юр юхтарса ларатчĕ тата ытларах йăшатчĕ.
Шел те, вăл та çак ĕçе пăрахас пирки каларĕ.
_ ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕ умĕн клуба юсама 50 пин тенкĕ укçа панă тесе çÿрерĕ-çке-ха Владимир Павлов, _ сăмах хушрĕ йышра тăракансенчен пĕри. _ Укçа кам кĕсйине кĕчĕ-ши вара; Вăрманкассенни ««хуçа» çав ялтан» пек çуталса ларĕ пирĕн клуб та тенĕччĕ. Çук иккен.
_ Мĕн тĕлĕнмелли пур, _ сăмах хушрĕ тепĕр чиперкке. _ Ватă çынсен кунне уявлама социаллă пулăшу фондĕнчен пилĕк пин тенкĕ уйăрнă. Отчетра _ 150 çын. Эрех те ĕçтернĕ, шÿрпе те çитернĕ пулать. Чăннипе мĕнпе хăналанă-ха; Шĕвĕ яшка, икшер печени, чей.
_ Кирек мĕн калăр та эсир, _ терĕ аллă çулсенчен иртнĕ хĕрарăм, _ Владимир Германович хăй тытнă шухăшне пурнăçа кĕртетех. Пирĕн клуба та Катăшăнни пек паянхи пуянсене ярăнтаратех.
_ Тытăнса пăхтăр кăна... _ терĕ йыша хутшăннă çамрăксенчен пĕри.
Çутă кăмăлпа çула тухнăччĕ Мăньял Хапăса. Чуна ыраттарса таврăнтăмăр. Тепре тĕл пулма тÿр килсен çынсенчен ырă сăмах çеç илтесчĕ.
О. Алексеев
 («Голос крестьянина (Хресчен сасси)», Чебоксары)
        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика