Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Çак уçă чунлă, тарават, калаçма юратакан çынна Асхва ялĕнче лайăх пĕлеççĕ. Вăл - РСФСР халăха вĕрентес ĕç отличникĕ. Раиса Александровна Васильева кирек кампа тĕл пулсан та сăмах хушмасăр, калаçмасăр иртсе каймастех.
1937 çулхи январĕн 23-мĕшĕнче Тăвай районĕнчи Тăвай ялĕнче çуралнă вăл. Çемьере пилĕк ача пулнă. Икĕ аслă пиччĕшĕ Тăван çĕршыва хÿтĕлесе вăрçă хирĕнче пуçĕсене хунă. Ашшĕ те вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Амăшĕ виçĕ хĕрĕпе кăна тăрса юлнă. Рая çемьере чи кĕçĕнни пулнă, 1944 çулта пĕрремĕш класа кайнă. Вăл шкула кайичченех вулама вĕреннĕ. “Ун чухне шкула çамрăкла илесшĕн пулман, çавăнпа мана учитель киле кайма хушрĕ. Анчах эпĕ киле каясшăн пулмарăм, йĕрсе ятăм. Учитель мана хĕрхенчĕ пулас, класа илсе кĕчĕ”, - аса илет Рая. 1954 çулта 10-мĕш класран лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă. Класри ачасемпе питĕ туслă пулнă, пурте лайăх вĕреннĕ. Вăтам шкул хыççăн нумайăшĕ аслă шкулсене вĕренме кĕнĕ. Рая вара хăйĕн юлташĕпе, Зоя Тихоновапа, Канашри педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. Вĕсем иккĕшĕ те 1954 çулта Тăвайĕнчен Канаша 20 çухрăм çуран çÿренĕ. Çак çула утса тухма 4 сехет кирлĕ пулнă. Ачаранах юрлама юратнăскерсене çав вăрăм çула кĕскетме юрă пулăшнă та ĕнтĕ.
Çамрăклăх пуян пулман пулин те, вăхăта савăнăçлă ирттернĕ. Пурнăç йывăрлăхсене çĕнтерме вĕрентсе пынă. Хĕрсем спортпа туслă пулнă, Шупашкара çити йĕлтĕрпе чупма кайнă, шывра та япăх мар ишнĕ.
1956 çулта педучилищĕрен лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă пулин те ĕç вырăнĕ пулман.
– Малтан Тăвайĕнче ача садĕнче воспитательте ĕçлерĕм, унтан роно заведующийĕ Ишпуç ялне ячĕ. Каллех инçе çул çÿреме тиврĕ. Пĕччен çÿреме хăраттăм, кашкăрсем нумай пулнă та ун чухне. Декрета тухнă учительсем вырăнне ĕçлерĕм. Ăçта янă, çавăнта кайнă. Паллах, укçи-тенки те кирлĕ пулнă, ĕçлес те килнĕ, - аса илет Раиса Александровна çамрăк вăхăтсене.
Тăвай районĕнче ĕç вырăнĕ пулман пирки вăл Канаш тăрăхне çул тытнă. 1957 çулта пурнăç çулĕ ăна Асхвана илсе çитернĕ. Çамрăк учительницăна мĕн хушнă, çав ĕçе тÿрĕ чунпа пурнăçланă вăл. Йывăрлăха чăтма хăнăхнă çыншăн нимĕн те хăрушă пулман. Колхоз бригадирĕпе А.С. Степановпа пĕрле заем çырăнтарнă çĕре те хутшăннă. Ватăрах çынсем заем мĕн иккенне астăваççĕ пулĕ.
1958 çулта Раиса Асхва каччипе Михаил Васильевич Васильевпа паллашнă. Михаил, аккордеон калама ăстаскер, хĕр чĕрине тыткăнланă. Рая хăй те юрлама юратнă. Çамрăксем пĕр чĕлхе тупнă, çемье çавăрнă. Юратуран иртме çук-çке. Çемье пурнăçĕнче те йывăрлăхсемсĕр пулман. Кил-çурт, хуралтă таврашне пĕтĕмпех çĕнĕрен тума тивнĕ.
Мăшăр виçĕ ача çуратса ÿстернĕ. Пурне те вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Асли, Славик, электрик, Люба – инженер, Саша – педагог, судья. Амăшĕ пекех икĕ диплом илнĕ. Рая 35 çула çитсен ĕçрен уйрăлмасăр куçăмсăр йĕркепе филологи факультетне вĕренсе пĕтернĕ. Общество ĕçĕнче те яланах хастар пулнă. Ăна темиçе хутчен те Асхва ял Совечĕн депутатне суйланă, халăх контролĕнче, халăх заседателĕнче тимленĕ. Шкулта ачасене тарăн пĕлÿ парассишĕн 44 çул ырми-канми тăрăшнă. Раиса Александровна - ĕç ветеранĕ.
Шкул ĕçĕнчен уйрăлсан халăх ыйтнипе 3 çул хушши ял çыннисене газ баллонĕсемпе тивĕçтернĕ. Çумăр çунă-и, сивĕ-и, чирлĕ-и – ниме пăхмасăр çынсене пулăшма васканă. Ял-йышран та, хăй çуратса ÿстернĕ ачасенчен те усал сăмах илтсе курман тесе савăнать Раиса Александровна.
Хыçра тивĕçлипе утса тухнă 70 çул. Акă вăл çамрăксемшĕн тĕслĕх илмелли çын, хамăр хушăрах. Ĕçе, çынсене, Тăван çĕршыва юратакан çын. Юбилей ячĕпе саламлатпăр сире, хисеплĕ Раиса Александровна! Телей, сывлăх, ăнăçу сунатпăр.
В. ИВАНОВ