Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта истори предметне вĕрентекене Петр Васильевич Кузнецова студент çулĕсенчен тытăнсах лайăх пĕлетĕп. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн истори факультетĕнче лайăх вĕреннипе, хастар общественник пулнипе палăрнă Петр Кузнецова общежитири студентсен совечĕн ертÿçи пулма суйланăччĕ. Эпир вара, Елчĕк хĕрĕсем, “хамăр каччă” хÿттинче ирĕклĕрех, мăнаçлăрах тытма тăрăшнине пытармастăп.
... Петр Васильевич Кузнецов вĕрентекен ачасем районта иртекен олимпиадăсене йышлăн хутшăнаççĕ, призерсен хисепĕ те çулсерен ÿссе пырать. Çакăн тĕп вăрттăнлăхĕ, пирĕн шутпа, учитель хăй предметне юратса ачасене вĕрентнинче тата ачасем учителе чĕререн хисеплесе, предмета юратса вĕреннинче.
Аслă пĕлÿ илнĕ çамрăк вĕрентекен урăх ниçта та мар, тăван Елчĕк енех таврăнма, унта ĕçлесе пурăнма çирĕп тĕллев тытрĕ. Чи малтанах Тĕмерти вăтам шкулта директорăн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ пулса тăрăшрĕ, паллах, истори предметне те ертсе пычĕ. Коллегăсем ăна кашни ĕçе тĕплĕн пурнăçлама чăтăмлăх çитернĕшĕн, ырă канаш-сĕнÿсем парса пулăшса пынăшăн, çынсене ăнланнăшăн, тĕрлĕ асăрхаттарусене кÿренмесĕр йышăнма пĕлнĕшĕн хисепленĕ. Аслăрах ÿсĕмри учительсем ку çамрăкра малашлăх пуррине çийĕнчех татăклăн палăртнă. Ушкăнран нихăçан та уйрăлман вăл, ытти шкулсенче, район шайĕнче иртекен пур мероприятие те хастар хутшăннă. Нихăçан та сассине хăпартса калаçман. Петр Васильевич – сăпайлă, çынна сума сăвакан. Тĕмерти учительсен коллективĕ пирки вăл кирек хăçан та: “Эпĕ вĕсенчен нумай вĕреннĕ”, – тет.
Петр Васильевич Кузнецов 1991 çултан пуçласа çак вăхăтченех тăван ялти, Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкула çÿрекен ачасене тивĕçлĕ пĕлÿ, воспитани парассишĕн ырми-канми тăрăшать. Тĕмерти коллективри пекех, кунта та ăна хисеплеççĕ, хăй те кашни çынна куç тĕлне тума манмасть. Ăна уроксене аслă классенче ирттерме шанаççĕ. Çавăнпа вăл хăйĕн вĕренекенĕсемпе уççăн, юлташла калаçу пуçарать. Учитель шанса, хисеплесе калаçни вĕренекене нумай енчен туртăнма пулăшать: вĕренÿре те, воспитани тĕлĕшĕпе те. Çав вăхăтрах П.Кузнецов учитель дисциплина тĕлĕшĕнчен çирĕп, хытă ыйтать, предмета тарăннăн вĕрентет. Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 15 çул ĕçленĕ тапхăрта унăн 30-ра яхăн вĕренекенĕ истори предмечĕпе экзамен тытса тĕрлĕ аслă вĕренÿ заведенийĕсенчи истори, юридика факультечĕсене вĕренме кĕнĕ. 2001 çулхине вара харăсах 5 çамрăк Чăваш патшалăх университечĕн истори факультечĕн студенчĕ пулса тăнă. П.Кузнецов вĕрентнĕ ачасенчен Саратоври милици институтне, Шупашкарти милици шкулне пĕтернисем те пур.
Вĕрентÿ программи кашни çул çĕнелсе пынă май требованисем те улшăнаççĕ. Уроксенче çĕнĕ кĕнекесемпе, тĕрлĕ литературăпа усă курнисĕр пуçне ку чухнехи информаципе коммуникаци технологийĕпе анлăн усă курмалла. Модуль меслетне ĕçе кĕртесси пирки те тăтăш калаçатпăр.
– Çĕнĕлĕхсене вăхăтра алла илмелле, пурнăç таппинчен юлмалла мар, – тет Петр Васильевич. Ачасене предмета вĕренме кăсăклантарас тĕллевпе тĕрлĕ мелсемпе усă курма тăрăшать историк. Ачасенче чăвашлăха аталантарас тĕллевпе 2004 çулта, акă, вĕренекенсемпе пĕрле Пăлхар хулине çитсе курчĕç. Виçĕм çул ятарласа Санкт-Петербургри истори тĕлĕшĕнчи паллă вырăнсенче пулчĕç.
– Ял çынни шайĕпе шутласан, тăкакĕсем чылай пулчĕç пулин те, вĕренекенсем пысăк хуларан хавхалануллă кăмăл-туйăмпа таврăнчĕç, – каласа кăтартать вĕрентекен.
Петр Васильевич район, республика шайĕнче иртекен тĕрлĕ конкурссемпе конференцисене хутшăнса хăйĕн пултарулăхĕпе тавра курăмне тата та ÿстерет. Иртнĕ çул Чĕмпĕр хулинче чăвашсен паллă просветителĕ И.Я.Яковлев ячĕпе ирттернĕ форума хутшăнчĕ. Нумай пулмасть иртнĕ Чăваш Наци Конгресĕн черетлĕ ларăвне хутшăнчĕ. Хăйне тахçантанпах кăсăклантаракан “Национальное самосознание как объект философского исследования. На примере функционирования самосознания чувашского народа” темăна анлăлатса тĕрлĕ изданисенче статьясем пичетлет. “Елчĕк ен” хаçатпа та тачă çыхăну тытать аслă категориллĕ педагог.
Чылай çул П.Кузнецов коллективри профсоюз комитетне ертсе пырать. Шанса панă обществăлла ĕçе тÿрĕ кăмăлпа туса пынăшăн ăна темиçе хутчен те тав тунă. Раççейри профсоюзсен юхăмĕ 100 çул тултарнă ятпа кăларнă ФНПР медальне те илме тивĕç пулнă.
Курнавăшри шкулта ĕçлекенсем П.Кузнецов спортпа та туслă пулнине пĕлтереççĕ. Волейболла ăста вылять, кире пуканĕ йăтать, шашка вăййине кăмăллать. Район шайĕнче иртекен спартакиадăра шкул чылай çул ĕнтĕ малтисен ретĕнче пырать. Унта истори учителĕн тÿпи те пур.
Килти, ĕçри йывăрлăхсене татса пама Петр Васильевича чылай енчен пĕр тăванĕсем, мăшăрĕ, ачисем пулăшаççĕ. Çемьери 9 ачаран учитель профессине пĕр хăй анчах суйласа илнĕшĕн пĕрре те ÿкĕнмест П.Кузнецов.
– Пачах тепĕр майлă, шкулта мĕн чухлĕ çул ытларах ĕçлетĕп, çавăн чухлĕ ытларах вăй-хал илетĕп, çакă савăнтарать, – тет вăл. Мăшăрĕ, Надежда Михайловна, Чăваш патшалăх университечĕн Елчĕк представительствинче аслă специалист пулса ĕçлет. Виçĕ ача пăхса çи-тĕнтереççĕ вĕсем.
Тараватлă, малалла ĕмĕтленекен шкул директорĕсемпе А.И.Солинпа, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕпе П.М.Смирновпа, халăх вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе С.Н.Николаевпа пĕрле юнашар ĕçлеме хăйне шăпа пÿрнĕшĕн П.В.Кузнецов савăнать, мăнаçланать.
– Йывăрлăхра пулăшма пултаракан, каçарма пĕлекен çынсем пулнишĕн хисеплетĕп. Вĕсенчи çак паха енсене пурнăçра усă курма тăрăшатăп, – тет вăл.
Мал ĕмĕтлĕ вĕрентекен ялан шыравра. Вăл пуçарнипе, иртнĕ çулхи ака уйăхĕнче Курнавăш шкулĕнче хамăр ентеш, истори ăсчахĕ И.Д.Кузнецов çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа, районта пĕрремĕш хут ачасем хушнинче наукăпа практика конференцине йĕркелесе ирттернĕ. Асăннă мероприятие Шупашкартан, районтан йышлăн килнĕ май ăсчах ячĕпе конференци иртнĕ. Конференцие аслă категориллĕ педагог Петр Васильевич Кузнецов ертсе пынă. Унта çакăн пек йышăну тунă: Вырăскассинче И.Д.Кузнецов çуралнă урама унăн ятне парас, Çуткÿл шкулĕн стени çине Хисеп хăми çирĕплетес. Конференцие хутшăннисен йышăнăвне районти, вырăнти пуçлăхсем, Çуткÿл шкулĕн коллективĕ ырласа йышăннă. Ентешĕмĕре тивĕçлипе чыслама пултарнăшăн Петр Васильевич вĕсене чĕререн тав тăвать. Мускав, Мари, Мордва, Чăваш Республикисенчи культура, вĕрентÿ министерствисен представителĕсем, Чăваш патшалăх университечĕн истори факультечĕн деканĕ Ю.П.Смирнов, кафедрăри ытти ĕçченсем Елчĕк халăхĕ пĕлтерĕшлĕ ĕç тунине палăртса каланă.
Истори учителĕн малашнехи ĕмĕчĕсем те пысăк. Кăçал пирĕн тепĕр сумлă ентешĕмĕр, халăх педагогикин ăсчахĕ Г.Н.Волков 80 çул тултарать. П.Кузнецов пуçарăвĕпе ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче Курнавăшри шкулта ачасем хушшинче пресс-конференци, наукăпа практика конференцийĕ ирттерме хатĕрленеççĕ.
– Ăсчахăн ĕç-хĕлне анлăрах çутатас, ачасен тавра курăмне ÿстерес тесе секцисен шутне ÿстерме палăртатпăр. Кăнтăр районсенче вырнаçнă шкулсенче вĕренекенсене те чĕнме кăмăл пур унта, – тет П.Кузнецов.
Мал ĕмĕтлĕ педагога палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртессинче ăнăçу сунатпăр.
(«Яльчикский край (Елчĕк ен)», Яльчики)