Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.01.15 Тăван тăрăха тĕпчет

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
Çырмапуçĕнче пурăнакан Елена Антонова хăйĕн кун-çулне ÿссе çитĕнекен çамрăк ăрăва тарăн та çирĕп пĕлÿ тата тĕрĕс воспитани парас ĕçе панă. Ку тĕлĕшпе Елена Антоновна 44 çул тăрăшнă, чăваш тата вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ.
— 1943 çулта Курск пĕккинче хаяр çапăçусем пынă вăхăтра эпĕ Карай шкулне ĕçлеме килнĕ, — аса илет халĕ учитель-ветеран. — Класĕсенче сивĕччĕ. Чернильницăсенче чернил шăнса ларатчĕ. Шкулта ачасене пĕлÿ панисĕр пуçне эпир ытти çынсемпе пĕрлех фронта пулăшас тесе тăрăшнă: алсиш-чăлха çыхнă тата ытти те. Çăмăл пулман, паллах. Анчах йывăрлăхсем умĕнче пуçа усман…
Тăван шкулпа çыхăнăва çухатман Елена Антоновна, вăхăт пулсан тата чĕнсен унта çитсе килме май тупатех. Килте те алă усса лармасть, тăрăшсах Карай тăрăхĕнчи ялсен историне çырать, кĕнеке кăларма хатĕрленет. Вăл вара паян ÿссе çитĕнекен çамрăк ăрушăн хăйне май парне пулĕ.
(«Сельская жизнь (Ял пурнăçĕ)», Красноармейское)
        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика