Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Унпа пĕрре тĕл пулса калаçсанах А.П.Чеховăн сăмахĕсем аса килеççĕ. «Этем пур енчен те илемлĕ пулмалла: сăн-пуçĕпе те, çи-пуçĕпе те, чунĕпе те, шухăшĕпе те», – тенĕ вăл. Сăмахăм Пархикассинчи модельлĕ библиотека ертÿçи Г.П.Мочалова пирки...
Вăл Пархикасси ялĕнчи Петр Ивановичпа Зиновия Яковлевна Терентьевсен çемйинче 1956 çулхи декабрьте çуралнă. Пĕчĕкренех ашшĕ-амăшне пурне те пĕлме тăрăшнипе тата çепĕçлĕхĕпе савăнтарнă. Малтан Çĕньял-Покровскинчи сакăр çул вĕренмелли шкултан, унтан Ишлейри вăтам шкултан ăнăçлă вĕренсе тухнă. Ун хыççăн Шупашкарти электроаппаратура заводĕнче ĕçленĕ, çав вăхăтрах бухгалтерсен курсне пĕтернĕ. Малалла вĕренес шухăш канăç паманран вăл планпа экономика техникумне вĕренме кĕрет, унтан вĕренсе тухнă хыççăн çамрăк хĕр 5 çул хладокомбинатра бухгалтер пулса ĕçлет. Çак вăхăтрах пулас мăшăрне салтак службинчен кĕтсе илет, качча тухать. Ашшĕ-амăшĕсем çамрăк мăшăра ялтах пурăнма хăварасшăн пулаççĕ. Ватăсен кăмăлне хуçас мар тесе Галина хуларан яла таврăнма килĕшет.
Хăй ĕçне лайăх пĕлекен пултаруллă специалистсене пур çĕрте те хаклаççĕ çав. Çапла Галина 1981 çулта ялти клубра ĕçлеме тытăнать. Тепĕр çултанах çĕнĕ Культура çурчĕ çумĕнче библиотека йĕркелесен ăна пĕр сăмахсăрах унта куçараççĕ. Ку ĕçе те çамрăк хĕрарăм хастаррăн пикенет, йывăрлăхсем ăна хăратмаççĕ, пушшех çине тăрса ĕçлеме, çитменлĕхсемпе кĕрешме кăна хĕтĕртеççĕ. Çак тапхăрта вăл Чăваш патшалăх университечĕн культурăпа филологи факультетĕнчен вĕренсе тухать. Пĕр хушă Çĕньял-Покровски шкулĕнче культура урокĕсене ирттерме те шанса параççĕ ăна. Ку ăна вулавăшра ĕçлеме пĕртте кансĕрлемест. Ачасемпе тата ытларах тачă çыхăну тытма пулăшать çеç. Ĕçĕ вара, чăнах та, питĕ нумай: библиотекăн фондне мĕнле майпа пысăклатасси, ял çыннисене вулавăша çÿреме явăçтарасси, тата ытти те. Галина Петровна чунне парса ĕçлени халĕ куçкĕрет. Пархикасси вулавăшĕ районта пĕрремĕш тĕслĕхлĕ библиотека шутланать, чи лайăх вулавăш ятне темиçе хут та çĕнсе илнĕ. Культура министерствин Хисеп грамотисене, Тав çырăвĕсене те нумай хутчен тивĕçнĕ вăл. Çакăнта, паллах, Г.П.Мочалова тÿпи пысăк.
«Вулавăшран пирĕн тухас та килмест. Кунта яланах çутă, таса, ăшă. Тата пирĕнпе Галина Петровна анне пек калаçать, нихçан та сассине хăпартмасть. «Тăван Ен», «Хыпар» хаçатсене вулама та вăлах хăнăхтарчĕ», – каласа параççĕ 6-мĕш класра вĕренекен Надя Романовапа Настя Яранцева. Арçын ачасем вара компьютерпа интеллектуаллă вăйăсем выляма юратаççĕ. Ял халăхĕпе те тачă çыхăнса ĕçлет Галина Петровна. «Ертсе пырас ăсталăх пысăк унăн, халăхпа ĕçлемех çуралнă вăл», – тет ун çинчен Культура çурчĕн директорĕ пулса ĕçленĕ Ю.П.Ганина.
Шкулти учительсем те ун ĕçĕпе кăмăллă. Вулав конференцийĕсем, диспутсем, презентацисем, конкурссем ирттернĕ чухне вăл яланах пулăшать, усăллă канашсем парать, кирлех пулсан жюрире те ларма пултарать.
Хăй мăшăрĕпе Валерий Михайловичпа вĕсем килĕштерсе шăкăш-шăкăл пурăнаççĕ. Ывăлпа хĕр ÿстерсе пурнăç çулĕ çине тăратрĕç. Хĕрĕ, Валентина, амăшĕ пекех Шупашкарти коопераци институчĕн библиотекинче вăй хурать, ывăлĕ юрист профессине алла илнĕ хыççăн Çĕмĕрле хулинче прокуратурăра ĕçлет. Галина Петровна хуçалăхри ĕçсене тунисĕр пуçне мăнукĕсене пăхма та вăхăт тупать.