Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.01.12 Ача çулĕнче - кашнине компьютер

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
“Вĕрентÿ” наци проектне пурнăçласа Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерстви Чăваш Енре “Инвалид ачана парне – компьютер” ырă кăмăллăх акцийĕ пуçарнă.
Шупашкарти 16 ачана килте вĕренме компьютер оборудованийĕпе тивĕçтернĕ те ĕнтĕ. Çакă вĕсене килтех пĕлÿ илме пулăшать. Вĕренÿ килте çеç мар, хулари 59-мĕш шкулта та иртет. Унта реабилитаципе медицина центрĕ тăвас ĕç хĕрÿ пырать. Шкулта ачасем вĕренме, конференцисене хутшăнма çеç мар, медицина пулăшăвĕ илме те пултараççĕ. Çак ĕç нарăс уйăхĕнче пуçăнать. Хальхи вăхăтра шкулти педагогсем вĕрентÿн комплекслă программине туса хатĕрлеççĕ, унта психолог, логопед ĕçĕсем те кĕреççĕ.
Проекта хутшăнакан пиллĕкмĕш класри Лана компьютер оборудованийĕ, Интернетпа çыхăнма модем парнеленине çирĕплетекен сертификат илнĕ те. Çакăн пек парнене хĕр ачана “Академия” колледжăн директорĕ А.Н.Динькаева чи малтан панă.
Мĕн пур организаципе предприятие “Инвалид ачана парне – компьютер” ыр кăмăллăх акцине хутшăнма чĕнетпĕр. Инвалид ачасене пулăшас текенсем Чăваш Республикин Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствине 62-10-64 номерлĕ телефонпа шăнкăравласа пĕлтерме пултараççĕ.
 («Яльчикский край (Елчĕк ен)», Яльчики)
        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика