Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.01.12 Шкула мечĕксем парнелерĕ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
Футбола юратакансем 90-мĕш çулсенче хĕрсен “Цивилянка” командишĕн самай пăшăрханатчĕç. Аса илтеретпĕр: Кукшакасси тата Чиричкасси шкулĕнче вĕренекенсенчен йĕркеленĕ хĕрсен команди икĕ хутчен Чăваш Республикин чемпионĕ ятне çĕнсе илнĕччĕ, Украинăри Скадовск хулинче иртнĕ СССР чемпионатĕнче 5-мĕш вырăн йышăннăччĕ.
“Цивилянка” командăра çитĕннĕ Ольга Васильева хăйĕн пурнăçне футболпах çыхăнтарнă. Вăл халĕ Мускаври “Надежда” командăра Раççей чемпионачĕн аслă лигинче вылять.
Çак кунсенче Раççейĕн пĕрлештернĕ командин вăйăçи, икĕ хутчен çĕршыв чемпионачĕн 3-мĕш призерĕ, Раççей спорт мастерĕ Ольга Васильева хăйĕн тăван Кукшакасси шкулне хăнана килчĕ. Чи малтанах пĕрремĕш тренерĕпе Юрий Сергеевпа, хăйне вĕрентнĕ учительсемпе калаçу пулса иртрĕ. Шкул ачисемпе ирттернĕ тĕлпулура вăл футболти пĕрремĕш утăмсем çинчен каласа пачĕ, “Цивилянкăра” пĕрле вылянă хĕрсемпе, хальхи çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕ.
Çулсем иртнĕ пулсан та, Ольга Веняминовна шкулта вĕреннĕ чухнехи пекех сăпайлă, ырă кăмăллă юлнă. Вăл “çăлтăр чирĕпе” пачах та аптраманни тÿрех туйăнать. Паллă футболистка ыйтусем çине хуравларĕ. Шкул ачисене темĕн те интереслентерчĕ: вăйăсене мĕнле хатĕрленни, футболистсем ытларах мĕн çиме юратни... Мĕн чухлĕ укçа ĕçлесе илни те пăшăрхантарать аслă классенче вĕренекенсене.
Шкулăн спорт площадкинче О. Васильева çамрăк футболистсемпе мастер-класс ирттерчĕ. Ачасем Раççей спорт мастерĕн кашни хусканăвне, питĕ тимлĕн сăнарĕç. Шкул ачисем Ольга Веняминовнăна интереслĕ тĕлпулушăн тав турĕç, малашне те футбол площадкинче тăван шкул чысне пĕтĕм вăя парса хÿтĕлеме шантарчĕç.
Паллă спортсменка та парăмра юлмарĕ. Шкула футбол мечĕкĕсем парнелерĕ, вăхăт тупса Кукшакасси шкулĕнче турнир ирттерме сăмах пачĕ.
        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика