Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.01.10 Пĕтĕм Раççей конкурсĕн дипломне тивĕçнĕ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
Анастасия Никифорова Красноармейскинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 2-мĕш вăтам шкулăн 5-мĕш “а” класĕнче вĕренет. Вăл — вĕренÿ отличници. Уроксем хыççăн районти искусство шкулĕн фортепьяно уйрăмĕнчи занятисене çÿреме те вăхăт тупать. Настя çавăн пекех тĕрлĕ шайра иртекен конкурссене хутшăнма та кăмăллать.
Нумаях пулмасть вăл Раççей Вĕрентÿ тата ăслăлăх министерствипе вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен федераллă агентство ирттернĕ вĕренекенсен пултарулăх ĕçĕсен Пĕтĕм Раççейри “Моя классная — самая классная!!!” уçă конкурсне хăйĕн пĕрремĕш учительници — Красноармейскинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 2-мĕш вăтам шкулти Людмила Александровна Голубева çинчен каласа паракан сочинени, презентаци, видеоклип тата видеоматериалсем тăратрĕ. Тăрăшса, çине тăрса хатĕрленĕ вĕсене. Хăйĕн ĕçĕнче Настя яланах шыравçă пулмаллине палăртать. “4 çул хушшинче манăн архивра 27 грамотăпа 3 мухтав хучĕ пухăнчĕ. Кунта юратнă учительница тÿпи те калама çук пысăк”, — хавасланса пĕлтерет хĕр ача сочиненире.
Çĕнĕ çул тата çуралнă кунĕ умĕн вара Настя ырă хыпар илчĕ. Конкурса активлă хутшăннăшăн ăна дипломпа чысланă. Ун çине Раççей Вĕрентÿ тата ăслăлăх министрĕ А. А. Фурсенко алă пуснă. Саламлатпăр, Настя, маттур!
        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика