Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

Чăваш вĕрентĕвĕн аталанăвĕ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

Чăваш чĕлхи — пирĕн пуласлăх. Ачасене чăвашла тĕрĕс калаçма, хутшăнма вĕрентесси, чăваш халăх историпе культурине  хисеплеме хăнăхтарасси, вĕсенче чăваш чунне аталантарасси — пирĕн тивĕç. Ку енĕпе эпир нумай ĕç тăватпăр.

            Чĕлхе мĕнле аталаннине —  вĕренÿ кĕнекисен, методика кăтартăвĕсен, дидактика материалĕсен пахалăхĕ тăрăх пĕлме пулать. Юлашки çулсенче чăваш шкулĕсем валли те, вырăс шкулĕсем валли те законпа килĕшÿллĕн мĕн кирлине пĕтĕмпе çителĕклĕ кăларса пытăмăр. Чăваш чĕлхипе литература учебникĕсене çĕнĕ программăсемпе килĕшÿллĕн икĕ хут та кăлартăмар.  Шкулсене электрон пособисемпе туллин  тивĕçтерме тăрашатпăр. Кун пек пособисем наци программипе вĕренекен мĕн пур пуçламăш тата тĕп шкул валли паян кун çителĕклĕ теме юрать.  Ку ĕçре пире Çĕрпÿ районĕн Михайловка пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулăн директорĕ, чăваш чĕлхипе литератури учителĕ Владимир Юрьевич Андреев нумай пулăшрĕ. Унсăр пуçне пĕлÿ çурчĕсене "Пĕлÿ шыраса" компьютер вăйă пособийĕ те çитнĕ. Педагогсемпе вĕренекенсем тăван ен культурипе, тăван литературăпа кăларнă электрон пособисене те хаваспах йышăнаççĕ. Çак ĕçе, паллах, малалла та туса пырăпăр.

            Çавăн пекех, шкулсенче компьютер, интернет технологийĕсене тата видеоклипсене тĕпе хурса ĕçлекен те нумай: Шупашкар хулин 20-мĕш шкулĕнче тăрăшакан Мулюкова Елена Александровна, Шупашкар районĕн Кушлавăш шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине тата тăван ен культурине вĕрентекен Майков Евгений Александрович, Муркаш районĕн Шатракасси шкулĕнче ĕçлекен Вишнева Ольга Александровна, Хĕрлĕ Чутай районĕн Мăн Этмен шкулĕнче ĕçлекен Ермакова Надежда Васильевна.

Компьютер технологийĕсемпе урокра епле усă курни çинчен ятарлă кĕнеке кăларакансем те пур. Акă Çĕнĕ Шупашкар учителĕсем пиллĕкĕн пухăнса 2010 çулта „Вырăс шкулĕнче чăваш чĕлхи урокĕсене ИКТпа усă курса вĕрентесси” меслет кăтартăвĕ кăларчĕç.

            Хальхи вăхăтра вĕрентÿ ĕçĕнче интернет технологийĕсем самаях пысăк вырăн йышăнаççĕ. Ку енĕпе уйрăмах Çĕрпÿ районĕнчи Михайловкăри шкул тăрăшса ĕçлет. Кунта вырнаçнă Чăваш чĕлхин инçет вĕренÿ центрĕ (http://www.inset.chv.su/) пирĕн тăван чĕлхемĕре электрон мелĕсемпе вĕрентмелли çĕнĕ майсене пурнăçа кĕртсе пырать. Çак Центр ирттерекен конкурссемпе олимпиадăсене кăна юлашки виçĕ çул хушшинче 2 пин çын ытла хутшăнчĕ. Вĕсен йышĕнче республика тулашĕнчен те самаях. Пушкăрт Республикипе Чĕмпĕр облаçĕнче пурăнакан икĕ чăваш ачи çĕнтерÿçĕсен шутне те кĕме пултарчĕç.

            Чăваш чĕлхин инçет вĕренÿ центрĕ çумĕнче йĕркеленĕ интернет педканаша (http://pkanash.chv.su/)  хутшăнакансен йышĕ те çулсерен ÿссе пырать. 2010 çулта ирттернĕ канашлăва кăна акă 130 ытла учитель çырăннă, хăйсен шухăшне 600 хутчен каланă.

            2011 çулхи нарăс уйăхĕнче Чăваш чĕлхин инçет вĕренÿ центрĕ çумĕнче инернет телевидени (http://yatv.ru/mihschooltv) ĕçлеме пуçларĕ. Кунти мĕн пур материал шкул пурнăçĕпе, чăваш чĕлхипе тата литературăпа, культурăпа, историпе çыхăннă, урокра усă курас енчен питĕ меллĕ. Çак ĕç чăваш вĕрентĕвне пысăк пулăшу парасса шанса тăратпăр.

 

05.09.2012

 

 

 

 

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика