Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Республика тулашĕнче юлашки вăхăтра 300 ытла чăваш шкулĕ шутланать. Çак шкулсенче 34 пин ача чăваш чĕлхине вĕренет. Республика тулашĕнче вырнаçнă шкулсене пулăшас тĕллевпе Вĕренỹ тата çамрăксен политикин министерстви 14 регионпа килĕшỹ тунă. Килĕшỹсене пăхăнса кашни çулах регионсенчи вĕренỹ пайĕсен заявкисем тăрăх вĕсем патне вĕренỹ кĕнекисем, методика хатĕрĕсем тата илемлĕ литература ярса паратпăр.
2006-2009 - мĕш çулсенче Пушкăрт Республикин чăваш шкулĕсене 1 млн. 200 пин тенкĕлĕх, Тутар Республикине – 1 млн. тенкĕлĕх, Самар тăрăхне 90 пин тенкĕлĕх, Чĕмпĕр тăрăхне – 170 пине яхăн тенкĕлĕх, Пенза облаçне – 20 пине яхăн тенкĕлĕх вĕренÿ кĕнекисемпе илемлĕ литература çитнĕ. Пурпĕрех республика тулашĕнчи чăваш шкулĕсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентмелли кĕнекесем çителĕксĕр-ха.
Çак наци шкулĕсем валли вĕрентекенсем хатĕрлес тесе вĕсен шкул пĕтерекен çамрăкĕсене аслă вĕренỹ заведенийĕсене конкурссăрах илме тăрăшаççĕ. 2005-мĕш çулта И.Я.Яковлев ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх педагогика университетне чăваш диаспорин шкулĕсенчен 7 çамрăка илнĕ, И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленекен чăваш патшалăх университетне 16 çамрăк вĕренме кĕнĕ. 2006 - мĕш çулта диаспорăран педагогика университетне пĕлÿ илме иккĕн, чăваш патшалăх университетне вуннăн килнĕ.
Паянхи куна илес пулсан асăннă вĕренÿ заведенийĕсен филологипе культура факультечĕсенче республика тулашĕнчи 93 çамрăк пĕлÿ пухать.
Республика тулашĕнчи вĕрентекенсемпе Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ тачă çыхăну тытать, çулсерен Пушкăртпа Тутар Республикисенче, Самарпа Чĕмпĕр тăрăхĕнче семинарсемпе тĕрлĕрен мероприятисем ирттереççĕ, ăслăлăхри, меслетлĕхри çĕнĕлĕхсем çинчен каласа параççĕ.
Республика тулашĕнче пурăнакан чăвашсемшĕн 2001-мĕш çултанпах Чăваш Республикин Президент Администрацийĕн сайчĕ çинче "Диаспора. Чувашский мир" ятпа интернет-проект ĕçлет.
01.06.2010