Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
14 кун хушши, çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа утă уйăхĕн 9-мĕшĕччен, хăйсен авалхи аслашшĕсен çĕрĕнче тулай чăвашĕсен 39 ачи канĕ. Ку ачасем – чăваш чĕлхипе литератури олимпиадисемпе конкурсĕсен çĕнтерÿçисем, чăваш чĕлхи вĕрентекен шкулсен чи лайăх ачисем тата чăваш чĕлхипе, йăли-йĕркипе, культурипе интересленекенсем.
Ывăл ачасемпе хĕр ачасем пирĕн пата Тутар, Пушкăрт Республикисенчен, Ульяновск, Саратов, Оренбург, Тюмень облаçĕсенчен тата Мускавран çитрĕç. 2005 çултах пуçланнă йăлапа килĕшÿллĕн «Эткер» вĕренÿ программи пурнăçланĕ. Унăн тĕллевĕ – ачасене чăваш халăхĕн культурине, йăли-йĕркине явăçтарасси. Ку тĕллеве пурнăçлама Вĕренÿ, Культура, Сывлăх министерствисем тата Чăваш наци конгресĕ хутшăнаççĕ.
Пултарулăх лабораторийĕсенче, ăста урокĕсенче ачасем чăвашла калаçу хăнăхăвĕсене аталантарĕç, чăваш халăх сăмахлăхĕпе, хальхи юрă-ташăпа, ал ăсталăхĕпе паллашĕç.
Летний лагерь с этнокультурной программой для детей чувашской диаспоры «Эткер» («Наследие») в этом году пройдет с 26 июня по 9 июля. В течение 14 дней на исторической земле своих предков отдохнут и укрепят здоровье 39 учащихся. Это победители различных олимпиад и конкурсов по чувашскому языку и культуре, лучшие учащиеся школ, где изучают чувашский язык, а также все те, кому интересен родной язык, традиции и культура Чувашии. Мальчишки и девчонки приехали из республик Татарстан, Башкортостан, Саратовской, Ульяновской, Оренбургской, Тюменской областей, Москвы.
Цель этнокультурной программы «Эткер»: приобщение детей чувашской диаспоры, проживающей в регионах Российской Федерации к культуре, традициям, обычаям чувашского народа. В ее реализации участвуют Минобразования, Минкультуры, Минздравсоцразвития Чувашии, Чувашский национальный конгресс.
В творческих лабораториях, мастер-классах дети приобретут навыки владения чувашским языком, будут знакомиться с фольклором, современными песнями и танцами, с ремеслами предков.
ФОТО/Архив