Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

Вĕренỹ кĕнекисене çĕнетесси.

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
Вĕренỹ кĕнекисене çĕнетесси.
 
Кĕнеке - пĕлỹ çăлкуçĕ, вăл ачасене вĕрентекенпе пĕрле кунран кун çĕнĕ пĕлỹ парать, ачасене пĕлỹ юхăмне чĕнет, вĕрентỹ ĕçĕнче тĕп вырăнта тăрать. Çавăнпа та кашни класпах вĕренỹ кĕнекисем пурри - чи пахи. Малалла вĕсене çĕнетсе тăрасси - тĕп тĕллев.
Юлашки виçĕ çул хушшинче чăваш шкулĕсем валли чăваш чĕлхипе тата литературипе вĕренỹ кĕнекисене çĕнетес тесе пысăк ĕç тунине палăртмалла. Акă халĕ тухнă кĕнекесенчен хăшĕ - пĕрисем:
Сергеев Л.П. Чăваш чĕлхи 5 класс валли 2001ç.,
Димитриев В.И. Чăваш чĕлхи 6-7 классем валли 2000ç.,
Андреев И.А. Чăваш чĕлхи 8-9 классем валли 2001ç.,
Никитин В.П.-Станъял Чăваш литератури 8-мĕш тата 9-мĕш классен вĕренỹпе вулав кĕнекисем 2003ç.,
Родионов В.Г. Чăваш литератури, вăтам шкулăн 10-мĕш класĕ валли вĕренỹ кĕнеки тата хрестомати 2003ç.,
Федоров Г.И. Чăваш литератури, вăтам шкулăн 11-мĕш класĕ валли 2003ç.
Ку питех те кирлĕ ĕç малалла та пырать. Пурнăç ыйтнă пек çĕнĕлле ĕçлесе пырас тĕллевпе "Учим чувашский язык" ятпа электронлă вĕренỹ кĕнеки тухрĕ.
Вырăс шкулĕсенче те чăваш чĕлхипе литературине вĕрентес ĕçре нумай улшăну пулса иртрĕ. Вунă çул каялла чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен пултаруллăхĕ çинче анчах, вĕренỹ кĕнекисемсĕр, эрнене 1-2 сехет çеç вĕрентнĕ пулсан халь вара ачасене тулли пĕлỹ пама пур вĕренỹ кĕнекисем те пур. Юлашки вăхăтра пичетленсе тухнă пĕр кĕнекине анчах асăнатăп: Артемьев Ю.М. Чувашская литература. Учебник для 10-11 классов русскоязычных школ-2003.
Паянхи куна шкулсене республикăн вĕренỹ кĕнекисемпе вăтамран 94 процент тивĕçтернĕ. 2004-мĕш çулта 21 тĕрлĕ 82 пин ытла вĕренỹ кĕнеки кăларса ачасем патне çитернĕ.<Ĕp>
Паян кивĕлле ĕçлеме май çук. Çавăнпа та кĕнекесене çĕнетсех тăма тивет. Чăваш Республикин чĕлхесем çинчен калакан саккунĕпе килĕшỹллĕн юлашки икĕ çул хушшинче чăваш шкулĕсен 5-11-мĕш классем валли чăваш чĕлхипе тата литературипе вĕрентỹ программисем кăларнă, чăваш литературипе, 9-мĕш классем валли хрестомати, чăваш шкулĕсен 10-11-мĕш классем валли те хрестомати тата вырăс шкулĕсен 10-11-мĕш классем валли вĕренỹ кĕнеки тухрĕ, 2004-мĕш çулта тата чăваш чĕлхипе вырăс тата чăваш шкулĕсем валли вĕренỹ программисем, çавăн пекех тăван ен культурипе те программа тата 6-7 классем валли вĕренỹ кĕнеки, чăваш шкулĕсен 5-11 класĕсенче чăваш чĕлхине вĕрентмелли методика хатĕрĕ тата чăваш шкулĕсен 1-мĕш класĕнче вырăс чĕлхе вĕрентмелли методика хатĕрĕсем шкулсене çитрĕç. Анчах та вĕрентекенсем валли методика хатĕрĕсем çителĕксĕррине палăртмаллах. Хальхи вăхăтра шкулсенче ытларах пултаруллă вĕрентекенсем кăларнă методика хатĕрĕсемпе усă кураççĕ. Пурнăç ыйтнă пек çĕнĕлле ĕçлесе пырас тесен кашни класпах министерство çумĕнчи эксперт канашĕ çирĕплетнĕ методика хатĕрĕсем кирлĕ. Паянхи кун çак ыйтăва татса парассине чи кирлĕ ĕçсенчен пĕри тесе шутлатпăр.
Наци шкулĕсен Концепципе килĕшỹллĕн хальхи вăхăтра ачасене çамрăклах наци культурине, халăх йăли-йĕркине, традицине тата тăван халăх историне аталантарас тесе чылай çитĕнỹсем тунине палăртмалла. Пур предметсемпе те программăсем, вĕренỹ кĕнекисем тата хрестоматисем пур. 5-мĕш классем валли чăвашла вĕренỹ кĕнеки те тухнă. Çак çулах 6-7-мĕш классем валли вырăсла вĕренỹ кĕнекисем шкулсене çитрĕç. 2005-мĕш çулта 5-мĕш классем валли вырăсла вĕренỹ кĕнеки тухĕ.
Чăвашла пĕлỹлĕхĕн тĕрлĕ енĕпе литература, илемлĕ литература кĕнекисене, Чăваш ен историйĕпе тата культурипе литература кăларасси ятарлă планпа килĕшỹллĕн пулса пырать.
Вĕренỹ кĕнекисене яланах çĕнетсе якатсах тăмалла. Вĕсем ачасене ăнланмалла, уçăмлă, хавхалануллă, кĕске чĕлхепе, тĕп шухăшсене уйăрса, çĕнĕ методикăсемпе усă курса çырмалла. Вĕренỹ кĕнеки çỹллĕ шайра пултăр тесе авторсен йышне ăсчахсене, методистсене тата вĕрентекенсене кĕртетпĕр. Çавăн пекех 2005 çулта чăваш чĕлхипе чăвашла пĕлмен вырăс шкулĕсенче вĕрентмелли вĕренỹ кĕнекисене çырма конкурс пырать.
Вĕренỹ программисен, кĕнекисен тытăмне, вĕсем патшалăх вĕренỹ стандарчĕпе килĕшсе тăнине тĕрĕслеме ЧР Вĕрентỹ министерствин çумĕнче эксперт канашĕ ĕçлет. Кăçал эксперт канашĕн йĕркине çĕнĕрен пăхса тухса çирĕплетнĕ, унта хăшпĕр улшăнусем кĕртнĕ.
        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика