Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентес ĕçри çĕнĕлĕхсем

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентес ĕçри çĕнĕлĕхсем

90-мĕш çулсенче республикăра, унăн ертỹçисем тăрăшнипе, чăваш чĕлхине, литературине тата чăваш халăх культурине аталантарас енĕпе çирĕп утăмсем пулчĕç темелле. Çак утăмсене тума 1993-мĕш çулхи майăн 22 -мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Патшалăх Совечĕ "Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен калакан Закона" пурнăçлама йышăннă программа пулăшрĕ. Асăннă Программăна пурнăçа кĕртес тĕллевпе нумай ыйтусене татса панă, тăван чĕлхепе пĕлỹ илме пĕр пек майсем туса панă. Çак ĕçе малалла та аталантарса пырас тĕллевпе Чăваш Республикинчи Министрсен Кабинечĕ 2002-мĕш çулхи раштав уйăхĕн 06-мĕшĕнче 2003-2007-мĕш тата 2012-мĕш çулсем валли "Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен" калакан Закона пурнăçа кĕртме çĕнĕ программа çирĕплетнĕ. Программа Конституцире çирĕплетсе хăварнă граждансен прависене хỹтĕлеме, çыннăн наци тивĕçлĕхне, унăн культурипе чĕлхине хисеплеме вĕрентет, халăхсен туслăхне тата килĕштерсе ĕçлессине малалла çирĕплетме май парать. Хальхи вăхăтра тăван чĕлхене шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсенчен пуçласа аслă шкул таранах вĕренеççĕ. Хăйсен ачисене чăвашла вĕрентес мар текенсем сайра хутран çеç тĕлпулкалаççĕ. Чĕлхене упраса хăварасси тата малалла аталантарасси -пирĕн, вĕренỹ ĕçченĕсен, яланах тĕп тĕллев пулнă. Çавăнпа та чăваш чĕлхипе литературине вĕрентес ĕçре вăхăтпа тан утса çĕнĕлĕхсем кĕртни питĕ вырăнлă. Республикăра чăваш чĕлхипе тата литературипе кадрсем хатĕрлес енĕпе нумай ĕçленине палăртмалла. 90-мĕш çулсенче учи-тельсем çитменнипе нумай йывăрлăхсем пулнă пулсан хальхи вăхăтра пĕр шкулта та чăваш чĕлхи учителĕсен вакансийĕ çук. Паянхи куна республикăра пĕтĕмпе 1239 тăван чĕлхепе литература вĕрентекен ĕçлет, вĕсенчен 97 проценчĕ аслă пĕлỹллĕ, 15 проценчĕ аслă катего-риллĕ, 31 проценчĕ-1-мĕш категориллĕ. Вĕрентỹ пахалăхĕ те начар мар темелле. Вĕренекенсен 93 про-ценчĕ вĕренỹре ĕлкĕрсе пыраççĕ, 77 проценчĕ "4" тата "5" паллăсемпе кăна вĕренеççĕ. Кăçал шкулсене çĕнĕ вĕренỹ планĕ çитрĕ. Вĕренỹ планĕсем улшăнни вĕрентекенсене яланах кăсăклантарать, анчах та чăваш чĕлхипе литературине вĕрентмелли уроксен шутне чакарман. 90-мĕш çулсемпе танлаштарсан сехетсен шучĕ ỹснĕ. Чăваш шкулĕсен пуçламăш классенче чăваш чĕлхине вĕрентмелли эрнери сехетсен хисепне вĕрентỹ планĕпе 6 çитернĕ, чăваш литературине 10-11-мĕш классенче вĕрентмелли сехетсен хисепĕ те ỹснĕ. Анчах та, ача-сене пурнăç ыйтнă пек тулли пĕлỹ парас тесен вĕрентỹ пахалăхне те лайăхлатмалла. Ăс-тăн енчен пуян çыншăн çеç малалла çул уçă, -тет прези-дент Н.В.Федоров. Чăваш чĕлхипе литературине, тăван ен культурине вĕрентекенсем хушшинче те вĕрентỹ çине çĕнĕлле пăхакансем чылай: Тĕслĕхрен, вырăс шкулĕсенче чăвашла япăх пĕлекен ачасене чăваш сĕмахĕ вĕрентмелли çĕнĕ методика хатĕрлекенсене асăнас килет. Вĕсем Шупашкар хулин 59-мĕш шкулĕнче чăваш сăмахĕ предмета вĕрентекен Абрамова Галина Васильевна тата Шупашкар хулин 9-мĕш шкулĕнче ĕçлекен Гурьева Раиса Ивановна. Çавăн пекех текста çĕнĕлле, проект мелĕпе вулама вĕрентекенсем: Çĕрпỹ районĕнчи Опытный поселокра чăваш сăмахĕ предмета вĕрентекен Петрова Татьяна Николаевнапа Çĕнĕ Шупашкар хулин 2-мĕш шкулĕнче ĕçлекен Федорова Тамара Алексеевна. Шупашкар хулин 42-мĕш шкулĕнче тăрăшакан Антонова Римма Павловна чăваш сăмахĕ урокĕсенче сывлăха çирĕплетес технологине тĕпе хурса ирттерет. Çĕнĕ Шупашкар хулин 19-мĕш шкулĕнче ĕçлекенсем Захарова Еле-на Николаевнăпа Софронова Антонина Ивановна критикăлла шухăшлав технологийĕпе усă курса ачасен калаçу чĕлхине аталанта-раççĕ. Çĕнĕ технологипе ĕçлекенсем татах та нумай. Уйрăмах чăваш чĕлхи вĕрентекенсене ют чĕлхе методики интереслентерет. Çĕнĕ технологисемпе ĕçлекенсен шутне ỹстерес тата вĕсен опычĕпе ыттисене паллаштарас тĕллевпе çĕнĕ вĕренỹ çулĕн пуç-ламăшĕнче кашни округрах "Çавра сĕтел" йĕркеленĕ. Пурнăç ыйтнă пек çĕнĕ технологисемпе усă курса ĕçлени тăван чĕлхен хакне ỹстерет, ачасене хавхалантарма пулăшать. Çак çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртес тесе республика шайĕнче "Чĕлхесем вĕрентнĕ ĕçри компьютер технологийĕн пулăшăвĕ" темăпа семинар ирттернĕ. 2004-мĕш çулта "Чăваш чĕлхи вĕренетпĕр" ятпа электронлă вĕренỹ кĕнеки шкулсене çитнĕ. Чăваш чĕлхипе литературине тата тăван ен культу-рине вĕрентес ĕçре те компьютерпа анлă усă курса ĕçлекен учитель-сем чылай. Тĕслĕхрен, Çĕрпỹ районĕнчи Михайловка шкулĕн дирек-торĕ Андреев Владимир Юрьевич 5-мĕш классем валли "Чăваш чĕлхи" ятпа электронлă вĕренỹ кĕнеки хатĕрлесе пачĕ. Ăна 2006-мĕш çулта шкулсене çитересшĕн. Çавăн пекех компьютер технологийĕпе тата видеоклипсемпе усă курса ĕçлекенсем: Канаш хулин 1-мĕш шкулĕнче ĕçлекен Мулюкова Елена Александровна, Шупашкар районĕн Кăшлавăш шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине тата тăван ен культурине вĕрентекен Майков Евгений Александрович, çак районтах Ишек шкулĕнче тăрăшакан Романов Петр Михайлович, Красноармейски районĕнчи 2-мĕш шкулта тăрăшакан Виталий Михайловичпа Зинаида Петровна Ми-хайловсем. Уйрăмах вырăс шкулĕсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентес ĕçре нумай улшăну пулса иртрĕ. Вунă çул каялла чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен пултаруллăхĕ çинче анчах, вĕренỹ кĕнекисемсĕр вĕрентнĕ пулсан халь вара ачасене тулли пĕлỹ пама, пахалăхĕ тивĕçтерсех каймасть пулин те, пур вĕренỹ кĕнекисем те пур. Асăннă вĕренỹ кĕнекисен пахалăхне ỹстерес тĕллевпе конкурс пырать. Конкурс материалĕсене пăхса тухма чи лайăх экспертсене явăçтарасшăн. Малашне конкурс çĕнтерỹçисен çĕнĕ вĕренỹ кĕнекисене кăларма шутлатпăр. Паянхи куна шкулсене республикăн вĕренỹ кĕнекисемпе вăтамран 93,7 процент тивĕçтернĕ. 2004-мĕш çулта 21 тĕрлĕ 82 пин ытла вĕренỹ кĕнеки кăларса ачасем патне çитернĕ (2003-мĕш çулта 19 тĕрлĕ). Паян кивĕлле ĕçлеме май çук. Çавăнпа та кĕнекесене çĕнетсех тăма тивет. Чăваш Республикин чĕлхесем çинчен калакан саккунĕпе килĕшỹллĕн юлашки виçĕ çул хушшинче чăваш тата вырăс шкулĕсем валли чăваш чĕлхипе тата литературипе вĕрентỹ программисем, ме-тодика хатĕрĕсем кăларса шкулсене çитернĕ. Çавăн пекех наци шкулĕсен Концепципе килĕшỹллĕн тăван ен культури предметпа та 5-мĕш классем валли чăвашла та, вырăсла та вĕренỹ кĕнекисем тухнă. 2004-мĕш çулта 6-7-мĕш классем валли вырăсла вĕренỹ кĕнекисем шкулсене çитнĕ. Юлашки вăхăтра шкул библиотекисенче уйрăмах илемлĕ литература çитменни тата кивелни вĕрентекенсене кăсăклантарать, çавăнпа та 2006-мĕш çулта республикăри шкул библиотекисене кĕçĕн класра вĕренекен ачасем валли вулама 800 пин тенкĕлĕх илемлĕ литература çитерме палăртнă. Шкулсенче чăваш чĕлхи урокĕсенче усă курмалли пособисем çителĕксĕрри пăшăрхантарать. Çавăнпа та ăсчахсене явăçтарса тĕпчев ушкăнĕсем йĕркелерĕмĕр: 1-4 классем валли - ертỹçи Артемьева Т.В., 5-7 классем валли - ертỹçи Сергеев Л.П., 8-9 классем валли - ертỹçи Виноградов Ю.М. Тĕпчев ушкăнĕсем тăрăшнипе çак ыйтăва татса парасса ша-натпăр. Чĕлхе Законĕпе килĕшỹллĕн хула шкулĕсенче класра 25 ачаран ытларах пулсан икĕ пая пайласа группăсемпе вĕрентмелле. Ку ыйтăва пĕтĕмĕшле республикăра татса панă темелле. Пĕтĕм классен 93 про-ценчĕ пайланаççĕ, анчах та 7 проценчĕ асăннă Закона пăхăнман шкулсем Шупашкар хулинче. Тăван хулара тăван чĕлхе çине çиелтен пăхни килĕшỹсĕр япала. Çавăнпа та çак асăннă шкулсене асăрхаттарусем тунă тата йĕрке тума срок панă. Вĕсем вĕренỹ çулĕ пуçланнине пăхмасăрах çак çитменлĕхсене пĕтермелле. Ачасен нумай пĕлес туйăмĕ ỹсни, тăван чĕлхене тĕплĕнрех вĕренес кăмăлĕ пурри савăнтарать, олимпиадăсенче те, тĕрлĕрен Раççей шайĕнче иртекен конкурссенче те хăйсен пултарулăхне кăтартма пултаракан ачасен шучĕ ỹссех пырать. Тĕслĕхрен, иртнĕ вĕренỹ çулĕнче чăваш чĕлхипе тата литературипе регионсем хуш-шинче ирттернĕ олимпиадăра хамăр республикăри 143 ача тата Тутар республикинчен, Самарпа Чĕмпĕр облаçĕсенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Пуçласа пĕрремĕш хут ытти регионсенчен килнĕ ачасем хăйсен ирĕкĕпе наци программине те вырăс шкул программине те суйласа илме пултарчĕç тата уйрăм тунă ĕçсене пурнăçларĕç. Рес-публикăри Г. Лебедев ячĕпе хисепленекен лицейра вĕренекен çичĕ ача тата Хĕрлĕ Чутай, Йĕпреç, Çĕрпỹ, Комсомольски, Шупашкар районĕсенче, Шупашкар хулин 37, 47, 49-мĕш шкулĕсенче вĕренекенсем çĕнтерỹçĕсем пулса тăчĕç. Çулсеренех çĕнтерỹçĕсем паракан вĕрентекенсене те тав сăмахĕ калас килет. 2005-мĕш çулта иккĕмĕш хут февралĕн 5-мĕшĕнче пĕтĕм Раççей ачисен "Чĕвĕлти чĕкеç" вăйă-конкурс пулчĕ. Çак вăйăра 7,5 пин ытла çамрăк кĕрешрĕç. Пушкăрт республикинчи 10 районпа ху-ларан 500 яхăн ача хутшăнчĕç, Тутар республикинчен-8 районпа хуларан 300 яхăн ача, Чĕмпĕр облаçĕнчи 4 районтан 85 ача хутшăнчĕç, ытти ачисем пурте хамăр республикăри чăваш чĕлхине юратакансем. Вĕсенчен 61 - шĕ Раççей çĕнтерỹçисем пулса хаклă парнесемпе дипломсене тивĕçлĕ пулчĕç. Кăçал пуçласа пĕрремĕш хут Чăваш чĕлхи кунĕ тĕлне "Туслăх хĕлхемĕ" ятпа республикăри чĕлхесен туслăх фестивальне ирттернĕ. Фестиваль 4 номинаципе иртнĕ. 1 ном. И.Я.Яковлев халалне илемлĕ вуласси конкурсра Шупашкар районĕнчи Янăш шкулĕнче 5-мĕш класра вĕренекен Васильева На-таша çĕнтерỹçĕ пулса тăчĕ. 2 ном. "Кĕрлерĕ вăрçă, çунчĕ çĕр, анчах çунмарĕ пирĕн халăх" сочи-нени çырса Элăк районĕнчи Вырăс Сурăм шкулĕнче 8-мĕш класра вĕренекен Мукина Марина çĕнтерчĕ. "Маншăн хаклă кашни кайăк, шырланти кашни чечек" ятпа чи лайăх сочинени Шупашкар районĕнчи Кугеç лицейĕнче 11-мĕш класра вĕренекен Никитина Татьяна çырнă. 3 ном. Вĕренỹпе методика проекчĕсене çырас ĕçре 1-мĕш вырăна Çĕрпỹ районĕнчи Михайловка шкул директорĕ чăваш чĕлхине ком-пьюторпа вĕрентмелли программа çырса тухнă. 4 ном. "Чи лайăх тăван чĕлхе кабинечĕ" ята Шупашкар районĕн Ат-лаш шкулĕнчи чăваш чĕлхи кабинечĕ çĕнсе илнĕ. Кабинет хуçи - чăваш чĕлхи предмета вĕрентекен Ишова Альбина Валентиновна. Çĕнтерỹçĕсем дипломсемпе хаклă парнесене, республикăра тухса тăракан хаçат-журналсене тивĕçлĕ пулчĕç. Çавăн пекех пуçласа пĕрремĕш хут "Çăлтăрчăк" ятпа вырăс шкулĕсен 7-8-мĕш класĕнче вĕренекенсем валли республикăри вăйă-конкурс иртнĕ, 39 ача хутшăнса вăй виçрĕç. Чи пултаруллисем Етĕрне наци гимназинче вĕренекен Облинова Дарьяпа Шупашкар хулин 47-мĕш шкулĕнче вĕренекен Тимофеева Надежда "Орле-нок"тата "Артек" лагерсенче канма путевкăсем çĕнсе илчĕç. Çавăн пекех вĕренекенсем хăйсен ирĕкĕпа чăваш чĕлхипе тата литературипе экзамен суйласа илсе тытни те савăнтарать. Тĕслĕхрен, Шупашкар хулинче иртнĕ вĕренỹ çулĕнче 1411 ача чăваш чĕлхипе экзамен тытнă, 733 ача - чăваш литературипе. Вĕсенчен 92 проценчĕ "4" тата "5" паллăсем илнĕ. 2005-мĕш çулхи сентябрĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министерствипе Культура Мини-стерстви Раççей Федерацин чĕлхе Законне пăхăнса çирĕплетнĕ 701-мĕш номерлĕ "Чăваш чĕлхин нормисене йĕркелесе пыракан Комис-сине" туса хунă. Ноябрĕн 15-мĕшĕнче пĕрремĕш ларăвĕ пулать. Республика тулашĕнче юлашки вăхăтра 300 ытла чăваш шкулĕ шутланать. Çак республика тулашĕнче вырнаçнă шкулсене пулăшас тĕллевпе Вĕренỹ тата çамрăксен политикин министерстви 14 регион-па килĕшỹ тунă. Килĕшỹсене пăхăнса кашни çулах вĕренỹ пайĕсен заявкисем тăрăх регионсене вĕренỹ кĕнекисем, методика хатĕрĕсем тата илемлĕ литература ярса паратпăр. 2004-мĕш çулта анчах Пушкăрт республикин чăваш шкулĕсене 18 пин ытла 849 пин тенкĕлĕх, Самар тăрăхне-7 пин çурă 239 пин тенкĕлĕх, Чĕмпĕр тăрăхне - 3700 ытла 100 пин тенкĕлĕх вĕренỹ кĕнекисемпе илемлĕ литература ярса панă. 2005-мĕш çулта - Пушкăрт республикине 7725 экземпляр 359 пин тенкĕлĕх, Тутар республикине - 14 пине яхăн 752 пин тенкĕлĕх, Самар тăрăхне - 470 экземпляр 30 пин тенкĕлĕх кĕнекесемпе тивĕçтернĕ. Пурпĕрех республика тулашĕнчи чăваш шкулĕсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентмелли кĕнекесем паянхи куна çи-телĕксĕр-ха. Республика тулашĕнче пурăнакан чăвашсемшĕн 2001-мĕш çултанпах Чăваш Республикин Президент Администрацийĕн сайчĕ çинче "Диаспора. Чувашский мир" ятпа интернет-проект ĕçлет. Унтан нумай çĕнĕ хыпар пĕлме пулать. Тунă ĕçсем чылай, малашне тăвас шухăшсем тата пысăкрах. Тăван чĕлхепе литература предметсене вĕрентес ĕçре çит-менлĕхсем те чылай-ха: 1. Чăваш чĕлхи вĕрентес ĕçе çĕнĕ методикăсем ытларах кирлĕ, çĕнĕлле ĕçлеме тăрăшмалла. 2. Электронлă вĕренỹ кĕнекисем шкулсенче çителĕксĕр. Вĕсем кашни предметпах пулмалла. 3. Вĕренỹ пособийĕсем, дидактика материалĕсем сахал. 4 Шупашкар хулинче чăваш литературине 10-11 классенче вĕрентекенсем 12 шкулта чăвашла ăнланмаççĕ. Ĕç пахалăхĕ пултăр тесен сехетсене специалистсене памалла.

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика