Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

Чĕлхе – тĕлĕнмелле тивлет

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

Чĕлхе – тĕлĕнмелле тивлет

 

 

Çĕршывăн, нацин, сăвăçсен

Чи пысăк пĕрлĕхĕ – чĕлхе.

Эпир чăваш чĕлхипелен

Кăкарăннă ĕмĕрлĕхе.

Атте-анне, Тăван çĕршыв

Тесе калатпăр чăвашла.

Чĕлхемĕрте чечек шăрши,

Шыв-шур шавлать, вăрман кашлать,

Чечен чĕкеç чĕвĕлтетет,

Савни юрри савăнтарать…

Чĕлхе – тĕлĕнмелле тивлет, –

Тĕнче уççи вăл тыттарать.

(Петĕр Хусанкай)

 

Туссем калаçнă чух, тăван чĕлхемĕм,

Шур акăш тĕкĕ евĕр эс çемçе.

Санпа ман халăх чунĕ те илемĕ

Çÿрет çÿлте те çĕр çинче вĕçсе.

Юрланă чух сассу хитре те уçă.

Итлет вăрман та, хир те янраса.

Чулсем çинчи канми-тăми çăлкуçĕ

Юхса йăпаннă пек сассу таса.

(Ухсай Яккăвĕ)

 

Пуçра мĕн чухлĕ шухăш санăн,

Мĕн чухлĕ ĕмĕт халлĕхе,

Сана, ачам, пурне те панă

Чăваш чĕлхи, тăван чĕлхе.

(Ухсай Яккăвĕ)

 

Чĕлхемĕре танлаштаратăп аннепе,

Аннесенче тапать чĕлхе чĕри,

Ун çепĕç те асамлă вăйĕпе

Çак çĕр çинче пурнать мĕн пур чĕрри.

Мĕнле телей тăван чĕлхем пурри!

Мĕн ĕмĕрлĕх анне пире пÿрни,

Чĕрем юрри, çут пурнăçăн юрри,

Тĕнчемĕре ун пилĕпе курни.

(Петĕр Çăлкуç)

 

Çепĕççĕн, сулмаклăн,

Савăккăн, хăватлăн

Янăратăн эсĕ ман тăван чĕлхем.

Тимĕре тататăн,

Чул  сăрта вататăн,

Сÿннĕ  вучахра та эс чĕртен хĕлхем!

Савнă ялăмра-и,

Шавлă хулара-и

Сан сассун йыхравĕ пуçтарать пире.

(Альпăрт Канаш)

 

Чĕлхем, тăван чĕлхем,

Эс пуртанах – чунра

Çиçет шевле-хĕлхем,

Чупать вăй-хал юнра.

(Александр Лукин)

 

 

Тăван чĕлхем! Таса хĕлхем
Парсам пăлхавлă чунăма.
Пĕр чăнлăх, савăнăç, илем,
Пар ирĕк – çутăрах çунма.
Ĕшеннисемшĕн çул çинче
Эс – шанчăк çăлтăрĕ ялан.
Тискер тăманлă каçсенче
Йыхравлă чан пек янăран.
Çунат паратăн çамрăка,
Ватта чун канăçĕ кÿрен.
Сÿнсе кĕлленнĕ кăмрăка
Вуткайăк сывлашĕ кĕртен.

(Митта Ваçли)

 

Эй, чĕлхемĕр!
Ылтăнпа виçейми таса тупра!
Çакă çутă тĕнчере хăйне чăваш теекен,
пултăранпа ыр пулан,
сăрапала сăйланан халăх пĕрлĕхне упра!
Çитмĕл те çичĕ тинĕс утравĕнче ылтăн вăрман,
ылтăн вăрманта ылтăн пÿрт,
ылтăн пÿртре ылтăн сакай,
ылтăн сакайĕнче ылтăн йăва,
ылтăн йăвара ылтăн çăмарта,
ылтăн çăмартаран тухнă хур чĕпписем
шăкăл та шăкăл шăкăлтатса пурăннă евĕр
ылтăн сăмахпа ынатланса,
кĕмĕл кĕвĕпе кĕрнекленсе пурăнччăр,
чĕвĕл-чĕвĕл чĕлхемĕр,
сана тăван шутлакансем,
сана сума сăвакансем,
сан илемлĕхÿпе сан хĕлхемлĕхне
чун-чĕринче упракансем,
ытарайми чăваш çыннисем.

(Юрий Сементер)

 

 

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика