Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2010.10.06 Чун пуянлăхĕ (Хресчен сасси)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

Икĕ хутлă капмар çурт умĕнче сарă-хĕрлĕ чечексем хĕвел çуттинче илемлĕн ялкăшса лараççĕ, кăмăла çĕклеççĕ. Вĕсем те ачасемпе, педагогсемпе çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнишĕн савăнаççĕ тейĕн. Шкул та çу каçа палăрмаллах çĕнелсе çуталнă.

- Кăçал чÿречесене пластикпа улăштартăмăр. Вĕсенчен çил вĕрмест, çĕрĕшмеççĕ, шанчăклă, - ăнлантарать Вăрнар районĕнчи Санарпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул директорĕ Светлана Павловна Максимова.

Алăк умне те çĕнĕ плита сарса тухнă. Çурт-йĕр шалтан та илемлĕ, хăтлă. Урайсем, стенасем тин сăрланăн тĕкĕр пек çуталса тăраççĕ. Юсав ĕçĕсене учительсем те хутшăннă, кашни хăйĕн класне çĕнетнĕ, илемлетнĕ.

- Шкула юсаса çĕнетме республика, район бюджечĕсенчен икĕ миллион çурă тенкĕ уйăрчĕç, - савăнса пĕлтерет директор. - Укçа столовăйне, ăшă тытăмне çĕнетме те çитрĕ. Кирпĕч çурт та вăхăт иртнĕ май йăшăхать, кивелет, юсаса тăмасан арканать.

«Вĕрентÿ» наци проекчĕпе методика пособийĕсем, энциклопедисем çитни вырăнти библиотекăна самай пуянлатнă.

Санарпуçĕнче никĕс шкулĕ пулнă май вĕренекенсен йышĕ ÿссех пырать. Хальхи вăхăтра тăхăр ялтан 230 ача вĕренет. Иртеменкассинче шкул хупăннă май йыш палăрмаллах хушăннă. Аякри ялсенчен ачасене ятарлă автобус турттарать. «Тепре пулсан аванччĕ те», - тет ашшĕ-амăшĕ.

Светлана Павловна унччен Иртеменкасси шкулне ертсе пынă. Педагогикăри ĕç стажĕ - 25 çул. Халĕ те ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет. Танлаштармалăх пур темелле.

- Шкул хупăнни ял пĕтнине пĕлтермест, - сăмахлать вăл. - 3-5 ачаллă классенче кашнипе уйрăммăн ĕçлеме пулать, анчах вĕсенче пĕр-пĕринпе ăмăртса вĕренес туртăм çукрах. Вăйлă вĕренекен хыççăн ыттисем туртăнаççĕ, пĕлĕвĕсене тĕрĕс хаклама, танлаштарма пултараççĕ. Пĕчĕк ушкăнра лидер пулмасан? База шкулĕ пурлăхпа техника енчен пуян. Укçа-тенкĕ ытларах уйăрни, ăна аталантарма тăрăшни сисĕнет. Тарăн пĕлÿ илме, аталанма условисем аван. Сахал ачаллă вĕренÿ çурчĕсене тытса тăрасси бюджетшăн тăкаклă.

Санарпуçĕнче ача-пăча йышĕ хушăнни çамрăк çемьесем тăван енрех тымар яма тăрăшнипе те çыхăннă. Вăрнар юнашаррипе ĕç тума çăмăлрах тата вырăнти «Санар» агрофирма та ура çинче çирĕп тăрать. Эппин, ялăн, шкулăн малашлăхĕ пур. Пурнăç уттинчен юлас марччĕ кăна.

- Шкулта компьютер класĕ, интернет пур. Учительсем вĕрентÿре çĕнĕлĕхсемпе туллин усă курма тăрăшаççĕ: компьютер, медиапроектор тата ытти те. Халĕ акă патшалăхăн вĕрентÿ стандарчĕ çине куçма хатĕрленеççĕ.

Санарпуçсем çĕнĕлĕхе ырласа йышăннă. Капла предмета, темăна кăсăкрах, тарăнрах та тĕрлĕ енлĕн уçса пама май пур. Вĕренекенсен, ачасен пултарулăхне аталантарма çул уçăлнă. Учительсем предметсене - географи, биологи, хими е чăваш, вырăс, акăлчан чĕлхисем - çыхăнтарса пĕрлехи уроксем парасси вăй илсе пырать.

- Çĕнĕлĕхпе ачасем те кăсăкланаççĕ, вĕрентÿ процесне хаваспах хутшăнаççĕ, - каласа парать директор. - Çапах кашни кун çапла вĕрентеймĕн, ытти çул-йĕр шырамалла, хытса çирĕпленнĕ мелсенчен хăпмаллах.

Сăмахăм тÿлевлĕ вĕрентÿ çине куçнă май ăна та сÿтсе яврăмăр.

- Ялта ăна пурнăçа кĕртме йывăртарах, - хакларĕç вĕрентекенсем. - Кружоксене, хушма уроксене тÿлевлĕ тусан ачасем çÿреме пăрахĕç. Мĕншĕн тесен ашшĕ-амăшĕн укçа çукрах. Эпир вара кружоксемпе секцисене йывăр çемьери ачасене явăçтарма тăрăшатпăр. Килти хирĕçĕве, ĕçкĕ-çике сахалрах курччăр. Вĕсене воспитани парасси те шкул çине тиенет.

Ача-пăчана чи малтан ĕç воспитани парать. Ахальтен-им ачасене мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарса ÿстерме тăрăшаççĕ. Ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ çын преступлени çулĕ çине тăмасть. Санарпуçсен 9 гектар çĕр, виçĕ трактор, копалка пур. Унччен ĕç урокĕсенче ачасем сăнавсем ирттернĕ, шкулăн хушма хуçалăхĕнче тăрăшнă. Туса илнĕ пахча çимĕçпе столовăйĕнче усă курнă. Çавна май апат та йÿнĕрех кайса ларнă. Халĕ çул çитменнисене ĕçлеттерме саккунпах чарни педагогсене пăшăрхантарать.

- Мĕнле-ха апла, - теççĕ учительсем, - вĕренекенсене чÿлмекри чечеке шăварма, доска шăлма та хушма юрамасть. Капла хамăрах наянсем çитĕнтеретпĕр мар-им? Çĕр ĕçĕнчен ютшăнса ÿснĕ çын тăван çĕршыва, яла та хисеплемест, унран писет. Хушма хуçалăхра педагогсем те ачасемпе тăрăшни пĕр-пĕрне ăнланма, туслашма пулăшнă, ял çыннин йывăр ĕçне хаклама, хисеплеме вĕрентнĕ.

Санарпуçĕнче опытлă педагогсем ĕçленине стена çинчи дипломсемпе Хисеп грамотисем те çирĕплетеççĕ. 2006 çулта шкул инноваци программине хута кĕртекен вĕрентÿ учрежденийĕсен конкурсĕнче 200 пин тенкĕ грант çĕнсе илнĕ. Раççей Президенчĕн грантне тивĕçнисем кăна виççĕн: Вера Иванова, Алина Крипчакова, Раиса Гордеева.

Кăçал вара чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Ирина Семенова Чăваш Республикин Президенчĕн грантне - 50 пин тенкĕ - илнĕ. 20 педагогран улттăшĕ аслă категориллĕ. Районти пĕртен-пĕр шкулта вĕренекенсем аттестатпа пĕрлех тракторист-машинист свидетельствине илеççĕ. Виçĕ çулта çамрăксем техникăна алăри пÿрнесем пек пĕлсе çитеççĕ.

Вĕренекен вĕрентекене пăхать тенĕ. Кăçал Санарпуçĕнчен 22 ача вĕренсе тухса аттестат илнĕ. Çав шутран пиллĕкĕшĕ - техникума, пĕри - училищĕне, ыттисем аслă шкулсене вĕренме кĕнĕ.

- Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕ пĕр енчен лайăх, анчах çитменлĕхĕ те самай, - терĕ ЕГЭ пирки сăмах пуçарнă май Светлана Павловна. - Экзамен çамрăксемшĕн - пысăк стресс. Кун пек пĕрре чăтса ирттеретĕн те малалла кайма çул уçă. Çапах вăл ачан пĕлĕвне тĕрĕс хаклаймасть. Лайăх вĕренекенех çухалса кайма, йăнăшма пултарать. Учитель экзаменра ăна тÿрлетме пулăшать, унччен мĕнле вĕренсе пынине шута илет. Алла аттестат илейменнисен умри çулĕ хупă, ĕмĕчĕ татăлать. Тата эпир наци программипе вĕрентетпĕр. Çакна ЕГЭре пач шута илмен. Лицей-гимназире вĕреннисемпе танах ял ачин те ЕГЭ тытмалла. Вĕсен пĕлÿ шайĕ те тĕрлĕрен. Тата кашни ача пĕр пек вĕренме пултараймасть, хăшĕ-пĕрне аслă шкул кирлĕ мар. Мĕншĕн вĕсен ыттисем пекех нушаланмалла? Балл хыççăн хăваласа ачасен чун-чĕре, ăс-хакăл пуянлăхне аталантарасси пирки те манатпăр.

Л.Никитина.

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика