Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2010.09.30 «Каникулра ачасемшĕн тунсăхлатăп» (Хыпар)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

Пӗррехинче ӗҫ кунӗ вӗҫленес умӗн шкапӑн аялти ҫулӗкӗ ҫинче

выртакан хаҫат тӗркине илтӗм. 1986 ҫулта тухнӑ номерсем иккен

унта. 24 ҫул каяллахи ҫинчен ҫырнисене кӑсӑклансах

вулама пуҫларӑм.

Акӑ юпа уйӑхӗ, Учительсен кунне халалланӑ страница. Доска умӗнче ҫамрӑк хӗр тӑрать. Юнашарах -«Пысӑк ӗмӗтпе» тӗрленчӗк. Авторӗ - «Коммунизм ялавӗ» /халӗ «Хыпар»/ хаҫатӑн Канаш, Тӑвай, Вӑрнар районӗсемпе ӗҫленӗ ятарлӑ корреспонденчӗ В.Васильев. Геройӗ -Канаш районӗнчи Вӑтакас Кипеч вӑтам шкулӗнче пуҫламӑш классене вӗрентекен Э.Алексеева. Ун чухне тин ҫеҫ Канашри педагогика училищинчен вӗренсе тухнӑ вун тӑххӑрти учительница Ҫӗнӗ Шелттемре ӗҫленӗ. Ячӗ пӗр вӑхӑт республикипех кӗрлерӗ. Студентсен строительство отрядне пултаруллӑ ертсе пынӑшӑн, ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстернӗшӗн Эльвирӑна «Хисеп Палли» орденпа наградӑланӑ. Маттур хӗр ертсе пынӑ отряд Патӑрьел салинчи улма-ҫырла питомникӗнче ӗҫленӗ. Унӑн директорӗ А.Яковлев студентсене тав туса училищӗне ҫыру ҫырнӑ, тепӗр ҫул та килме ыйтнӑ. Икӗ ҫу ирттернӗ Пӑла тӑрӑхӗнче Э.Алексеевӑпа юлташӗсем. Студентӑн ҫӑмӑл мар, ҫав хушӑрах хаваслӑ та кӑсӑклӑ пурнӑҫӗ хыҫа юлнӑ. Малта - пачах урӑхла пурнӑҫ. Хӗрлӗ дипломлӑ ҫамрӑк педагог вӗренту ӗҫне пысӑк хастарлӑхпа пуҫӑннӑ.

Ҫак кунсенче вара педагогикӑра нумай ҫул ӗҫлесе пысӑк опыт пухнӑ Эльвира Васильевнӑпа тӗл пулса калаҫма тӳр килчӗ. Йӑлана кӗнӗ пӗрремӑш ыйту ҫакӑн пек пулчӗ: «Учитель профессине суйласа илме мӗн  хистерӗ?».

- «Аннеҫӗм, мӗншӗн-ха эсӗ учительница? Таньӑн амӑшӗ вара сутуҫӑ, манӑн сана питӗ лавккара ӗҫлеттерес килет», - терӗ иккӗмӗш класа куҫнӑ ывӑлӑм. Тӗрӗссипе, ҫухалсах кайрӑм, шухӑша путрӑм. Чӑн та, мӗншӗн-ха эпӗ ҫирӗм пиллӗкмӗш ҫул ӗнтӗ ачасене вӗрентетӗп? Учитель пулас ӗмӗт мана пӗчӗклех илӗртетчӗ. Пӗлÿ патне туртӑнни хӑйне евӗрлӗ килену куретчӗ. Ҫак туйӑма ыттисене пӗлтерес килетчӗ. Шкулла выляма кӑмӑллаттӑм, вӗрентекенӗ яланах эпӗ пулаттӑм. Тантӑшсенчен урок ыйтасси, пӗлӗвне хакласа паллӑ лартасси питӗ килӗшетчӗ, чӗре иксӗлми савӑнӑҫпа тулатчӗ. Професси суйласа илес тӗлӗшпе аннен, Раиса Александровнӑн, витӗмӗ те пысӑк пулчӗ. «Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ учительници» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ вӑл. Ăна, ахӑртнех, Турри вӗрентекен пулмах пӳрнӗ. Чунӗпе парӑннӑччӗ хӑйӗн ӗҫне юратнӑ аннеҫӗм. Савӑнӑҫне те, хуйхине те вӗренекенӗсемпе пӗрле пайлатчӗ. Вӑл урока хатӗрленнине, тетрадьсем тӗрӗсленине сӑнама, унӑн хитре ӳкерчӗксемлӗ кӗнекисене уҫса пӑхма юрататтӑм, Кашни кун каҫ ҫитессе, анне урока хатӗрленме ларасса чӑтӑмсӑррӑн кӗтеттӗм. Ун чухнех, 5-6 ҫулсенчех, анне пек учитель пулас килнӗ ман, - хуравларӗ вӑл. Учитель ӗҫӗнчи малтанхи йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме Эльвирӑна СССР ҫут ӗҫ отличникӗ Р.Ерофеева пулӑшса пынӑ. Роза Николаевна ун валли яланах ырӑ канаш тупнӑ, вӗрентме тӑрӑшнӑ. Педагогика училищинче илнӗ пӗлӳ никӗсӗ те урок темисене уҫса пама пулӑшнӑ. Р.Максимовӑран, Р.Кузьминаран, К.Губановӑран меслетлӗх вӑрттӑнлӑхӗсене алла илнӗ.

Ҫӑмӑл мар пуҫламӑш классен учителӗ пулма. Ăна ашшӗ-амӑшӗ хӑйӗн ачине шанса парать. Ахальтен мар пӗрремӗш учителе иккӗмӗш амӑшӗ вырӑннех хураҫҫӗ. Вӑл пӗчӗкскерсене пӗлӳ тӗнчине ҫавӑтса кӗрет. Учительсӗр пуҫне психолог та, воспитатель те, нумай енлӗ педагог та, медик та пулмалла. Унӑн ӗҫӗнче чӑтӑмлӑх пысӑк вырӑнта. Унсӑрӑн ҫитӗнӳ тума питӗ кансӗр. Ачасемпе пӗрле хӑй те вӗренни, аталанса пыни ӑна пурнӑҫпа тан пыма пулӑшать. Педагогӑн ҫак ырӑ енӗсене Эльвира Васильевнӑра та курма пулать.

- Ачасене шутсӑр юрататӑп. Пӗлесчӗ сирӗн, ҫуллахи каникулра вӗсемшӗн еплерех тунсӑхлатӑп эпӗ. Маншӑн вӗсем хамӑн ачасем пекех хаклӑ. Кашнин хӑйӗн савӑнӑҫӗ, пӑшӑрханӑвӗ. Ирхине шкула ҫӗкленӳллӗ кӑмӑлпа тухса утатӑп, мӗншӗн тесен мана унта вӗренекенӗмсем чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ. Каҫхине киле васкатӑп. Унта - манӑн юратнӑ мӑшӑрӑм, ывӑлӑмсем. Ӗҫе каяс, ӗҫ хыҫҫӑн ҫемье патне таврӑнас килни телей мар-и-ха! - терӗ вӑл.

Ялта учитель кашнин куҫӗ умӗн-че. Ҫемьере вӑл мӗнле ҫын, епле куршӗ  пулнине  пурте  пӗлет.

... Шелттем тӑрӑхӗнчен тӑван ене таврӑнсан Э.Алексеева паспортне улӑштарать, Мӗншӗн тесен вӑл Алексеевӑран Анатольева пулса тӑрать. Мӑшӑрӗ Вячеслав Николаевич ачасене информаципе коммуникаци технологине, физика вӗрентет. Анатольевсен икӗ ывӑлӗ Канашри педагогика колледжне хӗрлӗ дипломпа пӗтернӗ. Асли Андрей хӗсметре, вӗрсе каламалли инструментсен оркестрӗнче. Александр Чӑваш Республикин Президенчӗн стипендине икӗ хутчен тивӗҫнӗ, пӗлӗвне куҫӑмсӑр майпа И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн физикӑпа Математика факультетӗнче  ӳстерет.

- Кӗҫӗн ывӑлӑм Апеша та пултарулӑхӗпе савӑнтарать. Ашшӗ пулӑшнипе компьютера лайӑх пӗлсе ҫитрӗ. Пӗтӗм Раҫҫейри «Пӗлӳ тӗнчи», «Руҫре ҫӑварнине уявлани» викторинӑсене хутшӑнса иккӗмӗш вырӑн йышӑнчӗ. Республикӑра кӗҫӗн классенче вӗренекенсем валли ирттерекен пултарулӑх конкурсӗсенче те, шкул ачисен ӑс-тӑн марафонӗсенче те лайӑх пӗлупе палӑрать. Тен, темиҫе ҫултан унран «Анне, эпӗ те уссе ҫитсен учитель пулатӑп» тенине илтӗп; - чунри ӗмӗтне пӗлтерчӗ Эльвира Васильевна.

Э.Анатольева Пӗтӗм Раҫҫейри интернет-педканаша хутшӑннӑ. Унӑн ӗҫне пысӑк хак парса «Тӗнче. Учитель» эссесен пуххинче пичетленӗ. Кунта ҫакна та каласа хӑвармалла: асӑннӑ кӗнекерех унӑн мӑшӑрӗн Вячеслав Николаевичӑн статйи те кун ҫути курнӑ. Эльвира Васильевна хатӗрленӗ «Пуҫламӑш классене вӗрентес ӗҫре информаципе коммуникаци технологийӗпе усӑ курасси» статьяна «Халӑх шкулӗ» журналта  пичетленӗ.

Эльвира Васильевна республикӑри Вӗренӳ институчӗн пуҫламӑш классене пӗлӳ паракансен пултарулӑх ушкӑнӗнче тӑрать. /Ушкӑн методика кӑтартӑвӗсем хатӗрлет/. Педагогикӑри опытне интернетпа ӑслӑлӑх-практика конференцийӗсене, фестивальсене хутшӑнса сарать, «Первое сентября» издательство ҫурчӗпе ҫыхӑну тытать. Республика шайӗнчи семинарсенче, курссенче, конференцисенче тухса калаҫать. Професси ӑсталӑхне ҫирӗплетсе тӗнчери, Раҫҫейри, республикӑри сертификатсене  тивӗҫнӗ.

                                Виталий АЧЧА.

Канаш районӗ

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика