Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2010.08.25 Чун ҫӑлтӑрӗн ҫутине сӳнме памасӑр (Хыпар)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

Алена Андреевна Ядрицова ҫинчен ҫырма шухӑшласа хунӑ статьяна хут ҫине «ӳкериччен» вӑл ҫуралса ӳснӗ яла каяс терӗм. Йӗпреҫрен вунӑ ҫухрӑмра вырнаҫнӑ Пысӑк Упакассине рейс автобусӗ туххӑмрах илсе ҫитерчӗ. Ядрицовсен ҫурчӗ умӗнчи калинккерен кӗрсе тӑтӑм кӑна - мана хирӗҫ /кантӑкран асӑрханӑ-ши?/ Алена Андреевна чупса тухрӗ. Шӑрӑхран пытанас тесе пахчари сулхӑнрах вырӑна,  улмуҫҫисем айӗнчи тенкел ҫине лартӑмӑр.

 

...Мария Яковлевнӑпа Андрей Михайлович Ядрицовсем - ку тӑрӑхри чыслӑ та сумлӑ ҫынсем - 11 ачана кун ҫути панӑ, вӗсенчен вуннӑшӗ сывӑ пурӑнаҫҫӗ. Пурте пурнӑҫ ҫулӗпе малалла утаҫҫӗ, хӑйсем кӑмӑллакан ӗҫе юратса пурнӑҫлаҫҫӗ. Йышлӑ ҫемье тахҫанах «вӗҫсе» саланнӑ ӗнтӗ. Алена кӑна тӑван тӑрӑхран, ашшӗпе амӑшӗн кӗтесӗнчен, уйрӑлман. Халӗ колхозра ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ ветерансем хӗрӗ хулара тӗпленменшӗн питех те кӑмӑллӑ: кил-ҫуртри, картишӗнчи, пахчари пӗтӗм ӗҫе Алена тӑвать. Эпӗ калас шухӑшран кӑштах пӑрӑнтӑм пулас. Алена Андреевнӑна мӗн сӑлтавпа килнине пӗлтертӗм. «Чӑрманма кирлӗ марччӗ, - терӗ вӑл, кӑштах хумханнине палӑртса. - Вӗрентекенӗн ӗҫӗ пирки мӗнех калайӑп-ши? Эпӗ сире кӑҫал, шӑрӑх ҫанталӑкрах, тухӑҫлӑ пахча ҫимӗҫ ҫитӗнтернин вӑрттӑнлӑхӗсене уҫса пани вырӑнлӑрах пулмӗ-и?»

«Сӑпайлӑх картӗнчен тухакан педагог мар вӑп пирӗн», - аса илтӗм Йӗпреҫри иккӗмӗш вӑтам шкул директорӗ М.В.Антонов темиҫе кун маларах каланӑ сӑмахсене. Ара, Алена Андреевнӑн, ҫак вӗренӳ учрежденийӗнче 17 ҫул тӑрӑшнӑ педагогӑн, ыттисене каласа памалли темӗн чухлех: вӑл районти «Ҫулталӑк вӗрентекенӗ» конкурс ҫӗнтеруҫи те, тӗрлӗ номинацире пӗрремӗш степень диплома чылай хут тивӗҫнӗ вӗрентекен те, чӑваш чӗлхипе тата литературипе районта, республикӑра ирперекен олимпиадӑсенче хӑйӗн вӗренекенӗсене мала тухма хавхалантараканӗ те, Раҫҫей Президенчӗн пӗлтӗрхи грантне ҫӗнсе илекенӗ те... Кашнин ҫинче уйрӑммӑн чарӑнса тӑма пулать.

«Пӗр чӗлхе» тупмасӑр чылайччен «вырӑнта тӑпӑртатса» тӑнӑ хыҫҫӑн Алена Андреевна кӑмӑлӗ ҫемҫелчӗ, паянхи вӑхӑт тӳпинчен пӑхса, хӑй ку таранччен такӑрлатнӑ ҫул-йӗре вулакансен умне кӑларма  килӗшрӗ...

«Эпӗ тӑван литературӑна юратма ӑҫтан пуҫланӑ тетӗр-и? - ыйтӑва ыйтупах хуравланинчен ӳкрӗ вӑл калаҫу йӗрӗ ҫине. - Манра ҫав туртӑм пулмасассӑн - намӑс та. Ара, эпӗ Чӑваш халӑх поэтне Ҫемен Элкере сӑпка сиктернӗ ялта ҫуралса уснӗҫке. «Хӗнхур айӗнче» поэма авторӗ яла килсен манӑн асаттепе тӗл пулмасӑр, унпа ӑш пиллён калаҫмасӑр кайман каялла. Пӗр-пӗринпе ҫырусем ҫӳретнӗ. Эпир ача чухне ҫав ҫырусен пӗлтерӗшне хакламан,  вӗсене   упрама   тӑрӑшман.   Паян

уроксенче усӑ курма мӗн тери паха документсем пулатчӗҫ.

Хамӑрӑн мухтавлӑ ентешӗмӗрӗн пур хайлавне те вуласа тухнӑ эпӗ, вӗренекенсемпе «Кушлавӑш текен вун икӗ ял уйне» кӗрекен хутлӑха каялла-малалла виҫнӗ, Йӗкӗс шывӗ, «Хусах кати», «Вӗлтӗрен ҫырми» хӗрринче уҫӑ уроксем ирттернӗ, Элкер калавӗсемпе по-веҫӗсенчи, поэмисемпе романӗсенчи сӑнарсен паянхи йӑх-тӑхӑмне тӗпченӗ, вӗсен  «пурнӑҫ  йывӑҫҫине  ӳкернӗ...»

Вӑхӑт ҫав тери хӑвӑрт мапалла кайса пыни кӑна унӑн чун-чӗринче пӑшӑрхануллӑ туйӑмсем ҫуратать. /«Ёмӗр иртсе те кайӗ. Палӑртса хунин чӗрӗкне те пурнӑҫлаймасран хӑратӑп»/.

И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культурин факультетне вӗренме кӗнӗ чухнех экзамен йышӑнакансене Константин Ивановӑн вилӗмсӗр поэмине малтан пуҫласа вӗҫне ҫитиех пӑхмасӑр пӗлнипе тӗлӗнтернӗ Пысӑк Упакасси хӗрӗ. Комисси членӗсем «ҫурма ҫулта» чарман пулсан ӑна темиҫе сехет вулама хатӗр пулнӑ. Алена Андреевна. паян хӑйӗн вӗренекенӗсене те калаҫу, ҫыру ӑсталӑхне аталантарма хӑнӑхтарнӑ хушӑрах ас туса юласлӑха тӗпе хума кирлине асӑрхаттарсах тӑрать.

Ӗҫтешӗсем каланӑ тӑрӑх, вӑл новатор-педагогсен ырӑ тӗслӗхӗсене ҫул парса пынипе кӑна ҫырлахса лармасть, вӗҫӗмех хӑйне канӑҫ паман ҫӗнӗлӗхсене шырать, вӗсене тупать, ӗҫе кӗртет. Унӑн урокӗсем ыттисенчен уйрӑлса тӑнин тӗп вӑрттӑнлӑхӗ - 45 минутра класри кашни ачана калаҫӑва явӑҫтарни, вӑл е ку хайлав пирки вӗренекенсене хӑйсен шухӑшне уҫса пама май туса пани. Алена Андреевна тӑван чӗлхене вӗрентнӗ чухне тӗрлӗ халӑхӑн «ҫунатлӑ каларӑшӗсемпе» те пӗлсе усӑ курать, чӑваш ҫыравҫисен хайлавӗ-семпе кӑна мар, вырӑс классикӗсен шедеврӗсемпе те паллаштарать, вӗсенчи пӗр пеклӗхсене илсе кӑтартать. «Ҫапла эпӗ ачасене атте-анне чӗлхине тарӑнрах юратма ҫеҫ мар, вӗсене уйрӑм ҫынпа пӗтӗм этемлӗхе, ҫемьепе патшалӑха, наципе тӗнчери халӑхсене хумхантаракан ыйтусене хӑйсенех хурав тупма хӑнӑхтарасшӑн. Пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑма хатӗрленекен яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫшӑн /А.А.Ядрицова - вуннӑмӗш классен ертӳҫи те/ ҫак йӗрке уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ пулассӑн туйӑнать. Кунпа пӗрлех иртни ҫине те ҫаврӑнса пӑхма вӗрентетӗп. Яшсемпе хӗрсем иртнине мӗн чухлӗ сахалрах илеҫҫӗ, вӗсен пурнӑҫри хастарлӑхӗ ҫавӑн чухлӗ хавшакрах пулӗ. Халӑх ӗмӗрсен тӑршшӗнче пухнӑ кӑмӑлсипет пуянлӑхӗ, ӗҫре ҫирӗпленнӗ йӑласем, ваттисен еткерлӗхӗнчен вӑй илсе пыракан чӗлхе мерченлӗхӗ - ҫаксене пӗтӗмпех хамӑн уроксене «кӗртме» тӑрӑшатӑп».

Унӑн калаҫӑвне тӑнласа ларнӑҫем ҫакна уҫӑмлӑн ӑнланса илтӗм: ачасем те, вӗсен ашшӗ-амӑшӗ те юратакан педагог тӑван чӗлхен ытарайми янӑрав-лӑхӗпе ҫепӗҫлӗхӗ урлӑ пурне те асаттесен йӑли-йӗркине упрама, вӗсен ыр кӑмӑллӑхне, ӗҫри, кӗрешури хастарлӑхӗпе паттӑрлӑхне, тӑван ен, ҫӗр-анне туртӑмне вӑйлатма чӗнет, ӑс-хакӑллӑхпа тӗрӗслӗх туйӑмӗсене пуянлатма хистет. Нимӗн те калаймӑн, ку тӗллеве пурнӑҫа кӗртни вӑл - чун ҫӑлтӑрӗн сӳнми ҫутине ялкӑштарниех.

Алена Андреевна ҫакна ҫирӗп шанать: паянхи пурнӑҫа ҫӗнӗлле йӗркелес, йывӑрлӑхсенчен тухма шанчӑклӑ ҫул-йӗр шырас ӗҫре тӗнчери чи авалхи те чи сулмаклӑ чӑваш чӗлхин пӗлтерӗшӗ пысӑк пулӗ. «Ҫавна ачасене чун-чӗрепе туйса илме вӗрентес тесен чи малтан юратупа чыслӑх, патриотпа тӑванлӑх туйӑмӗсене аталантарни кирлӗ», - тет аслӑ категориллӗ педагог.

-   Сирӗн кумир пур-и?

-  «Кумир» сӑмах вырӑнлах мар кунта, хапьлӗхе ӑна каламалли шаях ҫӗкленнӗ ӗҫтешӗмсене курмастӑп-ха эпӗ. Ҫапах та маншӑн Шупашкарти 59-мӗш шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен,   ӑслӑлӑхпа  вӗрену  енӗпе   нумай-нумай кӗнеке кӑларнӑ Галина Васильевна Абрамова меслечӗсем тӗрев пулса тӑраҫҫӗ.

Сӑмах май, Г.В.Абрамова пӗлтӗр' тӑван ҫӗр-шывӑн тӗп хулинчи «Вӗренӳ аталанӑвӗн федераци институчӗ» ФПУ ирттернӗ конкурс ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ. Кӑҫал ҫав тупӑшура Чӑваш Ен чысне Йӗпреҫри иккӗмӗш вӑтам шкул вӗрентекенӗ Алена Андреевна Ядрицова хӳтӗлет. Ҫӑмӑл мар кӗрешӳрен ҫӗнтерӳҫӗ пулса тухма вӑй-халпа ӑнӑҫу сунатпӑр ӑна.

-   Раҫҫей Президенчӗн грантне тивӗҫни - пысӑк чыс. Ҫӗршыв шайӗнчй конкурса кайма тивёҫлӗ пулни - ӗмёте пурнӑҫа кӗртни. Унта ҫӗнтерӳҫӗ пулассишӗн тупӑшакансен хушшинче чӑваш хӗрӗ те пулни вара манӑн ку таранчченхи утӑмсене Вӗрентекен ҫулталӑкӗнче хак панипе танлаштӑр.    Халӗ тӗлӗксенче ялан тенӗ пекех ӑсталӑх урокӗсем ирттеретӗп. «Ирхи тӗлӗк чӑн пулать,» - теҫҫӗ. Вӑл турре тухтӑрччӗ, - терӗ Алена Андреевна.

 

Геннадий КУЗНЕЦОВ

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика