Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2010.08.18 Педагогикӑра -613 ҫул! (Хресчен сасси)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

Ӑруран ӑрӑва пархатарлӑ профес-си суйласа илекен ҫемьесем тӗлӗнте-реҫҫӗ те савӑнтараҫҫӗ. Умри ҫул-йӗре витӗр курса-пӗлсе тӑраҫҫӗ темелле. Аслисен опытне тӗпе хурса ҫамрӑксем вӗсем такӑрлатнӑ ҫула татах анлӑла-таҫҫӗ.

Ҫӗрпӳри Шумиловсен ҫемйинчен акӑ 28 педагог тухнӑ. Чӑннипех тарӑн та ҫирӗп тымар. Вӗсем ӑс парса пур-нӑҫ ҫулӗ ҫине тӑма пулӑшнӑ ҫамрӑк-сене шутласа кӑлараймӑн. Ҫемьерен тӑххӑрӑшӗ «Халӑх вӗрентӗвӗн отлич-никӗ», «Чӑваш Республикин вӗрентӗвӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ», «Раҫҫей Федерацийен вӗрентӗвӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ», «РФ пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ», «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ», «СССР тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ» хи-сеплӗ ятсене тивӗҫнӗ. Пӗр йӑхран тухнӑ ҫынсем хӑйсен ӗҫченлӗхӗпе, пул-тарулӑхӗпе палӑрма пултарни - чӑнни-пех ҫитӗнӳ. Паллӑ педагогсем Ҫӗрпӳ, Йӗпреҫ, Етӗрне, Муркаш, Шупашкар районӗсемпе Шупашкар хулинче вӑй хураҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра вӗсене Пет-ровсем, Степановсем, Поликарповсем, Фоминсем... хушаматсемпе аван пӗлеҫҫӗ.

Алевтина Петрова акӑ Шупашкарти виҫҫӗмӗш лицейра вӑй хурать. Унӑн пӗтӗмӗшле ӗҫ стажӗ - 45 ҫул. Вӑл -Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Вӗрен-текене кура вӗренекенӗ тенӗ. А. Петрова патӗнче пӗлу илнисем аслӑ шкулсенче математикӑн шӗкӗлченкенсем пайтах. Юратнӑ педагогӗпе кӑткӑс предмета ҫӑмӑллӑнах алла илеҫҫӗ ли-цеистсем.олимпиадӑсенче пысӑк кӑтартусемпе савӑнтараҫҫӗ. Алевтина Серафимовна Сорос премине ултӑ хут илме тивӗҫнӗ. Чӑваш патшалӑх педа-гогика уииверситечӗн физика препода-вателӗ Валерий Серафимович Шуми-лов - Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ, Раҫҫей Федерацийӗн пӗтӗмӗшле пӗлӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ. Вӑл ҫичӗ ҫул Шупашкар районӗнчи вӗрентӳ пайне ертсе пынӑ, 18 ҫул шкул директорӗнче тӑрӑшнӑ. Кирек ӑҫта ӗҫлесен те хӑй хыҫҫӑн тарӑн, ырӑ йӗр хӑварнӑ. Раҫҫей Федерацийӗн пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ Елена Филимонова вара Етӗрнери наци гимназийӗнче 28 ҫул химипе вӗрентет.

Шумиловсем тӑрӑшнипе тавра кур-ӑма анлӑлатма, пӗлӗве ӳстерме пулӑ-шакан вун-вун кӗнеке кун ҫути курнӑ. Вӑрҫӑ тата ӗҫ ветеранӗ, чӑваш чӗлхи-пе литература вӗрентекенӗ Георгий Шумилов орфографи словарӗ тата вӗрентӳ пособийӗсем хатӗрлесе кӑларнӑ. Евгений Шумилов, Игорь По-ликарпов та тӗпчев ӗҫӗсем пичетленӗ. Кӗҫӗн классенче вӗренекенсене 35 ҫул пӗлӳ тӗнчине алла илме пулӑшнӑ. Ма-рия Фомина «Амӑшӗн мухтавӗ» меда-ле тивӗҫнӗ. «Вӗрентӳ» наци проектне пурнӑҫа кӗртессишӗн вӑй-халне шел-лемеҫҫӗ вӗсем, кун-ҫулпа тан утаҫҫӗ, вӗрентӗве, ӗҫ-хӗле ҫӗнӗлӗхсемпе пу-янлатаҫҫӗ. Чӑннипех хисепе тивӗҫлӗ Шумиловсем. Учительсен династийӗпе мӑнаҫланма пултарать ҫак ҫемье. Ара вӗсен педагогикӑри пӗтӗмӗшле ӗҫ стажӗ - 613 ҫул!

Ӑрусен ҫыхӑнӑвне ҫирӗплетекен, пӗлӳ тӗнчинче вӑрлӑх акакан ҫемье -Ҫӗрпӳ районӗн хисеплӗ шанчӑкӗ, тӗрекӗ.

Л. АЛЕКСЕЕВА.

 

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика