Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2010.06.01 Юратнӑ вӗрентӳҫӗсемпе мӑнаҫланатпар (Хыпар)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

Кӑҫал - Вӗрентекен ҫулӗ, хамӑрӑн вӗрентӳҫӗсене тав тумалли ҫулталӑк. Элӗк тӑрӑхӗнчи 50 килтен тӑракан илемлӗ Синер ялӗн чи пысӑк пуянлӑхӗ - педагог-сем, чи пуянни - Золотовсен йӑхӗ, халӑха вӑл 50 яхӑн учитель парнеленӗ. Эппин, кашни киле вӑтамран - пӗр вӗрентӳҫӗ. Вӗсен шутӗнче - Аркадий Ивановичпа Николай Яковлевич, «Хыпар» хаҫатӑн 1923-1931 ҫулӗсенчи редак-торӗсем, чӑваш журналисчӗсемпе писателӗсен союзӗсен йӗркелӳҫисем тата ертӳҫисем. Ҫитес ҫул А.И.Золотов /Арис/, Писательсен союзӗн правлени председателӗ /1925-1933/, «Канаш» хаҫат редакторӗ /1928-1931/, ЧАССР Совнаркомӗн искусство управленийӗн пуҫлӑхӗ /1933-1937/, литература ый-тӑвӗсем тавра ҫырнӑ нумай-нумай статья авторӗ, «Чапаев» романа чӑвашла куҫарнӑ, репресси ҫулӑмӗнче Ҫӗпӗрте ҫунса кайнӑ патриот /1942/ ҫуралнӑ-ранпа 120 ҫул ҫитет. Тӑванӗсем юбилее хатӗрленме пуҫланӑ, эпир те, ентеш-ӗсем, аякра тӑрса юласшӑн мар. Тата Золотовсем пек вӗрентӳҫӗсемпе йышлӑ династи - чӑн тӗлӗнтермӗш мар-и?

Тупсӑмне шыраса малтан, пӗрремӗш йӗркесенчех, пӗр сасӑллӑ пулса Мӑши ятлӑ паттӑр чӑваша асӑнса сыпса памалла та ӑна, чун-чӗререн тав тумал-ла: ҫут ҫанталӑк тӗнне ҫирӗп тытса пыракан йӑх пуҫӗ пулнӑ май вӑл Синер шывӗ хӗрринчи илемлӗ те шанчӑклӑ вырӑна суйласа илсе пӗтӗм чӑваш халӑхӗшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ яла ни-кӗсленӗ. Мӑши ушкӑнӗ, каламасӑрах паллӑ, ҫын пуласси ачаран курӑннине пӗлнӗ, анчах ача психологийӗ тавра-лӑхпа тачӑ ҫыхӑннине шута илнех пулӗ. Авалхи чӑвашсем литосфера, геосфера, биосфера, гидросфера, ат-мосфера терминсемпе паянхи Синер, Золотовсем пек усӑ курса калаҫман ӗнтӗ, ҫав вӑхӑтрах туйӑмӗсем вӑйлӑ пулнипе питех те аван курнӑ - ҫын пуласси Упа Ҫырминчен, Малти вӑр-мантан, Мӑн шырлантан, Улечерен, Сиктермӗшрен, Улӑп тӑпринчен те килет  иккен.

Тӑвалла пулсан та мапалла тенӗ Мӑши ушкӑнӗ: унталла-и, кунталла-и, унӑн ултӑ килӗ тавра тӑтӑшах тӑвайкки. Ту ҫине хӑпарнӑ та аксакалӗ туя тытса таянса тӑнӑ, шухӑша путса савӑннӑ: сӑваплӑ вырӑна анаталла анса ырӑ ҫынсем пур енчен те килсех тӑнӑ, ҫурт-йӗр ҫавӑрнӑ, урам хӑвӑрт ӳснӗ, ялне шӑнкӑр-шӑнкӑр юхакан шывӑн илемлӗ ятне панӑ. Иӑли-йӗркине лам-ран лама упраса пурӑннӑ, ӑру хыҫҫӑн ӑру ӳстернӗ, 230 ҫул хушшинче Синер ялӗ вунӑ хут пысӑкланнӑ, ҫыннисем улшӑнсах тӑнӑ - кайнӑ, килнӗ, вилнӗ,

ҫуралнӑ - пӗтӗмпех релятив. Абсолют пӗрре кӑна - ҫут ҫанталӑк, йӗри тавралӑх, натурпедагогика.

Ваттисем, вӗттисем, вӑй питтисем анне варӗнчен тухса пурте ҫичӗ вара вӗренме, пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тухма ҫул тытнӑ: Арман варӗ, Ҫӑка варӗ, Лаҫ варӗ, Киремет варӗ, Шӗшкӗ варӗ, Ванькка варӗ, Пупи варӗ Синерсене яланах хапӑл туса кӗтсе илнӗ, ӑслӑ-тӑнлӑ, ҫивӗч те хӑватлӑ, кӑмӑллӑ ҫын пулма хистенӗ. Хӗлле Хӗлкаҫҫи шывӗн тӑрӑхӗнче лапка-лапка юр ҫунӑ самантсенче мулкач сиксе йӗр хӑварнӑ, ҫил ачисем юр пӗрчисене хӑваласа кӗртсем тӑрӑх чупнӑ, шур сухаллӑ Хӗл мучи питрен-куҫран хыпаланӑ, ват юман чӗриклетсе ҫил-тӑвӑлпа тавлашнӑ, ҫӗр варринче тулли уйӑх лӑпкӑ ҫывӑракан Синер пӗлӗтне хуллен-хуллен шуса тухнӑ - ҫак спектакль миҫе ӑрӑва ҫын тунине шута илмеллех. Ҫурхи кунсем ҫитсен хӗл куҫҫулӗ шавласа та кӗрле-се варсем тӑрӑх юрласа анни физик-шӑн та, лирикшӑн та тава тивӗҫлӗ учитель мар-им?

Ял варринчи е ҫумӗнчи ҫичӗ пӗве -Пӗчӗк пӗве, Лелька пӗви, Кукка пӗви, Куҫма пӗви, Саввин пӗви, Макҫӑм Макарч пӗви тата, паллах, Лаҫ вар пӗви - пулас матроса кӑна мар, поэта-сухаҫа-ӳнерҫе-пахчаҫа-юрӑҫа-кӗтуҫе-журналиста-тракториста-сунарҫа-халӑх артистне те вӗрентнӗ, пӗтӗмӗшле каласан Синер ачин ҫиччӗ виҫсе пӗрре касма хушакан «конституцийӗ» пулнӑ. Ҫавӑнпа та топонимикӑпа пуян Синер ялӗ хӑй ӳстернӗ педагогсен йышӗпе хула евӗр курӑнать. Уйрӑмлӑхӗ ҫакӑнта кӑна - ял пӗвисенче кӑвак пӗлӗтсем явӑнаҫҫӗ, ватӑ йӑмрасем тайӑлса хӑйсене курса савӑнаҫҫӗ, ҫеҫен хир-сем ешерсе илемӗпе мухтанаҫҫӗ, сар чечеклӗ улӑхсенче путенесем пӗтпӗлтӗклетеҫҫӗ, шур чечеклӗ улма пахчисенче шӑпчӑксем юрлаҫҫӗ. Малти вӑрманта куккук авӑтать...

«Ҫакӑ ҫутӑ тӗнчере вӑйли ҫук та этемрен» сӑмахсемпе тӑтӑшах усӑ кур-са вӗсем хыҫҫӑн пӑнчӑ лартма кӑлӑхах васкатпӑр: Константин Иванов поэт паянхи экологи кризисӗ хуҫаланнӑ саманашӑн акгуаллӑ темӑна та шута илнӗ - «вӑйлӑ ҫын шывсем ҫинче, ҫӗр ҫинче Хуҫа пулса тӑрать» пулсан та «хӑй тӗнчине пӑхӑнать», ҫавӑнпа хӑй ларакан турата касмасть. Унсӑрӑн шыв вӑйӗнчен ҫил-тӑвӑл ҫӗкленӗ, вӑйлӑ ҫын, ял-хула шыв айне пулӗ, ҫӗр хӑрушла чӗтренӗ, вулкан кӗлӗ сывлӑш карапӗсене вӗҫме памӗ. Ҫут ҫанталӑк-па этем хушшинчи ҫыхӑнусен пӗр кӗвӗлӗх    ҫинчен    Мӑши    ушкӑнӗ    те,

паянхи е пӗлтӗрхи Синерсем те пӗлнӗ, ҫавӑнпа «Нарспи» ҫуралнӑ хула-на - Чӗмпӗре - И.Яковлев патне ӑс пухма хур кайӑксем пек карталанса «вӗҫме» пуҫланӑ. Синерти кашни икӗ килтен пӗри, пӗтӗмпе 20 ытла ача, вӗренме кӗнӗ патриарх шкулне. Вӗсен-чен ҫуррине яхӑн - Золотовсем. Каламасӑрах ӑнланатпӑр: Чӗмпӗр чӑ-ваш шкулӗнче те Пушкинӑн пулӑҫпа пулӑ ҫинчен хывнӑ юмахне пӑхмасӑр калама савӑнсах вӗреннӗ, карчӑк «ге-рой» ҫурӑк валашкапа кӑна тӑрса юлнишӗн пӗрре те кулянман пулӗ, пуҫра «ҫапла кирлӗ ӑна» шухӑш та ҫуралма пултарнӑ: ҫут ҫанталӑкӑн «ыл-тӑн парнине» ухмахла хушусем парса асаплантарнине Чӑваш Турри те чӑтса тӑрайманах.

Тинӗс мӗншӗн тӑвӑлса кайнине Синерсем те ӑнланса илнӗ ӗнтӗ -ҫут ҫанталӑк пуянлӑхӗпе этем ви-ҫеллӗ усӑ курма манса кайрӗ, унӑн вӑйӗпе алхасать, ҫӗр ҫинчи те ҫӗр айӗнчи пурлӑха укҫалла салатать, харпӑрлӑх хуҫи пулассишӗн тӑрӑшать, хӑй ҫӗрӗн пӗр пайӗ кӑна пулнипе ҫырлахмасть, ӑна чура вырӑнне хурса пусмӑрлать. Ӑнланмалла пултӑр тесен каллех К.В.Ивановпа канашламалла пулӗ: унӑн «Укҫапала эрехех ҫынна ухмаха ертет» каларӑшне, укҫа шуйт-тан чури пулни ҫинчен ҫырнӑ ӗҫне чиновниксем модернизаци, инноваци вӑхӑчӗсемпе те ҫыхӑнтарас ҫук, вӗсе-не архаизм вырӑнне хурӗҫ те хамӑра кун-ҫул уттинчен юлнӑшӑн айӑплама пултарӗҫ.

Урал тата Африка тӑрӑхӗсенчен тухнӑ чӑвашпа вырӑс поэчӗсене ахальтен мар Синерсем ҫинчен пынӑ калаҫӑва хут-шӑнтартӑмӑр, мӗншӗн тесен литератор-сем чаплӑ вӗрентуҫӗсем пулнӑ пирки никам та иккӗленмест. «Гуманизм» термин та этеме /Ното/ кӑна мар, гумуса /Нипиз/ та хисеплеме сӗннине те, Мото зар1епз тата Могтю паШгаНз пӗрлӗхне те ял ачисем тӗплӗ пӗлеҫҫӗ. «Кулыура» сӑмах та сцена ҫинче мар, уй-хирте ӳсекен тӗш тырӑ таврашӗнче ҫуралнине ял хуҫалӑх ӗҫченӗ курса тӑрать. Натурализм "вӑйне тӗпе хунӑ этем ал-ура хӑвачӗпе кӑна мар, ӑс-тӑн пуянлӑхӗпе те мухтава тивӗҫлине Си-нер ачисем хӑйсен ӗҫ-хӗлӗпе ҫирӗп-летни те ҫӗнӗ информаци мар. Ҫапах та ваттисем «ылтӑн - ҫӗр айӗнче те ылтӑн» е «ылтӑн пин ҫултан та ҫутӑ» тенине Золотовсем шывра та, сывлӑш-ра та, ҫӗр ҫинче те тивӗҫлӗ ӗненте-реҫҫӗ, ҫавӑнпах вӗсемпе мӑнаҫланма эпир пӑрахман,  пӑрахас та ҫук.

Владимир ИВАНОВ профессор

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика