Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2010.06.11 "Ачасемие ҫеҫ мар, ашшӗ-амӑшӗпе те туслашмалла" (ÇАМРĂКСЕН ХАÇАЧĔ)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

Учитель ачашӑн чи ҫывӑх ҫынсенчен пӗри. Шӑпах вӑл ӑна пӗлӳ уҫлӑхне парӑн-тарма пулӑшать. Вӗрентекен профессийӗ мӗн авалтан хисеплӗ те йывӑр шутланнӑ. Парта хушшине пӗрремӗш хут ларакан шӑ-пӑрлансемпе ӗҫлеме вара пушшех те ҫӑмӑл мар. Ҫавӑнпа пӗлу парасси, кирлӗ темӑна ӑнлантарма пӗлесси - пысӑк ӑсталӑх. Ача-сен тӗнче курӑмне те учитель пуянлатать. Вӑлах хӑйӗн пурнӑҫне вӗренекенӗсене пар-нелет, вӑхӑта пӗчӗкскерсем ытларах шкулта ирттереҫҫӗ-ҫке. Ахальтен мар педагог ӗҫне хисеплесе ҫӗршыв тата республика пуҫлӑх-ӗсем кӑҫал Вӗрентекен ҫулталӑкне иртте-ресси пирки Указ кӑларнӑ.

Учительсен хушшинче тӗрлӗ мероприяти иртет. Вӗсенчен пӗри - "Чи лайӑх класс ер-тӳҫи" конкурс. Вӑл Раҫҫей шайӗнче виҫ-ҫӗмӗш хут ҫеҫ иртрӗ, Чӑваш Енре вара пилӗк ҫул каяллах йӗркеленчӗ. Кӑҫалхи ту-пӑшура вӑтам классен ертӳҫисен хушшинче Комсомольскинчи 1-мӗш шкулта тӑрӑшакан Ирина Соловьева ҫӗнтерчӗ. Ҫамрӑк педагог хӑйӗн проекчӗпе жюри членӗсене тыткӑн-ланӑ. Кунашкал конкурса пӗрремӗш хут хут-шӑнаканскер хӑйӗн савӑнӑҫне пытарай-марӗ, унӑн ӗҫне пысӑк хак пани чи пысӑк ҫитӗнӳ пулнине пӗлтерчӗ. Ирина Алексеевна хатӗ-рленӗ проект - хӑйне, евӗр, унашкалли кон-' курсра урӑх пулман.

-  Проект хатӗрлеме пӗрле ӗҫлекенсем чылай пулӑшрӗҫ. Малтанах шиклентӗм, пурте опытлӑ педагогсем-ҫке. ӗҫӗн тӗп уйрӑмлӑхӗ - ӑна эпӗ мар',  ачасем,  вӗоен ашшӗ-амӑшӗ,  пӗлӗшсем, ӗҫтешсем хаклани. Вӗсен сӑмахӗнчен вӗренте-кенӗн ҫулталӑк тӑршшӗпе тунӑ ӗҫӗ, ҫитӗнӗвӗ палӑрать. Тӗслӗхрен, Татьяна Чекмарева вӗренес туртӑмӗ ҫирӗпленнине, конкурссене хутшӑнма пуҫланине палӑртрӗ. Амӑшӗ те хӗрӗн ҫитӗнӗвӗшӗн савӑннине пӗлтерчӗ, - сӑмах хушрӗ вӗрентекен.

Ирина Алексеевна учительре вӑй хума мӗн ачаранах ӗмӗтленнӗ. Сӗнтӗрти шкулта 9 класс вӗреннӗ хыҫҫӑн вӑл Канашри педагогика учили-щине пӗр шухӑшламасӑрах ҫул тытнӑ. Алла диплом илсенех Шӑхранри вӑтам шкулта тӑрӑшма пуҫланӑ. Ҫамрӑк педагог унта кӗҫӗн классене ӑс панӑ.

-  Учитель ӗҫӗнче пӗрремӗш утӑма тума питӗ йывӑрччӗ. Пӗр вӑхӑтрах икӗ класа вӗрентеттӗм. Юрать,   пӗрле   ӗҫлекенсем   пулӑшатчӗҫ,   сӗнӳ паратчӗҫ. Унта 7 ҫул тӑрӑшнӑ хыҫҫӑн Комсомоль-скинчи    1-мӗш    шкула    куҫрӑм.    Шупашкарти И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУра куҫӑмсӑр майпа ӑс пухрӑм.   Иккӗмӗш   ҫул   ӗнтӗ   ачасене   вырӑс чӗлхипе, литературипе паллаштаратӑп.

Икӗ ҫул каялла мана 5-мӗш класа шанса пачӗҫ. Унта кӗҫӗн класра тӗрлӗ ялти шкулсене ҫӳренӗ-скерсем пухӑннӑ. 15 ачана тивӗҫлӗ воспитани парас тесен нумай вӑй хумалла. Класс ертӳҫи ҫакӑншӑн пуринчен ытла яваплӑ. Пӗр чӗлхе тупмалли, туслашмалли меслетсем пирки шухӑш-ларӑм. Пӗр-пӗрне палламан ачасен хутшӑнӑвӗсе-не ҫемьери пек ҫывӑхлатма тӑрӑшрӑм, - сӑмахне тӑсрӗ учитель.

Ачасене туслаштарма, усалран ырра уйӑрма хӑнӑхтармашкӑн Ирина Алексеевна тар нумай тӑкнӑ. Йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе ачасемшӗн тӑ-рӑшнӑ вӑл. Шкулти психологпа пӗрле вӗренекен-семпе, ашшӗ-амӑшӗпе тачӑ ҫыхӑну тытнӑ. Тест ыйтӑвӗсене хуравлаттарса ачасемпе хутшӑнма мӗнлерех методика кирлине палӑртнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ валли "Вӑтам усӗм" пӗчӗк кӗнеке кӑларнӑ. Унта шӑпӑрлансен психологине уҫса панӑ. Вӑл е ку лару-тӑрура аслисен хӑйсене мӗнле тытмалли-не вӗрентнӗ. Ӳсӗмне кура ачасен кӑмӑл-туйӑмӗ, шухӑшлавӗ тӗрлӗрен. Кӗнеке пӗчӗкскерсене ӑнланма пулӑшнине, ырӑ витӗм кунине ашшӗ-амӑшӗ пытарман.

- 5-мӗш класа куҫсан ачасене темиҫе учитель вӗрентме пуҫлать. Ҫитменнине, ун чухне чылай-ӑшӗ урӑх шкула куҫать. Палламан педагога хӑнӑхма йывӑр. Ҫавӑнпах урокра ӑнланманни те пулать. Ун пекки ан пултӑр тесе ачасемпе, ашшӗ-амӑшӗпе туслӑха ҫирӗплетме тӑрӑшатпӑр. Асли-сен вӗсене урока хатӗрленмешкӗн пулӑшма май пултӑр тесе тӗрлӗ предметпа ятарлӑ кӗнекесем кӑлартӑмӑр.

Класс ертуҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫлама тытӑнса-нах йывӑрччӗ, халӗ хӑнӑхрӑм. Ачасемпе пӗтӗм ыйтӑва пӗрле сӳтсе яватпӑр. Ушкӑнра президента, унӑн пулӑшуҫисене суйларӑмӑр. Похода ҫӳретпӗр, хӗлле йӗлтӗрпе вӑрмана каятпӑр. Ачасем тӗрлӗ мероприятие хаваспах хутшӑнаҫҫӗ. Кӑҫал Ирина Тимофеева, Леонид Мальчиков, Александр Соло-вьев район тата республика конкурсӗсене хутшӑн-са малти вырӑнсене тивӗҫрӗҫ, - хавхаланса калаҫрӗ Ирина Алексеевна.

Ҫамрӑк учитель ачасене чунран юратни, вӗсене ҫӗршыва юрӑхлӑ ҫын тумашкӑн талпӑнни куҫ кӗрет. Ӑна ҫӗнтерӳҫӗ ятне ахальтен паман-ҫке.

Ольга ДЮКИНА

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика