Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2010.05.22 Чи пултарулли – истори вӗрентекенӗ (ЧĂВАШ ХĔРАРĂМĔ)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

"Ҫулталӑк вӗрентекенӗ" конкурс республикӑра 1992 ҫултанпа иртет. Ӑмӑрту историйӗнчи пӗрремӗш ҫӗнтерӳҫӗ - Ҫӗнӗ Шупашкарти 12-мӗш вӑтам шкулти Владимир Яранцев историк. Вӗрентекенсен хушшинче пӗлтӗр те арҫын палӑрнӑ. 2009 ҫулта Етӗрнери 1 -мӗш гимназире тӑрӑшакан /географипе экономика учителӗ/ Сергей Данилова ҫитекен пулман. "Ҫулталӑк вӗрентекенӗ - 2010" конкурсра мала тухаканӗ каллех этемлӗхӗн вӑйлӑ пайӗн представителӗ. Республикӑри шкулсенче ҫавӑн пек пулта-руллӑ та хастар арҫынсем вӑй хунишӗн савӑнмалла кӑна.

Кӑҫалхи ҫӗнтеруҫӗ - Ҫӗмӗрлери 8-мӗш гимназире ачасене истори вӗрентекен Петр Галанюк. Сӑмах май Петр Петрович ячӗ пӗлтӗрхи призерсен хушшинче те пур.

Республикӑри "Ҫулталӑк вӗрентекенӗ-2010"конкурсикӗтурпаиртнӗ.Ҫууйӑхӗн 19-20-мӗшӗсенче конкурсантсем /районсемпе хуласенчи ӑмӑртусенче мала тухнӑ 28 вӗрентекен/ методика семинарӗ, заняти, класс сехечӗ ирттернӗ. Унсӑр пуҫне ашшӗ-амӑшӗн пухӑвне йӗркеленӗ. Конкурса хутшӑнакансенчен финала тухнӑ пилӗк вӗрентекен ӗнер педканашлу ирттернӗ. Пӗр-пӗрин хушшинче Ҫӗмӗрлери 8-мӗш гимназире истори вӗрентекен Петр Галанюк, Шупашкарти 61-мӗш шкулта вырӑс чӗлхипе литератури вӗрентекен Ирина Ефремова, Шупашкарти 4-мӗш лицейра хими вӗрентекен Евгения Лаптева, Етӗрне районӗнчи Тури Ачакри вӑтам шкулта акӑлчан чӑлхи вӗрентекен Ирина Петрова тата Канашри 7-мӗш вӑтам шкулта кӗҫӗн классене вӗрентекен Людмила Храмова тупӑшнӑ. Финалистсен хушшинче пӗртен-пӗр арҫынна ҫитекенни пулман, Ыттисем вара призер ятнетивӗҫнӗ.

Татьяна НАУМОВА.

ФИНАЛИСТСЕН  ПӖР УШКӐНӖ.

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика