Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2010.04.30 Тӑван чӗлхе анне шкулӗ (Чӑваш хӗрарӑмӗ)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

Тӑван чӗлхе анне шкулӗ

Этемлӗх аталанӑвӗнче тӑван чӗлхен вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ калама ҫук сулмаклӑ пулнине эпир лайӑх пӗлетпӗр. Тӑватӑ ӗмӗр каялла славянсен педагогӗ Я.Коменский ӑна «пӗтӗм пурнӑҫ тӑршшӗпех тивӗҫлӗн утса тухма пулӑшакан, вӗрентекен, анне шкулӗ» тесе хакланӑ. Пурнӑҫа лайӑх пӗлекен тепӗр чаплӑ педагог К.Ушинский асаннекукамай сӑмахюмахне хакламаннине халӑха ним вырӑнне хуманнипе, унӑн ӗмӗртен ӗмӗре пухӑнса пынӑ пуянлӑхне, пурлӑхне туртса илнипе танлаштарнӑ.

Пирӗн паллӑ ентешӗмӗр Г.Волков академик тата та ҫирӗпрех каланӑ: «Тӑван чӗлхе анне чӗлхи. Кам чӗлхене хисеплемест, вӑл амӑшне те юратмасть. Тӑван чӗлхене юратман ҫын - ҫын мар».

Ҫак шухӑшкаларӑшсем Шупашкарти трактор тӑвакансен культура керменӗнче «Тӑван чӗлхе - тӗнче уҫҫи» ятпа иртнӗ телетӗпелте уҫӑмлӑн палӑрчӗҫ, янӑрарӗҫ. Ку мероприяти кӑҫал Раҫҫейре тата Чӑваш Енре Вӗрентекен ҫулталӑкне халалланӑ «Чӗре кӗввисем» проектӑн черетлӗ - виҫҫӗмӗш - уявӗ пулчӗ. Хальхинче ӑна Чӑваш Республикинче ака уйӑхӗн 25мӗшӗнче паллӑ тунӑ Чӑваш чӗлхин кунӗпе те ҫыхӑнтарнӑ. Паллах, ҫакӑ чӑвашсен уявӗ ҫеҫ темелле мар. Республикӑра тӗрлӗ халӑх ҫыннисем пурӑнаҫҫӗ. Вӗсемшӗн пуриншӗн те хӑйсен пуплевӗ хаклӑ. Ҫавӑнпа та уява вырӑс, тутар, ирҫе чӗлхисене вӗрентекенсене те чӗннӗ.

«Тӑван чӗлхе аннерен пуҫланать» тесе палӑртрӑмӑр ӗнтӗ. Унтан вӑл ача садӗнче аталанать. Кунта та пурнӑҫ панӑ ҫывӑх ҫынни пек ҫак енӗпе ҫине тӑрса чунне парса ӗҫлекен чылай республикӑра. Шупашкарти 180мӗш ача садӗнче, акӑ, пӗчӗккисене чӑваш чӗлхине вӗрентес тӗлӗшпе ятарлӑ программа та хатӗрленӗ. Ятарлӑ пӳлӗм, этномузей пур. Маттурккасем несӗлӗмӗрсен ырӑ йӑлийӗркине хӑнӑхса пыраҫҫӗ. Вӗрентекенӗ, телетӗпел паттӑрӗ Антонина Родионова ертсе пынипе хамӑр сӑмахлӑхпа епле туслӑ пулнине вӗсем уявра юрласаташласа ӗнентерчӗҫ. Ҫӗрпӳри - 1мӗш, Шупашкарти 144, 177, 75мӗш ача сачӗсенче ӗҫлекен Галина Степанова, Сеида Гаврилова, Зинаида Николаева, Лариса Павлова хастарсен ӗҫӗхӗлӗпе паллашма та кӑмӑллӑ пулчӗ. Вӗсем чӑнчӑн ҫитӗнтерес тесе чунран тӑрӑшаҫҫӗ.

Хамӑр чӗлхене пӗчӗккисемпе шкул ачисене вӗрентес ӗҫре ырӑ тӗслӗх кӑтартакан 50 яхӑн маттура чысларӗҫ ҫав кун. Кашнин пуҫарӑвӗнче интересли, ҫӗнни, пахи пур.

Шупашкарти 17мӗш вӑтам шкулти Надежда Баталина ача чухнех вӗрентекен пулма ӗмӗтленнӗ. Калаҫӑвӑмӑр пуянлӑхӗ, хитрелӗхӗ ӑна чӑваш чӗлхипе литератури специальноҫне суйласа илме хистенӗ. ЧПУра пӗлӳ илнӗренпех шкулта ӗҫлет. Педагогикӑри стажӗ 25 ҫул унӑн. Тӑван сӑмахюмаха ачасене юратма хӑнӑхтарассишӗн ҫине тӑрсах ӗҫлет. Ку енӗпе тӗрлӗ майсемпе усӑ курать. Уйрӑмах шӑпӑрлансен шухӑшлавне аталантарассине мала хурать.

Шупашкарти 29мӗш вӑтам шкулти Галина Корсакова тата 12мӗш вӑтам шкулти Анисия Игнатьева вӗрентекенсем пӗлӳ ҫуртӗнче туса ирттерекен ӗҫпе ҫеҫ лӑпланмаҫҫӗ, вӗсем тӗп хулара тата республикӑра наци ыйтӑвӗсемпе тӗрлӗрен мероприяти йӗркелесе ирттернӗ ҫӗре хастар хутшӑнаҫҫӗ, пысӑк пулӑшу параҫҫӗ.

Телетӗпелте Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫри вӑтам шкул директорӗ - Надежда Махрова, Шупашкар районӗнчи Тренькассинчи - Ираида Фомина, Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхалӗнчи - Нина Левая, Ҫӗнӗ Шупашкарти 3мӗш вӑтам шкулти Ираида Столбова вӗрентекенсем пирки те ӑшӑ сӑмах каларӗҫ. Вӗсене чӗрӗ чечексемпе парнесем парса чысларӗҫ. Эстрада ҫӑлтӑрӗсем - Людмила Семенова, Сергей Павлов, Августа Уляндина, Алексей Шадриков тата ыттисем хӑйсен юррисемпе савӑнтарчӗҫ.

К.ТИМЕШ. Н.ПОРФИРЬЕВ

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика