Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2010.04.28 «Ырӑ сӑмахпа аса ипсессӗн…» (Хресчен сасси)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

«Ырӑ сӑмахпа аса ипсессӗн...»

Ҫӗр ҫинчи ҫьшсенчен чылайӑшӗ хӑйӗн ӗмӗрне тӗрлӗ ӗҫпе пурӑнса иртгерме пултарать. Анчах та Патӑрьел районӗнчи Ҫӑл Атӑк ялӗнчи Владимир Иванович Ершов пирки ҫагша калаймӑн. Вӑл тӗнчене вӗрентекен пулмах ҫуралнӑ. Хӑйӗн ӗмӗрне пӗгӗмпех ҫамрӑк ӑрӑва вӗрентсе воспитани парас, пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тухма пулӑшас, кайран та асӑрхаса тӑрас ӗҫе панӑ. Сакӑр вунӑ ҫула ҫьшхаракан вӗрентекен (ҫукҫук, халӗ шкулта ӗҫлемест ӗнтӗ) паянхи ьсун та хӑй 15, 40 ҫул каялла шкулта вӗрентнӗ «ачисемпе» ҫыхӑну тытма пӑрахмасть. Ӑшӑ сӑмахне, ҫепӗҫ кӑмӑлне, ӑслӑ шухӑшне пурин валли те тупать.

Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ, РСФСР Халӑха вӗрентес ӗҫ отличникӗ, нумайнумай Хисеп хучӗпе Тав ҫырӑвӗ илме тивӗҫнӗ В.Ершов. Пулас учитель 1932 ҫулхи январӗн 25мӗшӗнче вун икӗ ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ. Пӗчӗклех ӗҫе кӳлӗнме тивнӗ унӑн. Ачалӑх ҫулӗсем вӑрҫӑ вӑхӑтне лекнӗ, ҫаванпа нушиасапне аванах тӳснӗ. Самана синкерлӗ, ҫемье йышлӑ пулнине пӑхмасӑр ҫамрӑк Володя вӗренме тӑрӑшнӑ. «Вӑтам шкулта (Аслӑ Арапуҫӗнче) ӑс пухнӑшӑн 150 тенкӗ укҫа тӳлемеллеччӗ. Вӑл вӑхӑтра ку пысӑк укҫа пулнӑ. Хӗрӗхе яхӑн ачаран 10мӗш класран 1950 ҫулта  11 ӗн ҫеҫ вӑтам шкул пӗгерпӗмӗр. 3 ҫул Аслӑ Арапуҫне пӗччен утрӑм, хамӑр ялтан пӗр ача та ҫӳреместчӗ», каласа кӑтартать Владимир Иванович...

Педагоган вӗрентӳри пултарулӑхӗн чи ӑнӑҫяӑ тапхӑрӗ шкулта ӗҫяенӗ вӑхӑтсем. Ӑҫта кӑна ҫитсе курманши Владимир Ивановичӑн вӗренекенӗсем. Вӑл ертсе пьшӑ кпасс ачисем шкулта яланах туслӑхпа, матгурлӑхпа палӑрса тӑнӑ, тӑраҫҫӗ те.

Ҫӑл Атӑкпа Анат Тӑрмӑш япӗсенче Владимир Иванович вӗрентмен ачаллӑ пӗр кил те ҫук. Хӑй пӗлӳ панӑ ачасен ачисене те ӑс пама тивнӗ унӑн.

Хӑйӗн пурнӑҫӗнчи афа юлнӑ самантсенчен чи ҫывӑххине аса илме ыйтсан Владимир Иванович нумай шухӑшласа тӑмасӑрах 1969 ҫулта Анат Тӑрмӑш шкулӗн кирпӗч ҫуртне хута янӑ вӑхӑта куҫӗ умне кӑларчӗ. Директор пулнӑ вӑл ун чухне. «Шкул ҫурчӗ хальхаль ишӑлес пек ларатчӗ. Мачча ачасем ҫине йӑтанса анафан хӑраса тӗревсем лартрӑмӑр. Тӑхӑр класа ялти ватӑ карчӑксен ҫурчӗсене, клуб, библиотека, медпункт пӳлӗмӗсене вырнаҫтарса тухатгӑмӑр. Кирпӗч ҫурта пысӑк асаппа 1969 ҫулта туса пӗтертӗмӗр. Мӗн тери савӑнтӑмӑр ҫакӑншӑн».

«Владимир Иванович урокӗсем яланах кӑсӑклӑччӗ, хӑй евӗрлӗччӗ, темӑсене яланах пурнӑҫпа ҫыхӑнтаратчӗ. Унӑн урокӗсем паянхи кун та куҫ умӗнче, теҫҫӗ вӗренекенӗсем. Иртнӗ ӗмӗрӗн 80мӗш ҫулӗсенчен пуҫласа шкулпа сыв пуллашичченех В.Ершов чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентрӗ. Кӑтарту хатӗрӗсемпе пите анлӑн усӑ куратчӗ. Пурте хӑй аллипе тунӑскерсемччӗ.

Тӑван лигература, истори, вырӑс литератури урокӗсене те хӑйне май ирттеретчӗ Владимир Иванович. Вӑрҫӑ, тыл, ӗҫ ветеранӗсем, ытга паллӑ ҫын хутшӑнатчӗ унта. Мӗн чухлӗ ырӑ ӗмӗт, тӗллев, хавхалану ҫуратманши вӗсем Ҫӑл Атӑксемпе Анат Тӑрмӑшсен чӗрисенче! Тӗрӗслёхпе чӑнлӑх, тӑван ҫӗре юратма, хисеплеме, сыхлама чӗнекен пурнӑҫ урокӗсем пулнӑ вӗсем пирӗншӗн...»

Владимир Иванович пултаруллӑ тавра пӗлӳҫӗ, этнограф, очеркист та. Районти «Авангард» хаҫатра В. Ершов тӑтӑшах илемлӗ очерксем, тӗрленчӗксем пичеглег. АтӑкТӑрмӑш, Ҫӗньял тӑрӑхӗсеиче тӑван тавралӑх исгорине, дд^  хипӑх  кунсулсн  вӑоттӑнлӑхӗсене ун пек теплӗн пӗлекен ҫукпа пӗрех. Килти архивӗнче тӑван ен историйӗпе ӗҫхӗлне тишкерсе ҫырнӑ, пуҫтарнӑ вунвун альбом упранать. Тӗслӗхрен, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ ветерансен аса илӗвӗсене шкул ачисемпе пӗрле пухса 30 ҫул каяллах ал ҫыру альбомӗ хатӗрленӗ. Ҫав тери паха материал, паян тесен паян уйрӑм кӗнекен пичетлесе кӑларма юрӑхлӑ.

Владимир Иванович пикеннӗ ӗҫе яланах вӗҫне ҫитерме хӑнӑхнӑ. Вӑл тӑрӑшнипех 1970 ҫулта Анат Тӑрмӑш шкулӗнче тавра пӗлӳ музейӗ уҫнӑ, чьшай ҫул ӑна хӑех ертсе пъшӑ. Ватӑ учителе хӑи йӗркеленӗ музейӑн паянхи шӑпи те пӑшӑрхантарать. Вӗрентӳ ӗҫӗнчи ҫшӗлӗхсем, шкулсене ачасем сахаллипе пӗчӗклетни, хупни шкул музейӗсен умне те хӑрушлӑх кӑларса тӑратать.

Пирӗн юратаӑ педагогӑн пурнӑҫ ҫулӗ пархатарлӑ та сумлӑ. Хисеплӗ вӗрентекенӗмӗр ҫинчен калаҫма кӑмӑл турӑмӑр пулсан унӑн ҫемйи пирки те асӑнса хӑвармаллах. Владимир Ивановичӑн пурнӑҫӗ мӑшӑрӗпе, Валентина Сергеевнӑпа (шел те, вӑл 1995 ҫулта пирӗнтен вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайрӗ) вӗсен виҫӗ ывӑлӗсӗр тулли мар пулӗччӗ. Сумлӑ вӗрентекенпе ӑста медицина ӗҫченӗ хӑйсем пекех ӗҫчен те сӑпайлӑ ачасем ҫуратса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. Аспӑ ывӑлӗ Сергей Владимирович Мускаври Жуковский ячӗплӗ сывлӑш ҫар инженерӗсен академине пӗгернӗ, халӗ отставкӑри подполковник, вӑталӑххи, Виктор Владимирович, авиаци майорӗ, Краснодар крайӗнче службӑра тӑрать. Кӗҫӗнни, Игорь Владимирович, ҫемйипе ялта ашшӗпе пӗрле пурӑнать, районти милици уйрӑмӗнче вӑй хурать. Владнмир Иванович кулленех Настя мӑнукӗпе йӑпанать. Ватӑ учитель кӑҫал пӗрремӗш класа кайма хатӗрленекен мӑнукӗ малашне Анат Тӑрмӑш шкулне ҫӳреймесрен пӑшӑрханать. Тӑватӑ класс кӑна хӑварнӑ шкулта ачасем сахал тесе тепӗр ҫул пӗрремёш класа ачасене илмесен те пултараҫҫӗ иккен. Сахал тени тӗрӗсех те марха. Ҫӑл Атӑкпа Анат Тӑрмӑшран кӑҫал пӗрремӗш класа пӗрремӗш хут кайма хатӗрленекенсем 10 яхӑнах, анчах вӗсен ашшӗамӑшӗ ачисене ют япа «автобуспа» ҫӳретме кӑмӑллать. Ҫапла вара хамӑр шкула хамӑрах пӗтересси патне тепӗр  угӑм  тӑватпӑр.  Пӗр-ик  ҫул тепӗр утӑм тӑватпӑр. Пӗрик ҫул маларах ют ҫӗрте лайӑххи шьфаса тӑхӑр класлӑ шкултан тӑватӑ кпасли хӑварнӑччӗ... Шухӑшламалӑх пур, хамӑр ялсем!

Юлашкинчен Владимир Ивано вичран: «Пурнӑҫӑра ҫӗнӗрен пуҫлас пулсан каллех вӗрентекен ӗҫӗхӗлше ҫыхӑнтарӑтгӑри?» теое ыйтсан учительветеран шухӑша кайрӗ. Кӑшт вӑхӑт иртсен сӑпайлӑн кӑна ку ыйтава хуравсӑр хӑварма сӗнчӗ. Пурнӑҫӗн 40 ҫулне ачасене, вӗрешӳ ӗҫне, шкула панӑ, тӑван ял, халӑх, ҫӗршыв аталанӑвӗшӗн, пуласлӑхӗшӗн тӑрӑшнӑ ватӑ учитель мӗншӗн эпир кӗтнӗ хурава калама васкамастьши? Тупсӑмне, ман шугаа, паянхи пурнӑҫра, хальхи вӑхӑтри вӗрентӳпе воспитани ӗҫенче, вфентӳпе шкулсен тытӑмӗ улшӑнса пынинче, ҫьшсем, ҫӗршыв ҫут ӗҫӗ ҫине еплерех пӑхнинче...

«Эпӗ хам ӗмӗре ачасене халалларӑм. Митта Ваҫяейӗ:

Ан тив, хисеп те, чыс та ан курам.

Пин юррӑмран пӗри кӑна юлайтӑр.

Ана тӑван ьф кӑмӑлтан юрлатӑр,

Вара ман канлӗ пулӗччӗ тӑпрам, тенӗччӗ пӗр сӑввинче. Мшта евӗр каласан, мана та, ҫӗр, пин ҫьш вӗрентсе кӑларнӑ ҫынна, шскӗнвиҫҫӗн ырӑ сӑмахпа аса илсен, эпӗ те кама та пулин усӑ кӳнӗ иккен тесе шутланӑ пулӑттӑм», ҫырать Владимир Иванович пӗр аса илӗвӗнче.

Тав ҫырӑвӗсем чылай килеҫҫӗ В.Ершов патне.

Эппин, хӑйӗн ӗҫӗпе ҫьшсене чылай усӑ кӳнӗ РСФСР Халӑха вӗрентес ӗҫ отличникӗ.

 

Н.Осипов,

филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ.

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика