Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2010.02.25 «Ҫын пуласси… шкултан пуҫпанать» (Хресчен сасси)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

«Чӗре кӗввисем» телетӗпеле кӑҫал Вӗректекен ҫултапӑкне халалласа ирттереҫ. ЧР вӗректӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви Чӑваш наци конгресӗпе тата Чӑваш телевиденийӗпе пӗрле ҫак кунсенче педагогсене хӑйӗн пирвайхи уявне пухрӗ.

РФ Вӗрентӳ тата наука министрӗ Андрей Фурсенко пӗлтӗр пирӗн тӑрӑхра пулнӑ чухне Чӑваш Ен Раҫҫей вӗрентӗвӗн лидерӗ пулнӑ, халӗ те ҫапла, малашне те пулӗ», - тесе хакланӗччӗ. «Реслубликӑри шкул ачисен 92 проценчӗ паян тӗнчери чи ҫуллӗ стандартсене тивӗҫтерекен шкулсенче вӗренет (Раҫҫейӗпе - 60 процента яхӑн). Чӑваш Ен шкул олимпиадисен ҫӗнтерӳҫисен хисепӗпе Раҫҫейре иккӗмӗш вырӑн йышӑнать. Пирӗн шкулсенчен вӗренсе тухакан ҫамрӑксем ҫӗршыври чи лайӑх аслӑ шкулсене вӗренме кӗресси XXI ӗмӗрте 100 хут ытла ӳснӗ! Вӑтам пӗлӗвӗн ҫавнашкал кӑтартӑвӗсем пирки Америка ӗмӗтпенет!» (ЧР Президенчӗ Н.В.Федоров Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыруран)...

- Мӗнле ҫын пуласси ачаран пуҫланать тетпӗр. Эпӗ урӑхларах каланӑ лулӑттӑм: ҫын пуласси... шкултан пуҫланать, - терӗ телетӗпелте Шупашкарти 43-мӗш шкул учительници Людмила Трофимова. Шупашкар районӗнчи Хыркассинче нумай ачалпӑ ҫемьере ҫуралса ӳснӗ Людмила Викторовна, паллах, ҫакна лайӑх пӗлет. Шкулта вулама-ҫырма-шутлама хӑнӑхтарни, пӗлӳ илме пулӑшни ҫеҫ ҫителӗксӗр тесе шутлать вӑл.   Учителӗн ачасене чӑч-чӑн ҫын пулма вӗрентмелле. Ҫакӑ вӗсене пурнӑҫӑн тумхахлӑ ҫулӗпе шанчӑкпӑ утма ҫеҫ мар, ҫирӗп позици йышӑнмата май парать.

Шупашкарти 60-мӗш вӑтам шкулта чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен Людмила Федотова акӑ шкул музейӗн ӗҫне йӗркепесе яракансенчен пӗри. Кунти этнографи музейне республикипех пӗлеҫҫӗ. Ҫак кунсенче ӑна уҫнӑранпа 10 ҫул ҫитнӗ. Ку уява паллӑ тума чылай ҫӗртен пухӑннӑ.

- Вӗренекенсем чӑваш халӑхӗн историне тӗплӗнрех пӗлме ӑнтӑлни, чӑвашсен ӗлӗкхи чаплӑ тумӗсене тӑхӑнса пӑхнӑ хыҫҫӑнах мӑнаҫланса кайни епле савӑнтарать мана, - тет Людмила Аркадьевна. - Апла чӑваш халӑхен пуласлӑхӗ пур.

Вӗрентекенсене савӑнтаракан тепӗр пулӑм - хӑйсем пӗлӳ панӑ ачасем учитель профессине суйласа илни. Ку енӗпе 1818 ҫултах уҫнӑ Ҫӗрпӳри 1-мӗш шкул тивӗҫпипех мухтанма пултарать. Кунта Совет Союзӗн Геройӗ М.В.Силантьев та вӗреннӗ. Директор ҫумӗ Марина Ермеева теле-тӗпелте пӗлтернӗ тӗрӑх, вуншар вӗренекен педагог профессине алла илме ӗмӗтленет. Вӗсен хушшинче республика президенчӗн, район пуҫлӑхӗн стипендиачӗсем, тӗрлӗрен олимпиада-конкурс ҫӗнтерӳҫисем.

Апла шкулсене пуҫаруллӑ та харсӑр кӑмӑллӑ ҫамрӑксем килӗҫ.

 

К.Петров

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика