Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2010.02.25 Ачаран такӑрлатнӑ ҫулпа (Хресчен сасси)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

Муркашри пӗтемешле пӗлӳ паракан ватам шкулта тӗлӗнмелле пуҫаруллӑ та пултаруллӑ педагогсем вӑй хураҫҫӗ. Акӑ пуҫламӑш классене вӗрентекен Валентина Впадимировна Смирнова Чӑваш Ен Президенчӗпе Раҫҫей Президенчӗн гранчӗсене тивӗҫнӗ. Чӑваш Республикин тавативӗҫлӗ учителӗн методика кӑтартӑвӗсемпе ӗҫтешӗсем хаваспах усӑ кураҫҫӗ. Унӑн тӗпчев ӗҫӗсем ҫӗршыври хаҫат-журналта, методика пособийӗнче пичетленеҫҫӗ.

Иккӗмӗш анне

-  Педагогика профессине ӑнсӑртран суйласа илмен эпӗ, -терӗ Валентина Смирнова. - Ачаран такӑрпатнӑ ҫул-йӗр вӑл маншӑн. Пурнӑҫӑмра тӗлӗнмелле учительсемпе хутшӑнма тӳр килни те палӑртрӗ-тӗр шӑпама.

Унӑнамӑшӗ, Любовь Алексеевна Романова, ача-пӑчана 40 ҫул ытла ҫырма-шутлама вӗрентнӗ. Ҫывӑх таванӗсем Валекшна Токарева, унӑн хӗрӗ Надежда Гармонистова та учительсем. Вӗсен ӗҫе-хӗлне витӗр курса ӳснӗ хӗр ача.

-  Аннен урокӗсем халӗ те асрах, - тет вӑл. - Кашни урока интереслӗ, асра юлмалпа ирттеретчӗ. Пире хавхапантармалли майсем   тупсах тӑратчӗ. Уроксем хыҫҫӑн киле кайса выльӑх-чӗрлӗх пӑхатчӗ те каллех шкула чупатчӗ. Вӑй-хӑвачӗ ӑҫтан тухнӑ-ши унӗн? Ҫитменнине ҫемьере те пипӗк ача ӳснӗ, вӗсене уйӑрса хӑвараймӑн.

Шупуҫра пуҫламӑш пӗлӳ илнисене Мӑн Сӗнтӗрти ватам шкулта хаваспах йышӑннӑ. Пӗпӳ никӗсне ҫирӗп хывнӑ ачасемпе ӗҫлеме те ҫӑмӑп ҫав. Вӗренекенӗсем Любовь Алексеевнӑна тӗл пулсан час-часах «иккӗмӗш анне» тесе чӗнеҫҫӗ. Педагогшӗн чӑннипех хаклӑ, ӑшӑ самахсем.

В.Смирнова Мӑн Сӗнтӗрте вӗрентнӗ Е. Кабетовӑна ырӑпа асӑнать. Тӳпери ӑшӑ хӗвеп пек пайӑркисене ачасем ҫине сапаланӑ вӑл. Чӑваш чӗлхиие юратса вӗреннӗ, тимлӗн итпенӗ ача-пӑча.

- Вӑл ашшӗ-амӑшне кура вӗремекенсене уйӑрман, тӳрӗ кӑмӑллӑччӗ. Шел, пурте ачасене юратмаҫсӗ. Вӗсен шухӑш-кӑмӑлне улӑштарма шкулта ӗҫлени те пулӑшмасть, -сӑмахлать педагог. - Учитель пулма Турӑ пани кирлӗ, талант, тӑрӑшса вӑй хуни кӑна сахал. Ашри туйӑм ҫав-ҫавах ҫӑл куҫ пек тапса тухать, ӑна пытарма йывӑр. Ачасем ҫакна уйрӑмах сисеҫҫӗ.

Сакӑр кпасс пӗтернӗ хыҫҫӑн Валентина Канаш пвдучилищинче пӗлӳ пухать. 1975ҫулта дипломлӑ ҫамрӑк хӗр тӑван ене, Муркаш районне таврӑнать. Ӗҫе вырнаҫма вӗрентӳ пайне ҫитет. Телее, шӑпах ҫав вӑхӑтра унта Орининри шкул директорӗ Лидия Васильева кӗрет.

- Манӑн диплома ҫаваркапаса пӑхрӗ те: «Мӗн тума пӗлетӗн эсӗ? Пире музыка учителӗ кирлӗ»,  -терӗ. Тӑмра каланине пӗлсен ӗҫе йышӑнма килӗшрӗ, - каласа паратъ В.Смирнова.

Музыка урокне ертсе пыма тӑмра пӗлни кана сахал. Общежитире хӗр ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе баян калама вӗреннӗ.

- Унсар пуҫне пуҫпамӑш кпассенче вӗрентме те шанчӗҫ, виҫҫӗмӗш класс уйӑрса пачӗҫ, - аса илет педагог. - Эпӗ ачасенчен, вӗсем манран хӑраҫҫӗ. Юрать, педучилищӗре вӑйлӑ преподавательсем вӗрентрӗҫ. Вӗсен сӑмахӗсене ӑса хывса ӗҫпесе кайрӑм. Анне те пулӑшса, кӑтартсах пычӗ.

Ҫамрӑк педагог чунне парса ӗҫленине, ачасен тавра курӑмне, пултарулӑхне аталантарма тӑрӑшнине ыттисем те асӑрханӑ. Директор, ҫын ӗҫие хакпама пӗлекенскер, Смирновӑна хавхалантарма тӑрашнӑ. Икӗ ҫултанах хӗре районти вӗрентӳ пайӗн Хисеп грамотипе чысланӑ. Ӗҫе пуҫӑннӑ слециалистшӑн чӑннипех ҫитӗнӳ! Ун чухне вӑл хӑйне тата сумлӑрах напрадӑсем кӗтнине тавҫӑрайман та.

Талантлӑ педагог пирки ялта сас-хура питӗ хӑвӑрт сарӑлнӑ. Ял ҫыннисем ачисенеун патӗнче вӗрентме тӑрӑшнӑ. Ҫакӑ,паллах,хӑш-пӗр учителе кӳрентернӗ, кӗвӗҫӳ туйӑмӗ ҫуратнӑ. Хӑвӑнтан иртекене кам юраттӑр? Ура хума хӑтланакансем кайран та   тупӑнсах тӑнӑ.

Вӗшпе йытӑ вӗрсен те караван малаллах каять тенӗ. Валентина Смирнова та элек, сас-хура хыҫҫӑн тӗрӗслӗх шыраса, хирӗҫсе ҫӳремен, ыттисене киревсӗр сӑмахсемпе кӳрентермен. «Учителӗн хӑйӗн чысне-хисепне ҫухатмалла мар», - тет вӗл.

Хӑнӑхса ҫитнӗ коллективран, шкуптан ҫапах та кайма тивнех унӑн. 1980 ҫулта кӗтмен-туман ҫӗртен Юнкӑри шкула куҫать.

- Директора малтанах асӑрхаттарманшӑн хапӗ те аванмарланатӑп, - пӗлтерет вӑл. - Ҫӗнӗ вӗрену ҫулӗ пуҫланас умӗн вӑрттӑн тенӗ пек тухса кайрӑм. Чирлӗ, пӗччен юлнӑ кукамая пӗхакан ҫуккипе куҫрӑм.

Тепӗр тӑватӑ ҫултан шӑпа ӑна Муркашри вӑтам шкула илсе ҫитернӗ. Ҫемье ҫавӑрнӑ, кӳршӗ ялта,   Хорнуйӗнче   пурӑнма тытӑннӑ.

Ял учителӗҫӗр ӗҫченӗ

Ҫак вӑхӑт тӗлне Валентина Владимировна педагогикӑра пуян опыт пухма ӗлкӗрнӗ, ачасемпе пӗр чӗлхе тупма хӑнӑхса ҫитнӗ. Ҫапах район центрӗнче пурӑнакансем ытти ялтисенчен уйрӑлса тӑнине тӳрех асӑрханӑ: хӑюллӑ, чӑрсӑр, шывлӑ.

- Пӗрремӗш кпассемпе уйрӑмах йывӑр, - палӑртать вӑл. - Хӑйсене тытма, лара-тӑра пӗлмеҫҫӗ, «юрамасть» тенине ӑнланмаҫҫӗ. Мӗнрен килет ҫакӑ? Садика ҫӳренӗскерсем шкулта та хӑйсене ирӗклӗ туяҫҫӗ. Тата нумайӑшӗн ашшӗ-амӑшӗ аякра ӗҫлесе пурӑнать, воспитани пама вӑхӑт ҫук вӗсен. Пирӗнех тӑрӑшмалла.

Ача учителе пӑхать. Талактлӑ педагогӑн вӗренекенӗсем те маттур.

В.Смирнова «Шкул-2100» программӑпа вӗрентет. Ку программӑна ӑнланма йываррине чылайӑшӗ палӑртатъ. Анчах Валентина Впадимировна вӗренекенӗсем ӑна мӑйӑр пекшӗкелчеҫҫӗ. Унӑн хӑйӗн ӗҫ меслечӗсем. Йывӑр темӑсене ансат челхепе уҫса панӑраначасем юратса вӗренеҫҫӗ, ҫӑмӑлпӑнах алла илеҫҫё.

Мускавра тухакан «Начальная школа Плюс до и После» журналта Смирновӑн 20 ытла статйи ҫутӑ курнӑ. Журналӑн «Учителӗн чи лайӑх статйи» конкурс ҫӗнтеруҫи вӑл. Педалогӑн ӗҫӗӗлӗпе ҫӗршывӗпех усӑ кураҫҫӗ. Унӑн урокне итлеме, опычӗпе паллашма кӳршӗри районсенчен те килеҫҫӗ.

-  Ҫапах пуҫламӑш классенче вӗрентекенсене хӑйсене кӑтартма йывӑр. Вӗсен ҫимӗҫӗ вӑтам шкула куҫать.  Ырӑ ячӗ ытларах аспӑрах класла ӗҫлекенсене тивет.   Пуҫламӑш кпасс учителӗ - пӗлӳ никӗсне хывакан. Никӗс ҫирӗп - малалла ҫӗкленме те ҫӑмӑл. Япӑх пупсан ҫурт ишӗпет. Шел, кӗҫӗн класра вӗрентекенсен ӗҫне тивӗҫлипе хакламан лек туйӑнать. Конкурспа опимпиадӑна хутшӑнаймасан балл сахал, эппин, шалу та. Пӗрремӗш класпа ӑҫта кайӑн? - пӑшӑрханӑвне пытараймасть вӑл.

- Кам вӑп сирӗншӗн ял учителӗ?

-  Ял учителӗ - ҫӗр ӗҫменӗ. Пирӗн канма та ерҫӳ ҫук.  Хушма хуҫалӑх, пахча алӑ-урана ҫыхса лартаҫҫӗ. Ҫӑвӗпе алӑран ҫава, сенӗк-кӗреҫе кайма пӗлмест.

Мӑшарӗ, Владислав Геннадьевич, педагог. 1979 ҫултанпах шкулта вӑй хурать. Иртнӗ ҫул ҫӑмӑллӑх кредичӗпе «Газель» те туяннӑ ҫемье: 2 гектар ҫӗр ҫинче туса илнине турттарма. Картиш тулли выльӑх-чӗрлӗхе унсӑрӑн мӗнле тӑрактарӑн? Ывӑлӗсем пурнӑҫ ҫупе ҫине тӑнӑ ӑнтӗ. Асли, Николай, Чӑваш патшалӑх университечӗн аспиранчӗ, Алексей 5-мӗш курс студенче. «Шкулта шалу пӗчӗк тесе педагогакӑна кайма килӗшмерӗҫ», -ӑнпантараҫҫӗ Смирновсем.

2006 ҫулта Чӑваш Ен Преэиденчӗн, 2008 ҫулта Раҫҫей Президенчӗн гранчӗсене илни унӑн шухӑинӑмӑпне тӗпрен улӑшгарнӑ.

- Пирӗн ӗҫе тинех хаклама тытӑнни, педагогсем енне ҫаврӑнса пӑхни ҫав тери савӑнтарчӗ, - сӑмахлать Смирнова.

Пысӑк награда илнӗ хыҫҫӑн Валентина Владимировна сасартӑк чирлесе ӳкнӗ.

-  Организм йывӑрлӑха, пысӑк яваплӑха чӑтаймарӗ, хавшаса кайнипе утайми пулса лартӑм. «Малаппа мӗнле ӗҫлмелле-ши?» - тесе веҫӗм кулянаттӑм.

Темиҫе уйӑх нушаланнӑ хыҫҫӑн каплех ура ҫине тӑнӑ, юратнӑ шкула, вӗренекенӗсем патне таврӑннӗ.

- Ӗмӗт-шухӑш пысак. Ӗҫлес, малаллах талпӑнас килет. Шел, ҫулсем каяҫҫӗ, сывлӑх та хавшать.

Вапентина Смирнова ӗҫре, йывӑрлӑхра ӑнланса, пулӑшса пынӑ педагогсене, шкул директорне Владислав Валентинович Ялушкина чӗререн тав тӑвать.

Манӑн вара ӗҫӗӗлӗшӗн чунне, сывлӑхне пама хатӗр Учтель умӗнче пуҫ таяс килет. Тавтапуҫ Эсир пурришӗн!

 

Л. Никитина

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика